Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура

Шупашкарти Ленин районӗнче фейерверк ямалли вырӑнсене палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хула администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче пиротехникӑпа усӑ курмалли лапамсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем ыйтнипе килӗшсе тӑраҫҫӗ.

Фейерверк ямалли вырӑнсене Шупашкарӑн Мускав тата Калинин районӗсенче уйрӑмах нумай хатӗрленӗ. Вӗсенче ун пекки — 36 лапам. Чи пысӑкраххисем — «Овас» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи, Шупашкар кӳлмекӗ патӗнчи лапам, «Амазония» парк тата «Волга» (чӑв. Атӑл) стадион. Ленин районӗнче 13 лапам палӑртна, Йӑлӑмра — 6.

Лапамсен тулли списокӗпе ҫак каҫӑпа gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=3990873&gov_id=49 иртсе тӗплӗнрех паллашма пулать. Унта Шупашкар хулин кашни районӗнчи лапамӗсене асӑннӑ.

 

Культура

«Хам ҫуралнӑ кӗтес, чӑваш культури ҫинчен ҫӗр ҫинчи ҫынсем пӗлччӗр теттӗм яланах», — ҫапла пӗлтернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильм режиссерӗ Елена Рябцева «CinePromo» кинокомпание.

Асӑннӑ компани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче Раҫҫейӗн 20 ытла хулинче «Катарсис» пӗтем тӗнчери кинофестиваль иртет. Фестивале кӗртнӗ кинофильмсене Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Пермь, Киров, Ҫӗнҫӗпӗр, Екатеринбург, Псков, Владивосток тата ытти ҫӗрте кӑтартӗҫ. Фестиваль «Кинопроизводство со смыслом» (чӑв. Пӗлтерӗшлӗ кинопроизводство) ятпа иртет.

Асӑннӑ кинофорум программине кӗске метражлӑ икӗ фильм лекнӗ. Вӗсенчен пӗри — Елена Рябцева ӗҫӗ. «Юман» пирки эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх пӗлтӗмӗр. Фильм сюжечӗ Еленӑра (вӑл — ҫав ӗҫӗн сценарисчӗсенчен пӗри) тахҫанах ҫуралнӑ иккен. Экспедицие кайсан пӗччен пӗр хӗрарӑмпа паллашнӑ. Ывӑлӗшӗн тунсӑхлаканскер йыттине те ачин ячӗпе чӗннӗ иккен. Ҫав истори Елена чун-чӗринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Сценарие ҫӗнетнӗ, контекста ылмаштарнӑ хыҫҫӑн «Юман» фильм ҫуралнӑ.

 

Культура

Муркаш районӗнчи Орининти халӑх театрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа унта уяв иртнӗ. Уяв каҫне Александр Пушкинӑн «Борис Годунов» трагедийӗнчи «Корчма на Литовской границе» сыпӑка кӑтартнинчен пуҫланӑ. Халӑх театрӗ ҫак ӗҫе суйласа илни ытахальтен мар. Пӗр ӗмӗр каялла театр шапах ҫав спектакльпе уҫӑлнӑ.

Театра юбилейпе саламлама Муркаш районӗнчи Кашмашри халӑх театрӗпе К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те пырса итнӗ. «Шуракӑш» юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата ун ҫумӗнче йӗркеленӗ ташӑ ушкӑнӗ те юбиляра саламланӑ.

Тӗрлӗ тӳре-шара та уява хутшӑннӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Лилия Тарасова район ертӳҫи ячӗпе ӑша сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Лев Кадкин ача-пӑча ҫыравҫин черетлӗ кӗнеки пичетленнӗ.

Автора аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ кӗнеке издательствинче. Литература конкурсӗсенче Лев Кадкин кӗнекисем темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. 2009 тата 2015 ҫулсенче унӑн «Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка» сӑвӑсен пуххи тата «Воробьиный юг. Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» юмахӗ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке» конкурсра «Кӗҫӗн шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторӑн «Царевич Комаревич. Вӑрӑм тунасен ҫӗршывӗнче», «Ослиный мост. Ашак кӗперӗ» ятлисене те ачасем юратса вулаҫҫӗ-мӗн.

«Заячьи ботинки. Мулкач пушмакӗ» кӗнекене Лев Кадкин вырӑсла тата чӑвашла пичетленӗ. Сӑвӑсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Кӑларӑма Людмилы Лунц ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла.

Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет.

«Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ.

Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Япони императорӗ ҫуралнӑ куна халалласа Мускавра ирттернӗ пулӑма кӑҫал та хутшӑннӑ. Хальхинче уяв ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, иртнӗ. Пӗлтӗр ҫав ятпа раштавӑн 7-мӗшӗнче пухӑннӑччӗ.

Пирӗн республика Элтеперне Японин Раҫҫей Федерацийӗнчи Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ Посолӗ Кодзуки Тоёхиса чӗннӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче ӗҫ пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Ен Элетперӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Японири Раҫҫей ҫулталӑкне тата Раҫҫейри Япони ҫулталӑкӗсене халалласа туса ирттернӗ мерроприятисене тишкернӗ, малашне те килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Культурӑпа гуманитари хутшӑнӑвӗсене ӳлӗмрен те аталантарасшӑн.

Сӑмах май каласан, Японипе Чӑваш Ен тулаш экономика ҫыхӑнӑвне йӗркеленӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тулашри тавар ҫаврӑнӑш Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен 4707,80 пин долларӗпе танлашнӑ.

 

Харпӑр шухӑш Культура

«Мӗнле лайӑх пирӗн хулара ҫавӑн пек ҫын пурри! Ку вӑл кӗтрет!..» («Очень хорошо, что в нашем городе такой человек есть! Это чудо!..».). 1995 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Д.Т. Жуков куравӗ («6х7 галерея») куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарнӑчче, тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑччӗ… Ҫавна курса Дмитрий Тихонович хӑй те ача пек хӗпӗртетчӗ: «Очень много слов «чудо», «радость». Один написал: «Чудо из чудес». До того хорошо написано!..».

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн музей куравӗсен центрӗнче (Ехрем купса бульварӗ, 10) Д.Т. Жуков куравне уҫма пуҫтарӑннисем художник тата унӑн ӗҫӗсем пирки чунтан тухакан сӑмахсем каларӗҫ. Ҫын хырӑма тултарассишӗн кӑна пурӑнманнине хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫирӗплетрӗҫ. Паян хӑш-пӗр ватӑсем (уйрӑмах Михаил Волков: «Чӑваш халӑх сайчӗ», 2018-08-08) «пурнӑҫ ҫынни – тӗнче тӗнӗлӗ, хырӑм ташши чун вӗҫевӗнчен пахарах» тесе ӗнентерме пӑхаҫҫӗ. Мӗтри мучи вӗсемпе тава кӗрет, вӗсене хирӗҫлет… Пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…

Вулакана эпӗ 20 ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ икӗ тӗрленчӗке сӗнетӗп.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ «Эпӗ мар» юрӑ тавлашу ҫуратнине пӗлтерет. Ӑна Владимир Егоров юрӑҫ шӑрантарать. «Сӑмахӗсем те, кӗвви те хамӑн тет. Анчах та Анатолий Никитин композитор ҫак юрра (тӗрӗсрех каласан «Мана мар» юрра) хӑй ҫырнине ӗнентерет, ӑна вӑл 1996—1997 ҫулсенче юрланӑ...», — хыпарланӑ хаҫатра.

МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк «автор» юрра кӑшт кӑна урӑхлатнӑ, ҫапах та кӗввин тӗп пайне, сӑмахӗсене Никитинран «шӑйӑрнӑ» та ҫапла «Мана мар» юрӑ «Эпӗ мар» пулса тӑнӑ имӗш. Тава тивӗҫлӗ артист сӑмахӗсемпе, ҫак юрра юрлама унран никам та ирӗк илмен. Никитин хӑйӗн автор правине халӗ судра хӳтӗлес шухӑшлӑ».

Владимир Егоров Тутарстанри чӑваш журналисчӗсене ҫак юрӑ халӑхӑн пулнине каланӑ. «Сана мар» юрӑ халӑхра 70-мӗш ҫулсенчех анлӑ сарӑлнине ӗнентернӗ вӑл.

 

Культура

Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазани» этнокомплекса Чӑваш Ен Элтеперӗнчен сӑмах лекнӗ. «Этносла Чӑваш Ен» проекта ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

«Федерацин Туризм агентствипе тата хулапа пӗрле эпир юлашки темиҫе ҫулта унта 1 миллиард та 357 миллион тенкӗ уйӑртӑмӑр. Хыснаран хывнӑ кашни 1 тенкӗ пуҫне усламҫӑсен 2 тенкӗ те 30 пус хывмаллаччӗ, нумайран та – 3 тенкӗ. Анчах, шел пулин те, вӗсем ҫапла тумарӗҫ», – палӑртнӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев республика Правительстви инфраструктурӑна хатӗрлемелли хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013-2018 ҫулсенче этнокомплекса ҫутӑ кӗртнӗ, унта газ ҫитернӗ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ, ҫул сарса панӑ. Анчах унччен палӑртнӑ объектсене туса пӗтермен. Ҫавна май «ТРИгрупп» тулли мар явапла обществӑпа килӗшӗве татнӑ.

 

Культура

Тутарстанри чӑвашсем «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӳреннӗ. Кун пирки асӑннӑ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев пӗлтернӗ. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн дирекцийӗн делегацийӗ конкурсран кӳренсе тухса кайнӑ. Ӑмӑртӑва килес ҫул та хальхиллех ирттерсен килмессине систернӗ.

Конкурса ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнчен: Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Тӗмен облаҫӗнчен — ҫеҫ хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Енрен вара кашни районтан явӑҫтарнӑ. Апла пулсан «Чӑваш Енӗн чӑваш пики» темелле пулман-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Сувар» хаҫат.

Кӳршӗллӗ регионти йӑхташӑмӑрсене конкурсра Чӑваш Енри хӗрсен ҫеҫ мала тухма шанчӑк пур пек туйӑннӑ. Тутарстанри пикене «Ӑслӑ чӑваш пики» номинацире палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_2214
 

Страницӑсем: 1 ... 225, 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, [235], 236, 237, 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, ... 437
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ