Типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн Италире ҫил-тӑвӑл алхасма пуҫланӑ, витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр ҫунӑ. Тосканӑра ҫил ҫав тери вӑйлӑ вӗрнӗрен тавралӑха пӑхса ҫаврӑнмалли урапана ҫавӑрса янӑ. Пӑтӑрмаха сӑнлакан видеона НТВ телеканал вырнаҫтарнӑ.
Аттракцион Пьомбинон коммунӑра вырнаҫнӑ. Вӑл — Тосканӑн металлурги промышленноҫӗн центрӗ, Ливорнӑпа танлаштарсан иккӗмӗш порт шутланать, кунта 33,5 пин ҫын пурӑнать. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл пуҫлансан итальянсем хӑйсен ҫурчӗсене пытаннӑ, пӑтӑрмаха чӳречесенчен ӳкерсе илнӗ.
Видео ҫине тавралӑха пӑхса ҫаврӑнмалли урапа хӑвӑрт ҫаврӑнать, кабинкӑсем пур еннелле те силленеҫҫӗ. Конструкцин пӗр пайӗ татӑлса вӗҫсе кайнӑ, телеканал информацийӗ тӑрӑх, ҫапах та никам та шар курман.
Япӑх ҫанталӑк Хӗвеланӑҫ Европа ҫийӗн иртсе кайнӑ. Италире чукун ҫул линине хупма тивнӗ. Тосканӑра йывӑҫ ӳкнӗ, икӗ ҫын вилнӗ, тӑваттӑшӗ аманнӑ.
The Associated Press информацийӗ тӑрӑх, ҫил Венецири Сӑваплӑ Марк соборӗн чан ҫапмалли тӑрӑри пӗр пайне вӗҫтерсе кайнӑ. Францири Корсика утравӗ ҫинче ултӑ ҫын вилнӗ, 45 пине яхӑн ҫурт хуҫалӑхӗ электричествӑсӑр юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |