Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.

Культура керменне ҫынсем канма ҫӳреҫҫӗ. Унта таса та илемлӗ пулмалла. Кермен хыҫӗнче вара тасамарлӑх хуҫаланать. Унта ҫуркунне пулма тӳр килнӗччӗ. Эрне варри пулсан та халӑх йышлӑччӗ. Пурте илемлӗ ҫанталӑкпа киленме, шашлӑк пӗҫерме тухнӑ. Анчах хӑтсӑр та тирпейсӗр вырӑнта епле чунран канма пулать-ши? Йӗри-тавра пластик кӗленчесем, савӑтсем, хут йӑванать. Ҫынсем хӑш вырӑнта каннӑ — ҫӳп-ҫапа ҫавӑнтах ывӑтса хӑварнӑ. Тӳрреммӗн каласан, унта ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, свалкӑра каннӑн туйӑнать.

Малалла...

 

Республикӑра

Элӗк районӗнчи Пӗчӗк Карачура ялӗнче пурӑнакан Лидия Онуфриева пахчинче чӑн-чӑн клуб туса лартнӑ. Хӑйӗн анкартине илемлетме вӑл чирленӗ хыҫҫӑн шухӑшланӑ.

Лидия патне килекен хӑнасене нумай кӳлепе кӗтсе илет: пӑши, Баба-Яга, юмахри гном, чӑваш пики, ҪҪХПИ ӗҫченӗ. Хӑш-пӗр водитель ҫул-йӗр ӗҫченне курсан хӑвӑртлӑхне те чакарать-мӗн.

Анкартинче хӑйӑр купи, сцена, ача-пӑча валли ҫурт та пур. Ялта клуб ҫук, ҫавӑнпа ял халӑхӗ унта пухӑнма кӑмӑллать. Ачасем выляҫҫӗ, сцена ҫине хӑпарса сӑвӑ вулаҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӳршӗ ялтан та килеҫҫӗ унта.

Пӗлтӗр Лидия Онуфриевӑн кил-тӗрешӗ хӑтлӑх енӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑм кунпа ҫырлахасшӑн мар-ха, Чӑваш Енре пӗрремӗш пуласшӑн вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13786
 

Культура
Фильмри самант
Фильмри самант

Чӑваш режиссерӗн «Там, где тебя нет» (чӑв. Эсӗ ҫук вырӑнта) фильмӗ Тамбовра иртнӗ кинофестивальте ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ. Кинокартинӑна ятарласа Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарнине халалласа ӳкернӗ.

Юрий Спиридоновӑн ӗҫне жюри тивӗҫлипе хакланӑ. Фестивальте фильм куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ҫавна май ӑна ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Картинӑна «Чӑвашфильм» киностудипе пӗрле хатӗрленӗ. Экспертсем киностудин ӗҫне тата регионти кино аталанӑвне пысӑк хак панӑ.

Чӑваш кинорежиссерӗсем постановкӑра социаллӑ темӑна хускатнӑ. Фильм — сусӑр ҫамрӑк пирки. Вӑл пурнӑҫа епле йышӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хальлӗхе картина тӗнче тетелӗнче ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36444
 

Культура
«Тухья» музей ҫапла пулӗ
«Тухья» музей ҫапла пулӗ

Шупашкарта «Тухья» музей комплексӗ тума палӑртнӑ. Вӑл «Шупашкар 500 ҫуллӑх» паркра вырнаҫмалла.

«Этно Чӑваш Ен» инвестици проекчӗ пирки калаҫу тахҫантанпах тӑсӑлать. Ӑна пуҫарнӑ Марина Федорова проекта чӑвашлӑхпа, тата тӗрӗсрех каласан, амазонкӑсемпе, ҫыхӑнтарасшӑн.

Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата «Шупашкара 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран. «Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвассине палӑртса хунине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ.

Халӗ комплекс проектне тата улшӑну кӗртесшӗн. Йывӑҫ Кремль тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Марина Федорова каланӑ тӑрӑх, ӑна тума та кӑткӑс, унпа тӗлӗнтерме те, тытса тӑма та йывӑр. Кремль вырӑнне «Тухья» музей тӑвасшӑн.

 

Культура

Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино» акци старт илнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне панӑ.

Фестиваль виҫӗ эрнене тӑсӑлӗ. Вӑл Чӑваш Енри 5 район-хулара пулӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсенче.

Акци Никос Зервасӑн «Дети против волшебников» фильмне кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Ӑна храм ҫывӑхӗнче кӑтартнӑ.

Андрей Федоров блогер фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре ятарласа килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑннипе унта официаллӑ пресс-релизра кӑтартнӑ пек мар. Кино курма 30 ҫын килнӗ. Инноваци сӗмӗ унта пачах пулман. Йӑлтах совет тапхӑрӗнчине аса илтернӗ. Блогер ҫынсем сивӗ ҫанталӑкра уҫӑ тӳпе айӗнче кино курса шӑнса ларасси пирки иккӗленет. Ара, халӗ кирек мӗнле фильма та килте пӑхма май пур-ҫке-ха.

Фестиваль йӗркелӳҫисем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ: проектӑн пуласлӑхӗ пысӑк. ЧР Культура министерствин сайтӗнче те ҫапла ҫырнӑ: «Йывӑр ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн уҫӑ сывлӑшра интереслӗ кино курма май пур».

 

Сумлӑ сӑмах Культура

(Кирилл Кириллов кайнӑранпа 20 ҫул ҫитнине асӑнса)

 

«Эс хӑвна епле тытнине ӑнланас тесен сан хӑвӑнти программӑсене (эс хӑв хывман, санран килмен программӑсене) уҫса пӑхмалла», – тетчӗ В.Г. Мурашковский. «Ученому и собеседнику» тесе алӑ пусса парнелерӗ вӑл мана П.В. Денисовӑн «Религиозные верования чуваш» кӗнекине (1959). Хӑй пирки вӑл «ватӑ еврей» тетчӗ, эп ун патне хӑнана пырсан вӑл манпа калаҫнӑ чухне пуҫне еврейсен ҫӗлӗкне – кипа – тӑхӑнатчӗ. Чӑваш культуринче эп 30 ҫул – Владимир Григорьевичсӑр пуҫне программӑсем пирки никам та сӑмах хускатман. Аслӑ юлташӑма программӑсен шайӗнче шухӑшлама еврей юнӗ, чунӗ, чӗмӗ (дух) хистенӗ пулӗ. Ватӑ еврей манри программӑсене аванах куратчӗ, манри комплекссем пирки те уҫҫӑнах калатчӗ. Эп «шалти чӑвашпа», «программӑсемпе» кӑсӑкланнинче В.Г. Мурашковскин, еврей вӑрттӑнӗн витӗмӗ-вӑйӑмӗ те пурах (ҫавӑнпа ватӑ еврее тата ватӑ еврей культурине тав сӑмахӗ каласшӑн).

 

Кирилл Демьянович Кириллова (1962 – 1996), ун пурнӑҫпа пултарӑвӗн тупсӑмне ӑнлантӑмӑр теме иртерех-ха.

Малалла...

 

Культура
«Шурча» ансамбль
«Шурча» ансамбль

Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫуртӗнче Шурчари культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Шурча» эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулнӑ.

«Эстрада ушкӑнӗн ертӱҫи В. Дмитриев ҫак ушкӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗччӗ», — тесе пӗлтерет Москакасси культура Ҫурчӗн ертӱҫи Г. Голубева. Апла пулин те концерт программи ҫав тери анлӑ та илемлине ӗнентерет вӑл.

Ушкӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенчи паллӑ юрӑсене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Пысӑк мар ушкӑн чӑвашла та, вырӑсла та шӑрантарнӑ. Пӗчченшерӗн, икшерӗн те, ушкӑнпа темиҫе сасӑпа та юрланӑ. Куракансене Дмитриевсен, Борзаевсен ҫемйисем, В. Яковлев юрлани уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ. Концерта культура ҫурчӗн ертӱҫи Л.Пискарева ертсе пынӑ. Шурча тӑрӑхӗнчи маттурсене Москакасси халӑхӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.

 

Культура
Шупашкарти «Хресчен ҫурчӗ»
Шупашкарти «Хресчен ҫурчӗ»

Чӑваш Енӗн Культура министерстви Шупашкарти «Хресчен ҫуртне» (вырӑсла ӑна Дом крестьянина теҫҫӗ) хаклакан акта сӳтсе явма чӗнет.

Раҫҫей пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫак объекта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хакланӑ, хута утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Хресчен ҫуртне Красноярскра вырнаҫнӑ Историпе культура экспертизин бюровӗ тишкернӗ.

Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскере 1927 ҫулта туса лартнӑ, анчах пушара пула шар курнӑран ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ, ҫапла вара тепӗр ҫулхине кӑна уҫнӑ. Хресчен ҫуртне мӑнастир пулнӑ вырӑнта (ӑна ишнӗ) Октябрьти революцие 10 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫӗклесе лартнӑ. Унта хресченсене ҫӗр каҫма юлмалли вырӑн та, кино тата спектакль кӑтартмалли зал та пулнӑ, тӗрлӗ мероприяти те ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра ку ҫурта Вырӑс православи чиркӗвӗн ӑс-хакӑл училищи йышӑнать.

Патшалӑх актне хакланине ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт е culture@cap.ru электрон пуштӑпа та ӑсатма юрать. Акта хакланине авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ таран кӗтеҫҫӗ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хайӗн логотипне ылмаштарӗ.

Логотипа ылмаштарас шухӑш патне культурӑпа театр ӳнерӗн учрежденийӗ хӑйӗн 100 ҫулхине кӗтсе илме хатӗрленнӗ май пырса ҫитнӗ. 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрне уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр пулать.

Репертуара ҫулсерен 5-6 ҫӗнӗ спектакль кӗртсе пыракан театр театр сезонӗнче 280 ытла спектакль кӑтартнине, театра ҫулталӑкра 74 пин ытла ҫын пырса курнине, вӗҫӗмех гастрольсене тухса ҫӳренине пӗлтерет.

Театр ҫӗнӗ логотипа хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Заявкӑсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра (театрта) йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-02-21.

 

Ял пурнӑҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял праҫникне паллӑ тума пухӑннӑ.

Ял самаях пысӑк. Унта 305 кил шутланать, 444 ҫын пурӑнать. Малтанах вӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров саламланӑ. Унтан Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ираида Андреева сӑмах илнӗ.

Ираида Андреева общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене — Галина Даниловӑна, Николай Данилова, Олег Кошкина, Николай Антонова, Петр Иванова, Вячеслав Иванова — тав ҫырӑвӗпе тата пылак парнепе чысланӑ.

Пӗрле нумай ҫул пурӑннӑ мӑшӑрсене те палӑртнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене те чысланӑ: Григорьевсене, Даниловсене, Кошкинсене, Павловсене.

Ял ҫыннисене концертпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялтан килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Кайран ял халӑхӗ шӳрпе ҫинӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 324, 325, 326, 327, 328, 329, 330, 331, 332, 333, [334], 335, 336, 337, 338, 339, 340, 341, 342, 343, 344, ... 437
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын