РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Куславккара пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Яшӑн ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 161-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тытма тивӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Куславккари Воложка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫывӑхӗнче 46-ри ӳсӗр арҫынна асӑрханӑ. Унӑн карас телефонне, сигартне, пӗр кӗленче эрехне тата 100 тенкӗ укҫине уҫҫӑн ҫаратнӑ. Тӗпчевҫӗсем тӑкак виҫи 9 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтереҫҫӗ.
Тепӗр тӑватӑ кунтан, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине, каччӑ Куславккари автозаправка станцийӗн территорийӗнчи автомобиль пылесосне вӑрланӑ. Ку япала 7 пин тенкӗ ытла тӑрать.
Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ.
Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта кафе ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пушар Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ «Евразия» кафере пулнӑ. Ҫулӑм шалта вентиляци тытӑмӗнче тухнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче кафере 10 ҫын пулнӑ, пурте – унта ӗҫлекенсем. Вӗсене пурне те урама кӑларнӑ.
Пушарнӑйсем 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Куславккара лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм сентре ҫинчи апат-ҫимӗҫе, касса аппаратне тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтӗнче лавкка хупӑ пулнӑ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче строительство ӗҫӗ хӗрсех пырать. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Куснарта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ шкул хута яма шантарнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫӗн 83 процентне вӗҫленӗ. Шкула ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле.
Шкулта 165 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ ҫумӗнче ача пахчи тӑвӗҫ. Унта вара 40 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Шкулта стадион та тӑваҫҫӗ.
Подряд организацийӗ шалти ӗҫсене пӗтернӗ. Халӗ киплӗ хатӗр-хӗтӗре туянаҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Куславкка хулинче 160 шӑпӑрлан валли ача пахчи тума тытӑнӗҫ.
Ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен техника ҫӗнетме кӑҫал майсем анлӑрах. Ку хыпара Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Министр хыпарланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникине туяннин 40 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника туянассин хисепӗ 112 единица хушӑннӑ.
Техника туянма патшалӑх пулӑшни хаклӑ техника, трактор тата комбайн илнӗ чух пушшех кирлӗ. Вӗсене туянасси пӗлтӗрхинчен 1,9 хут нумайланнӑ.
Сӑмах май каласан, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ ҫинче Куславкка, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле районӗсем уйрӑмах хастар. Вӑрнар, Шупашкар, Елчӗк районӗсем те хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ.
Хуҫалӑхсенче сенаж тата силос хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакансем хулара пристань кирлине кашни ҫулах хускатаҫҫӗ. Вӑл пулсан Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа ҫул ҫӳреве тухнӑ туристсем хулара чарӑнса тӑрайӗҫ. Туризма аталантарни муниципалитет хыснине укҫа илсе килнине тавҫӑрма йывӑр мар.
Пристань ыйтӑвӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран та ыйтса ҫыракан тупӑннӑ. Ӑна Олег Николаев Фйбсукри хӑйӗн страницинче пичетленӗ. Хуравне те ҫырнӑ.
«Эпир ку ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Ен Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, причал тума проект хатӗрлессипе ӗҫ пырать. Унтан эпир проект хатӗрлеме саккас парса патшалӑх экспертизи витӗр тухайӑпӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн причал тӑвакан подряд огрганизацине палӑртса ӗҫе тытӑнайӑпӑр», — ӗнентернӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра шыва кӗмелли вӑхӑт пуҫланман. Тӗрӗссипе, пляжсене официаллӑ майпа уҫман. Апла пулин те пляжсене шыва кӗме хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнерхи кун тӗлне илсен Чӑваш Ен Гражданла хӳтӗлев ӗҫӗсен тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн шыравпа ҫӑлав служби республикӑри 13 пляжа хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Етӗрнере, Улатӑрта тата Улатӑр районӗнче.
Пӗлтӗр ялсенче шыва кӗме 108 вырӑн хатӗрленӗ. Кӑҫал вӗсене 68 пӗвепе кӳлӗ тата юханшывсем хӗрринче хатӗрлӗҫ.
Шел те, путакансем халех пур. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Йӗпреҫ районӗнчи 63-ри арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ялти пӗвере пулӑ тытнӑ чух шыва кӗме шухӑшлани инкекпе вӗҫленнӗ. Атӑлта вара 15-ри ача путса вилнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енри виҫӗ ҫын тӗрлӗ сӑлтава пула шар курнӑ. Ҫулталӑкри ача, сӑмахран, тутине пӗҫертсе янӑ, 56-ри арҫын ури урлӑ трактор каҫса кайнӑ, 70-ти арҫынна йытӑ тулланӑ. Пурне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Куславккара пурӑнакан ҫулталӑкри ача 5 процентлӑ йод тытнӑ. Амӑшӗ ӑна туртса илес тенӗ чух тӑкӑнса кайнӑ. Хӗрарӑм шывпа ҫуса тасатнӑ-ха, ҫапах ачан тути пиҫсе кайнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр предприятири мехпаркра трактор арҫын ури урлӑ каҫса кайнӑ. Ӑнсӑртран. Аманнӑ арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ватӑ арҫынна йытӑ тулланӑ. Суранӗсем самай тарӑн пулнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр май килмен — шар курнӑскере сиплеме пульницӑна васкавлӑн илсе кайма тивнӗ.
Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ял ипотекипе усӑ курма пулать. Кредита ҫулталӑкне 0,1-3 процентпа илме май пур. Ӑна 21-64 ҫулти ҫынсене параҫҫӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑна хваттер, ҫурт туянма илме параҫҫӗ. Паллах, куҫман пурлӑха ял-салара илмелле. Ял-саласӑр пуҫне ҫак шута 30 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан пӗчӗк хуласем кӗреҫҫӗ. Чӑваш Енре те унашкаллисем пур: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне.
Ипотека илсе ҫурт хӑпартас тесен подряд организацийӗпе килӗшӳ тумалла, ӗҫе пурнӑҫламалли срок – 24 уйӑхран ытларах мар.
Ҫӑмаллӑхлӑ ипотекӑна 25 ҫул таран параҫҫӗ, чи пысӑк сумма – 3 миллион тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |