Куславкка округӗнчи шкул патӗнчи хоккей курупки ванса пӗтни, ӑна юсамалли пирки ҫынсем халӑх тетелӗнче хыпарланӑ.
Хӗллехи вӑхӑтра ӑна пӑр хупланӑ та конькипе ярӑнма май килнӗ. Ванса та ҫуркаланса пӗтнӗ асфальт ҫулла куҫа питех те лайӑх тӑрӑнать.
Хоккей курупкине Кунер ялӗнчи шкул 100 ҫул тултарнӑ тӗле уҫнӑ. Унта ачасем те, аслисем те хаваслансах ҫӳреҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Регион управленийӗн центрӗн специалисчӗсем кӑлтӑк пирки вырӑнти тӳре-шарана пӗлтернӗ. Яваплисем халӗ асфальта ҫӗнетнӗ.
Паян Куславкка хулинче иртен-ҫӳрен тӗвесене асӑрханӑ. Вӗсем автовокзал ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ.
Чӗрчунсем хӑйсем кӑна пулман. Вӗсене кӗтӳҫӗ хӑваланӑ. Ҫул урлӑ каҫнӑ саманта водитель видео ӳкерсе «Про Города» ярса панӑ. Урамра утакан ҫак чӗрчунсене курсан ыттисем те – чарӑнура тӑракан ҫынсем, водительсем – тӗлӗннӗ.
Сӑмах май, ҫав тӗвесене Куславккара унччен те ҫынсем асӑрханӑ, питӗ тӗлӗннӗ.
Куславккари арҫынна 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонпе ӑсатнӑ. Вӑл пӗлӗш-хӗрарӑмне чӗртсе янӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын ӳсӗр пулнӑ, хӑй паллакан 33 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫле тапранса кайнӑ. Ӑна хӑвӑрт хыпса илекен шӗвекпе сапнӑ та чӗррсе янӑ. Хӗрарӑмӑн кӗлетки ытла ҫунса кайнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм пульницӑра вилсе кайнӑ.
Усалланнӑ арҫынна Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонирен хупса хума йышӑннӑ.
Куславккари Н.И. Лобачевский музей-ҫуртне ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатӗҫ.
Музей директорӗ Мария Солдатихина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр учреждени музее техника енчен пуянлатмалли конкурса хутшӑннӑ. «Пирӗн заявкӑна Раҫҫейӗн Культура министерстви ырларӗ, 5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса пачӗ», — пӗлтернӗ музей директорӗ.
Унсӑр пуҫне 2024 ҫулта пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме республика хыснинчен 10 млн тенке яхӑн уйӑрса панӑ.
«Ку укҫапа музей сӗтел-пукан, ҫав шутра экспонатсене упрамалли тата кӑтартмалли хатӗрсем, ҫутӑ диодлӑ экран, проектор тата интерактивлӑ киосксем, кирлӗ ытти борудовани тата программа туянӗ», — каласа кӑтартнӑ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсем Атӑлта путма пуҫланӑ пулӑҫа пулӑшнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ку ирхине 7 сехет ҫурӑра Чӑваш Енпе Тутарстан чиккинче Куславкка хули патӗнче пулнӑ. Зеленодольск хулинче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын мотобуксировщикпе пынӑ. Ҫӗрле пӑр шӑннӑ тесе шаннӑ. Анчах вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ.
Юрать-ха, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Шӑнса кӳтнӗскере ҫӑлавҫӑсем Волжскри пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енре «Чӑваш ахах-мерченӗ» регионсем хушшинчи фольклор фестиваль-конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса «Трктор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ ирттернӗ.
Конкурса Чӑваш Енри 16 муниципаллӑ округран тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 12 коллективран заявкӑсем килнӗ. Хутшӑнакансен шучӗ ҫапла майпа 750 ҫынна ҫитнӗ. Иккӗмӗш тура Чӑваш Енри Элӗк, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенчи тата Мускаври, Пушкӑртсанри, Тутарстанри, Пензӑпа Самара облаҫӗсенчи 6 коллектива суйласа илнӗ.
Пӗрремӗш степеньлӗ дипломсене виҫӗ коллектив тивӗҫнӗ. Вӗсем — Красноармейски тӑрахӗнчи «Трак ен» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Антонина Никонорова), Мускаври «Ентеш» фольклор ансамбьлӗ (ертӳҫи — Алевтина Тельцова), Пушкӑртстанри «Мерчен» фолькор ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Романова).
Куславкка районӗн прокуратури Куславкка хулинчи икӗ шкула тӗрӗсленӗ. Стандартпа тата санитари правилисемпе килӗшӳллӗн, туалетпа столовӑйӗнче кӑна мар, ятарлӑ вӗренӳ класӗсенче те вӗри шыв пулмалла. Ҫав шута 1-4-мӗш классен пӳлӗмӗсем, физика, хими, биологи пӳлӗмӗсем, лабарантски кӗреҫҫӗ. Ҫав икӗ шкулта вара ҫак йӗркесене пӑхӑнман.
Прокуратура суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ведомство шкулсенчи пӳлӗмсене вӗри шывпа тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Куславкка тӑрӑхӗнче пӑр шӑтарса пулӑ тытакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хутшӑннӑ.
Пулӑ тытма Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Мари Элти 96 пулӑҫ пухӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ӑмӑртӑвӑн тӗп парнине Мари Республикинчи Волжск хулинчи Сергей Горелик тата Елена Актанаева тивӗҫнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Куславкка хулинче пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑмӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм гаражри юсавсӑр электропралукран тухнӑ. Пушар хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫурт ҫине самантрах куҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем «хӗрлӗ автанпа» пӗр сехет ытла кӗрешнӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража, шалта ларнӑ машинӑна тӗп тунӑ. 70-ти хӗрарӑмӑн мунчи кӑна тӑрса юлнӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри упарвленийӗнче чи йӳнӗ хваттерпе чи хаклӑ хваттер хакне пӗлтернӗ.
2023 ҫулта пӗри 1 пин тенкӗпе хваттер туяннӑ. Куславккари 45 тӑваткал метрлӑ хваттере ҫав хакпа сутса яни ҫинчен регистрациленӗ.
Чи хаклӑ хваттере Шупашкарта сутса янӑ. 280 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ хваттере 43 миллион тенкӗпе сутса янӑ. Ҫав пурлӑх амӑшӗн пулнӑ. Ӑна ывӑлӗ сутнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |