Халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсен «Коммуникаци ӑсти» уҫӑ конкурсне Раҫҫейӗн 75 регионӗнчи 655 специалист хушӑнать. Вӗсен йышӗнче пирӗн ҫӗршывӑмӑрӑн ҫӗнӗ регионӗсенчи — Донецк тата Луганск халӑх республикисенчен, Запорожье тата Херон облаҫӗсенчен, ҫавӑн пекех Кӑркӑстанри Бишкек хулинчен 11 ҫын хутшӑнать.
Конкусра заявка тӑратман 14 регион шутӗнче Ингушети, Калмӑк Республики, Саха (Якути), Тыва, Кабардин-Балкар тата Карачай-Черкесск республикисем, Амур, Кострома, Курск, Магадан, Смоленск облаҫӗсем, Ненецк тата Чукотка автономи округӗсем, Еврей автономи облаҫӗ. Сӑмах май каласан, 20 специалист хӑсйем хӑш регионтан пунине кӑтартман иккен.
392 ҫын конкурса «Предприяти, организаци» категорире хушӑнать, 165-ӗн — «Патшалӑх управленийӗ» енӗпе, 98-ӑн — «Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх» енӗпе.
Шупашкар районӗнчи Мӑналти шкулта ӗҫлекен Анжела Московцева тӑван республикӑмӑр чысне Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен конкурсӗнче хӳтӗлӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Карачай-Черкесск Республикине пуҫтарӑнӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ видеопаллаштарушӑн халех сасӑлама пулать. Конкурса 104 ҫын, ҫав шутра 72 учительпе 32 воспитатель, хутшӑнать.
Кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗ ытларикуна лекӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — ӗҫлемелли кун. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫынсем ӗҫ пирки шухӑшламӗҫ тесе либерал-демократсен партийӗн пайташӗсем ҫав кун кантарма сӗннӗччӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи апла йышӑнӑва йӑпӑр-япӑр тума ҫук тесе РФ Патшалӑх Думи сӗнӗве ырламарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейӗн ӗҫ министрӗ Максим Топилин предприяти-организацисем шайӗнче кану кунӗ тесе йышӑнма май пуррине пӗлтернӗччӗ.
Хӑш-пӗр ҫӗрте регион шайӗнчех ҫапла йышӑннӑ. Сӑмахран, Киров облаҫӗнче. Патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем раштав уйӑхӗнчи канмалли пӗр кун ӗҫлӗҫ те 31-мӗшӗнчен канӗҫ.
Карачай-Черкесск Республикинче раштавӑн 28-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Томск, Псков облаҫӗсем те, Крымпа Ставропольте те раштавӑн 31-мӗшӗнче канӗҫ.
Лапсарти «Юрма» предприяти Шупашкара тата хӑй тавралли ялсене ырӑ мар шӑршӑ сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх питех шавлатчӗ. Кайран предприяти каяш тирпейлекен производство хута яма шантарчӗ. Халӗ чӑх-чӗп хапрӑк шӑрши кӗнине сисмен. Тен ҫавӑнпа та пулӗ пирӗн республика федерацин Атӑлҫи регионӗсенче экологи тӗлӗшӗнчен чи таси шутланать. Ҫапла пӗтӗмлетме «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн танлаштарӑмӗ хистет.
Асӑннӑ организаци Раҫҫей Федерацийӗн наци экологи танлаштарӑмне пичетленӗ. 2018 ҫултанпа ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ.
2018—2019 ҫулсенчи хӗллехи танлаштарӑмра пирӗн республика ҫӗршывра 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче вӑл — пӗрремӗш.
Федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнче экологи енчен чи таси — Мурманск облаҫӗ, Тӗп округра — Тамбов облаҫӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнче — Карачай-Черкесск Республики, Ҫӗпӗр округӗнче — Алтай крайӗ, Кӑнтӑр округӗнче — Краснодар крайӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнче — Магадан облаҫӗ, Урал округӗнче — Тӗмен облаҫӗ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Паян унпа коллектива тата Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Федераци хӑрушсӑрлӑх службин кадрсен управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шишкалов генерал-лейтенант паллаштарнӑ.
ФХСӑн Чӑваш Енри управленине ертсе пыма Игорь Кобыляченко генерал-майора шаннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Игорь Кобыляченко 1967 ҫулта Чита хулинче ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службинче 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Чӑваш Ене куҫариччен Карачай-Черкесск Республикинче управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ патшалӑх наградине тивӗҫнӗ, ҫав шутра — «Тӑван ҫершыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне те. Ҫемьеллӗ. Унӑн пӗр ывӑл.
ФХСн Чӑваш Енри управленине 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Сергей Софронова урӑх ӗҫе куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |