Паян, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Чӑваш АССР, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР тата РСФСР халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки Нина Яковлева 75 ҫул тултарать.
Нина Михайловна Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сцени ҫинче вылять.
Нина Яковлева чӑваш халӑхӗн наци сӗмне, психологине туйса рольсене вылять. Ӑна куракансем юратаҫҫӗ. Вӑл вун-вун сӑнара калӑпланӑ: Виола («Вун иккӗмӗш каҫ»), Надежда («Аркатакансем»), Лиза («Тӑван кил»), Екатерина Андреевна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ»), Праски инке («Праски инке хӗр парать»), Сетнер амӑшӗ («Нарспи») тата ыттисем те.
Унӑн пултарулӑхне Чӑваш Енре кӑна мар, ытти тӑрӑхра та килӗштереҫҫӗ. Мусквра, Питӗрте, Ярославльте, Хусанта, Ӗпхӳре, Самарта, Чӗмпӗрте тата ытти хулара куракансем ӑна ура ҫине тӑрса алӑ ҫупаҫҫӗ.
2010 ҫулта Нина Михайловнӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Нарспи» аудиокӗнеке кӑларӗҫ. Чӑваш поэмине вырӑсла вуласа ҫыртармашкӑн Михаил Ефремов актера тата режиссера чӗннӗ.
Михаил Ефремов — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ачи. Паллах, ҫакӑ ӑна Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарать. Аудиоспектакль хатӗрленӗ чухне актерсене фильм валли пекех тӗплен суйлаҫҫӗ. «Нарспие» вулама Хабенские, Безрукова чӗнесшӗн пулнӑ. Анчах Ефремов ҫинче чарӑннӑ.
Аудиокӗнекене Мускавра ҫыртарӗҫ. «Тӗнче литературин архивӗ» издательствин ертӳҫи Виталий Баев каланӑ тӑрӑх, Михаил Ефремова пирӗн республика ентешӗ тата юратнӑ актер пулнӑран суйланӑ.
Михаил Ефремов поэмӑна пӗр чарӑнмасӑр вулать. Хӑш чухне ҫеҫ хӑш-пӗр япала пирки ыйтма чарӑнать. Унран наци пирки ыйтнӑ чухне вӑл хӑйӗн пирки чӑваш тесе пӗлтерет-мӗн. Вӑл поэмӑна ача чухнех вуланӑ. Ӑна вырӑсла наци колоритне хӑварса куҫарнӑшӑн савӑнать.
Ҫӗнӗ аудиокӗнеке кӗҫех ҫынсен аллине лекӗ. Ӑна чӑвашла та ҫыртарӗҫ.
Пӗлме: «Нарспие» вырӑсла пирӗн портал та вырӑсла вуласа. Алатар ятлӑ сайтҫӑн пултарулӑхӗпе тӗнче тетелӗнче шыраса тупса паллашма пултаратӑр.
Утӑ уйӑхӗн 5–12-мӗшӗсенче «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче чӑваш чӗлхин «Хавал» уйлӑхӗ улттӑмӗш хут иртӗ. Унта хутшӑнакансем чӑваш чӗлхине вӗренӗҫ, халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллашӗҫ.
Уроксене опытлӑ вӗрентекенсем ертсе пырӗҫ. 7–12 ҫулсенчи ачасем валли уйрӑм программа ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех наци тӗрри, чӑваш юрри, ташши тӗлӗшпе занятисем иртӗҫ. Спортпа туслисем футболла, волейболла вылӗҫ, шыва кӗрӗҫ. Ку кӑна мар. Чылай мероприяти иртӗ «Хавалта».
Уйлӑха тӳлевлӗ хутшӑнтараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тӳленисем йӗркелӳшӗн 500 тенкӗ ҫеҫ панӑ. Ҫӗртмен 25-мӗшӗччен ӗлкӗрнисем 700 тенкӗ тӳлӗҫ. Вырӑна ҫитсен ҫеҫ тӳлесен 1000 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Пурӑннӑшӑн, апатланнӑшӑн та тӳлемелле.
5 ҫул тултарман ачасем тӳлевсӗрех хутшӑнаҫҫӗ. 5–12 ҫулсенчисене вара 20 процент сахалрах тӳлеттереҫҫӗ.
«Хавал» пирки тӗплӗнрех тӗп йӗркелӳҫӗрен Александр Блиновран (Алпарух) ыйтса пӗлме пулать: 8(8352) 68-50-51.
Чӑваш Ене «Раҫҫейри кану» экспедици килнӗ. Вӑл пирӗн республика пирки видеосюжет ӳкересшӗн. Сюжетра чӑваш культури, пирӗн паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтарташӑн.
«Раҫҫейри кану» 11-мӗш экспедици Чӑваш Ене паян килнине ЧР влаҫсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ӳкерӗве республикӑри туризма аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Операторсем Чӑваш наци музейӗнче, Сӑра музейӗнче, Траткор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче, В.И.Чапаев музейӗнче пулса курӗҫ. Кунсӑр пуҫне хӑнасем «Ясна» этноэкологи комплексӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Унччен маларах экспедици Мари Республикинчи Чикме хулинче пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25–30-мӗшӗсенче Крым Республикинче пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен «Чӗресен кӗвви» юрӑ-кӗвӗ пултарулӑхӗн конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Нумаях пулмасть гала-концерт иртнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене, фестивале хутшӑннӑ пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Севастопольти Хура тинӗс флочӗн офицерсен ҫуртӗнче чысланӑ.
Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса РФ МЧСӗн регионсенчи центрсен тата вӗренӳ заведенийӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗн чысне унта ПФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн «Служу Отечеству» ансамблӗ хӳтӗленӗ. Вӗсем жюрие, куракансене тыткӑнлама пултарнӑ. Ансамбль иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Ене Инди ачисем 10 кунлӑха килнӗ. Вӗсем пирӗн патри культурӑпа паллашнӑ. Ҫавна май ют ҫӗршыв ачисем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче пулнӑ.
Хӑнасем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, ЧР халӑх ӳнерҫин Праски Виттин «Нарспи» поэма тӑрӑх» ятлӑ куравӗпе паллашнӑ. Ун умӗн Инди ачисем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Нарспи» оперӑпа паллашнӑ. Праски Виттин куравӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ачасен поэмӑна акӑлчан чӗлхипе вулас шухӑш ҫуралнӑ.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче вӗсем тӑван ҫӗршывӗн пайне те курнӑ. Дели ачисем унта хӑйсен тӑрӑхӗнчи архитектура пирки каласа кӑтартнӑ.
Инди хӑнисем хӑйсен аллипе чӑваш сувенирне хатӗрленӗ. Пуканене тунӑ чухне вӗсем ӗмет шухӑшласа хунӑ. Хӑнасем Чӑваш Енпе кӑмӑллӑ пулнӑ.
Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен.
Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ.
Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен.
Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ.
«Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ.
Паян Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, скрипка ӑсти тата педагог Захар Шапиро 75 ҫул тултарнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестрӗн концертмейстерӗн аллинче скрипка асамлӑ инструмента ҫаврӑнать.
Захар Шапиро Хусанта ҫуралнӑ. Амӑшӗ фортепианӑпа каланӑ тата хитре юрланӑ. Улӑт ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ Хусанти оперӑпа балет театрне спектакльсене илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Саккӑрта ӑна музыка шкулне яраҫҫӗ. Унта скрипкӑпа калама вӗренет те вӑл. Кайран, ӳссен, Хусанти музыка училищинче ӑсталӑха туптать. Училищӗре вӗреннипех ҫырлахмасть, 1963–1967-мӗш ҫулсенче Сартури консерваторинче пӗлӳ илет. Консерваторие пӗтернӗ ҫул Шупашкара килет, кунти музыка театрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл кунта тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшать, пур ҫӗрте те — чунне парса. 1996 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусство факультетӗнче вӗрентет. Шупашкарти музыка училищинчи скрипкӑпа калкансен ансамбльне те вӑлах йӗркеленӗ.
Ыран — вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑваш литературин классикӗн Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ҫав ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче поэтӑн 125 ҫулхи юбилейне халалланӑ уяв каҫӗ иртет. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайса курма пултарать.
Константин Васильевич Иванов пирки пӗлмен чӑваш ҫук пулӗ те, ҫапах та унӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн пӗр-ик сӑмахпа та пулин аса илни ытлашши пулас ҫук. Вӑл 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн «Нарспи» поэмипе чӑваш халӑхӗ мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланать. Ӑна тӗнчери нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Вырӑсла ӑна Петӗр Хусанкай куҫарнӑ. «Нарспи» тӑрӑх темиҫе пьеса ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера лартнӑ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Борис Чиндыков либретти тӑрӑх сцена ҫине мюзикл кӑларнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнарти клубра чылай кӗтнӗ премьера тинех сцена ҫине тухнӑ. Унта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх спектакль лартнӑ.
2015 ҫула К.Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерсенех халӑх театрӗн режиссерӗ Галина Иванова районти культура обществисене явӑҫтарса классикӑн поэми тӑрӑх спектакль хатӗрлеме шутланӑ.
Репетицисем тӑватӑ уйӑх ытла иртнӗ. Премьерӑна 70 ытла артист хутшӑннӑ. Спектакле халӑх питӗ лайӑх йышӑннӑ. Ӑна депутатсем те ырланӑ.
Нарспи рольне Галина Блинова вылянӑ, Сетнера вара — Владимир Димитриев. Тӑхтаман Иван Комаров пулнӑ, Сентти — Геннадий Никитин, Михетер — Валерий Кураков, унӑн арӑмӗ — Надежда Куракова, Сетнер амӑшӗ — Надежда Захарова. Ял халӑхне калӑпланма ытти ҫынсем пулӑшнӑ. Спектаклӗн сасӑ режиссерӗ — Павел Васильев, декораторӗ — Виктор Попов, операторӗ — Игорь Сидоров.
Сӑнсем (16)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |