Канаш районӗнче суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫынна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе малтанласа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах каярах ӑна суд штрафӗ панипех ҫырлахас тенӗ. Ӑна 55 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫын руль умне ӳсӗрле ларма юратнӑ. Ҫавӑншӑн вӑл пӗрре ҫакланнӑ-ха. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Апла пулин те вӑл пӗрех рулех умне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳсӗрле ларнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Арҫын ун чухне «Лада-211440» автомобильпе пынӑ. Приставӗ пулнӑ ҫын унччен судпа айӑпланманнине, йывӑр преступлени туманнине кура суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, штраф панипе ҫырлахнӑ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи колони-поселенирен Канашра ҫуралнӑ арҫын Сергей Колоколов тухса тарни пирки хыпарланӑччӗ. Ӑна «преступлени тӗнчинче» Колокольчик ятпа пӗлеҫҫӗ. 49 ҫулти арҫынна колони-посление 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатнӑ пулнӑ.
Преступник ирӗкре шӑп та лӑп 10 кун пулнӑ, ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Сухобезводное поселокӗнче 16 сехет те 20 минутра ярса илнӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе колонирен тарнӑшӑн тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Палӑртмалла: Сергей Колоколов пӗрре мар судпа айӑпланнӑ.
Канашра пурӑнакан хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне уявланӑ, 36 ҫул тултарнӑ. Ҫав кун халӑх тетелӗнче ун патне банк ятӗнчен салам ҫитнӗ. Ҫырура парне тума шантарнӑ – 1 пин тенкӗ. Хӗрарӑмӑн анкета ҫеҫ ҫырмалла, банк карттин реквизичӗсене кӑтартмалла.
Кӑштахран телефон ҫине код килнӗ, ӑна та анкетӑна ҫырмалла пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн картти ҫинчи мӗнпур укҫа ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 пин тенкӗ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал 9 уйӑхра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 67,2 миллион тенкӗ суя мелпе сӑптӑрнӑ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи 17-мӗш колони-поселенирен преступник тарнӑ. Вӑл – Канашра ҫуралса ӳснӗ 49 ҫулти Сергей Колоколов. «Преступлени» тӗнчине ӑна «Колокольчик» хушма ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӑшал хатӗрленӗшӗн, ӑна упранӑшӑн лекнӗ.
Колокольчика Канашсем лайӑх пӗлеҫҫӗ-мӗн. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл хулана хӑратса тӑнӑ, пӑшалтан пӗр шутламасӑрах пенӗ.
Полицейскисем, ОМОН таркӑна кунӗ-ҫӗрӗн шыраҫҫӗ. Сергей Колоколов хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать, ӑна курсанах полицие шӑнкӑравламалла. Палӑртмалла: вӑл унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ.
Сергей Колоколов 180 сантиметр ҫӳллӗш, «р» саспаллие калаймасть. Тарнӑ чухне хура калпак, тӗттӗм сӑран куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Канашри Симӗс урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансем, амӑшӗпе ачисем тата ватӑ ашшӗ-амӑшӗ, килте пулман. Вӗсем таврӑнсан ҫакӑн пек ӳкерчӗк курнӑ: пӳрте ишсе антарнӑ. Мӗн япали ку? Рабочисем йӑнӑшпа ишсе антарнӑ-мӗн. Чӑннипе вӗсен кӳрши ҫурта сӳтмелле пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ, пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ: ку ҫурт та пурӑнма юрӑхсӑр иккен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗрех хваттер панӑ.
Чӑваш Енри шкул ачисем Питӗрте пулнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи шкул ачисене Питӗрте пухасси 2013 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Ҫавӑ «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. «Град Петров» культурӑпа ҫутӗҫ программипе килӗшӳллӗн кӑҫаь Питӗре 6,5 пин ытла ачана кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем, спортра, тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑрнисем. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Инҫе ҫула ҫывӑхлатма тӑкакланнине Раҫҫей Культура министерстви саплаштарнӑ.
Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Енри 60 ача паллашнӑ, ҫав шутран 30-шӗ — Канашран.
Ачасем Нева проспекчӗпе, Кермен тата Сенат лапамӗсемпе, ытти паллӑ вырӑнта уҫӑлса ҫӳренӗ. Эрмитажра вӑхӑта самай ирттернӗ, Мариински театрта...
Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Канаш хулинче пӗр арҫын хваттер алӑкне уҫайман. Хайхискер пур-пӗрех урама тухма шутланӑ – чӳречерен сикнӗ.
Алӑк ҫинчи ҫӑра ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Ӑна уҫса юсас тесе вӑл чӳречерен, иккӗмӗш хутран, сикнӗ. Анчах ку ӑнӑҫлах пулса тухман – вӑл аманнӑ.
Канаш арҫынни иккӗмӗш хутран сиксе урине самаях вӑйлӑ амантнӑ: хуҫӑлсах кайнӑ. Ӑна Канашри пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канашра ачасен IT-Куб цифра вӗренӳ центрӗнче «Яндекс.Лицей» вӗренӳ проекчӗн лапамне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Курс – икӗ ҫуллӑха. Пӗрремӗш ҫулхине ачасем Python ятлӑ чӗлхе программированине вӗренеҫҫӗ. Вӑл – тӗнчери чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри. Иккӗмӗш ҫулхине промышленноҫ программированине ӑса хывӗҫ, вӗренӳ проекчӗсемпе ӗҫлӗҫ.
Палӑртмалла: «Яндекс.Лицей» - 2016 ҫулта старт илнӗ Яндексӑн вӗренӳ проекчӗ.
Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ чӑкӑтри выльӑх ҫӑвне ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе улӑштарнине тупса палӑртнӑ. Чӑкӑтсене Канашри тата Шупашкарти суту-илӳ точкисенче тӗрӗсленӗ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑкӑтра маркировкӑра палӑртман япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫак сырсенче тупнӑ: «Пашехонский», «Российский», «Голландский». Вӗсенче фитостеринсем пур-мӗн.
Чӑкӑта туса кӑларакан предприяти патне предписани янӑ – унӑн чӑкӑтӑн ҫак тӗсӗсене кӑларма пӑрахмалла.
«Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗн пуҫлӑхне ют ҫын банк карточки ҫинчи укҫа-тенке вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки Атӑлҫи транспорт прокуратури пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавран Шупашкара ҫӳрекен «Чӑваш Ен» пуйӑс (054Гномерлӗ) пуҫлӑхӗ Мускаври платформӑра такам ҫухатнӑ банк карточкине тупнӑ. Хайхискер ӗҫӗнчи укҫасӑр тӳлемелли терминалпа усӑ курса темиҫе япала туяннӑ – пӗтӗмпе 3,5 пин тенкӗ ытлалӑх.
Йӗрке хуралҫисем ют ҫын карточкипе кам усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Канаш районӗн судне ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |