Комсомольскинче авариллӗ тесе йышӑннӑ 2-мӗш шкул вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма йышӑннӑ. Ӗҫ кӑҫӑлах пуҫланма пултарать.
Шкула 2026 ҫулта туса пӗтермелле. Кун валли 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Сӑмах май, Комсомольскинчи 2-мӗш шкула авариллӗ тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫурт – 1994 ҫулта хӑпартнӑскер. 2023 ҫултанпа ачасем Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Вӑрнарти 1-мӗш шкулта хушма ҫурт тума палӑртнӑ. Кун валли 364,1 миллион тенкӗ кирлӗ.
Паян Комсомольскинчи чиркӳре служба тӑнӑ протоиерей Николай Спиридонов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш епархийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вӑрах вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ, пӗр урине татнӑ. Николай атте 59-та пулнӑ.
Николай Спиридонов 1989 ҫулта священнике тухнӑ. Унччен Ҫӗмӗрлери тата Хӗрлӗ Чутайри чиркӳсенче служба тӑнӑ.
Николай аттепе нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Комсомольскинчи чиркӳре сывпуллашӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр «Союз» телеканал «Вторая половина» кӑларӑмра Николай аттепе Ираида матӑшкӑ пирки кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп клуб тытӑмӗнче Валери Туркай поэтпа тӗлпулу иртнӗ. Унта поэзие юратакансем пуҫтарӑннӑ.
«Валери Туркая поэт, прозаик, драматург, публицист, куҫаруҫӑ евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл 10 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн сӑввисене халӑх юратать», — пӗлтернӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн сайтӗнче.
Валери Туркай, чӑн та, нумай халӑхӑн сӑввине чӑвашла куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшать тесен те йӑнӑш мар.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енре – Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Унӑн логотипӗ тата девизӗ мӗнле пулассине палӑртнӑ.
Конкурса 130 ытла ӗҫ килнӗ. Комисси вӗсенчен Надежда Абдюшевӑн (Комсомольски), Екатерина Романовӑн (Шупашкар) тата Марина Черепановӑн (Шупашкар) логотипӗсене суйланӑ. Вӗсен шухӑшӗсене шута илсе профессионал дизайнерсем логотип хатӗрлӗҫ.
Ҫавӑн пекех чи лайӑх виҫӗ девиза суйланӑ. Вӗсем – Шупашкарти Даниил Петровӑн, Шупашкарти Полина Титовӑн, Шупашкарти Юлия Исаевӑн.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн республикӑмӑр Раҫҫейре автотуризма аталантармалли пилот проектне хутшӑнас кӑмӑллӑ.
Асӑннӑ темӑна Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн Думин туризма тата турист инфраструктурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ҫавра сӗтелӗнче сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ лару ВДНХра иртнӗ.
Автотуризм ҫемьепе канмалли меллӗ вариант тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Республика Мускав тата Уралпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вырнаҫнӑран пирӗн тӑрӑхра автотуризма аталантарма пушшех те меллӗ тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫитменнине тата ҫывӑх вӑхӑтра машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли М12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула туса пӗтермелле. Апла пулсан Шупашкарпа Комсомольски муниципаллӑ округӗ хушшинче автотуризм кластерне аталантарма май пур тесе каланӑ министр.
Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ.
Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне.
Паян 17 сехет те 40 минутра Комсомольскинче шкул автобусӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Автобус салонӗнче 15 ача тата 1 аслӑ ҫын пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул автобусӗн рулӗ умӗнче ларнӑ 54 ҫулти арҫын светофор умӗнче чарӑннӑ чухне дистанцие пӑхӑнмасӑр малта пыракан «Тойота» ҫине пырса кӗнӗ. Виҫӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем Шупашкартан театрализациленӗ представленирен таврӑннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӑна прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшенче Патӑрьелте анатри чӑвашсен фольклорӗн «Ӗмӗрсен эрешӗсем» регионсем фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ.
Мероприятие «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ вырӑнти клуб тытӑмӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
«Анатри» этнографи ушкӑнне кӗрекен чӑвашсен, ҫавӑн пекех Чӑваш Енре пурӑнакан вырӑссемпе мордвасен фольклорпа этнографи культурине сарас тӗллевпе ирттернӗ мероприятире тӗрлӗ жанрлӑ юрӑсем янӑранӑ, кӗвӗ-ҫемӗпе, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ.
Фестивале Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Пензӑпа Самар облаҫӗсенчи, Тутарстанри 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫул ҫинче 59 ҫулти мопедист машина кустӑрми айне пулса вилнӗ.
11 сехет тӗлнелле ҫак арҫын тӗп ҫул ҫине тухнӑ. Анчах вӑл машина килнипе килменнине лайӑх пӑхман ахӑртнех. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа сӗт турттаракан машина пынӑ. Мопедист та, водитель те пӑрӑнас тесе хӑтланнӑ. Анчах… Шел те, 59 ҫулти арҫын вилмеллех суранланнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унӑн мопедпа ҫӳреме ирӗк паракан документсем пулман.
Чӑваш Енри ултӑ районта инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Документра каланӑ тӑрӑх, чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне утӑ уйӑхӗн 28-мӗшпе 29-мӗшӗсенчи ҫутҫанталӑкӑн хӑрушла пулӑмӗсене сирсе ярас тӗллевпе йышӑннӑ.
Асӑннӑ режима Канаш, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк тӑрӑхӗсенче туса хунӑ. Вырӑнтисене пулӑшма республикӑн Резерв фондӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |