Иртнӗ шӑматкун Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Чӑннипе, тӑванкассисемшӗн ун чухне икӗ уяв пулнӑ. Ҫав кун вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ тата «Ҫавал ҫӑлкуҫӗсем» туслӑх фестивалӗ иртнӗ.
Уяв программи чӑннипех те анлӑ пулнӑ. Кӑҫал республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Сцена ҫинче вара хӑнасемпе тӑванкассисем нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи ямашсем те унта ҫитнӗ. «Ямаш» фольклор ансамблӗ тӑванкассисене саламланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.
Аса илтерер: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Вӑл республикӑри 6 районтан юхса иртет, Атӑла кӗрет. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗсем» фестивале халӑх йӑлине упраса хӑварассишӗн, пултарулӑх ушкӑнӗсен туслӑхне ҫирӗплетессишӗн ирттереҫҫӗ.
Канаш районӗнче пӗр кунта, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, темиҫе ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Ҫав кунах Улаксар ялӗн ҫыннисем уявра савӑннӑ.
Улаксар ялӗ ҫамрӑк тесен те юрать. Вӑл 1938 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Васильева мероприятие уҫнӑ май ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗ, ҫӗнӗ ҫулсем туни пирки калаҫнӑ.
В.Софронов ентешӗсене саламланӑ, тыр-пул пухса кӗртес ӗҫ еплерех пынине каласа кӑтартнӑ. 5050 гектар тыр-пултан ҫурлан 14-мӗшӗ тӗлне 33 процентне пухса кӗртнӗ. В.Александров республикӑри социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Кун хыҫҫӑн вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем ентешӗсене чаплӑ концертпа савӑнтарнӑ. Пурте наци апачӗпе — шӳрпепе — сӑйланнӑ. Ял ҫыннисене Владимир Никифоровӑн куравӗ, ялти алӑстисен ӗҫӗсем илӗртнӗ.
Сӑнсем (31)
Йӗпреҫ районӗнчи Тури Кӗлӗшкасси ялӗнче пурӑнакан Анания Макарова ял ӑҫтан пуҫланса кайнипе кӑсӑкланнӑ та акӑ мӗн пӗлнӗ: Тури Кӗлӗшкассипе Анатри Кӗлӗшкасси ҫыннисем Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗлӗшкасси ялӗнчен куҫа килнӗ. 1650–1660 ҫулсенче куҫса килекенсем Хум шыв хӗрринче Анатри Кӗлӗшкасси ялне пуҫарса янӑ. Кӑштахран халӑхӑн пӗр пайӗ ҫӗнӗ ял — Тури Кӗлӗшкасси — пуҫарса янӑ.
2014 ҫулта Тури Кӗлӗшкасси ялӗн уявне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗшкасси ҫыннисем те килнӗ.
Кӑҫал акӑ Анатри Кӗлӗшкасси ялне паллӑ тунӑ. Малтанах Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов тухса калаҫнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев та килнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров Валерий Герлова Хисеп грамотипе чысланӑ.
Унтан «Эревет» фольклор ушкӑнӗ, «Ҫавал» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем концерт лартнӑ.
Сӑнсем (18)
Пыл сӑпасне ҫулсерен ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун пылпа, мӑкӑньпе пӗҫӗрнӗ кукӑль таврашӗпе, икерчӗпе сӑйланаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӑна йышпа пухӑнса уявлать.
Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлеп ялӗнче те ав пыл сӑпасне паллӑ тунӑ. Ӑна клубпа вулавӑш пӗрле йӗркеленӗ. «Сударушка» клуба ҫӳрекенсем тин юхтарнӑ пыл, икерчӗ, панулми тутаннӑ, чей ӗҫнӗ, шашлӑк ҫинӗ.
Вӗсем сӗтел хушшинче апатланнӑ кӑна мар, чун каниччен ташласа юрланӑ та. Сӗтел хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах вӗсем пыл хурчӗсене ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ халӑх йӑли-йӗрки пирки калаҫнӑ, вырӑс халӑх юррисене юрланӑ, такмак каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах конкурссемпе викторинӑсем ирттернӗ.
Сӑнсем (5)
Нумаях пулмасть Шупашкарта «Шӑккалат музейӗ» уҫӑлнӑ. Ӑна шӑпах Хула кунӗ умӗн, ҫурлан 13-мӗшӗнче, уҫнӑ. Ҫавӑн чухнех Николай Попов шоколатьепе тӗлпулу иртнӗ.
Музей ҫитекен кашни хулара йӑлана пӑхӑнса шӑккалат ваклаҫҫӗ те пурне те унпа хӑналаҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак йӑлана пӑхӑннӑ. Ҫак йӑлана мӗншӗн ирттереҫҫӗ тетӗр-и? Хӑнасем экспонатсене чӑнах та шӑккалатран тунине ӗненччӗр тесе. Вӗсене лавккара сутӑнакан ахаль шӑккалатранах хатӗрленӗ. Апат-ҫимӗҫ сӑррисем ҫес хушаҫҫӗ унта.
Николай Попов музей историйӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫнӑ. Ятарлӑ хатӗрпе усӑ курмаҫҫӗ-мӗн экспонатсене хатӗрленӗ чухне. Ӑсталӑх, холодильник, микрохумлӑ кӑмака ҫеҫ кирлӗ. Ҫапах ӑстасем шӑккалат экспоначӗсене хатӗрлес технологи вӑрттӑнлӑхне пӗлтермен.
Николай Попов тӑван хулинче Симферопольте кондитер фирмине уҫнӑ. Унтах пӗремӗш курав йӗркеленӗ. Вӑл каярахпа Шӑккалат музейӗ пулса кайнӑ.
Шоколатье Шупашкарта шӑккалатран тухья, шӳлкеме, алтӑр, хула гербне, В.Чапаев портретне хатӗрленӗ.
Нумаях пулмасть Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче уяв иртнӗ. Малтанах ентешӗсене Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вероника Васильевна саламланӑ.
Тӑрмӑшсене саламлама Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке те ҫитнӗ. Вӑл Т.Ялугинӑна, С.Спиридоновӑна, З.Андреевӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. В.Дмитриевӑна, З.Потаповӑна, З.Максиовӑна Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
Унтан пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт лартнӑ. Спорт мероприятийӗсене чи маттуррисем хутшӑннӑ. Ытларахӑшӗ футбола килӗштернӗ. Чи лайӑх вылякансене грамотӑсем, медальсем панӑ. Спортӑн ытти тӗсӗсемпе те ӑмӑртусем пулнӑ.
Каҫхине тӑрмӑшсене чӑваш эстрада юрӑҫисем савӑнтарнӑ. Унтан ташӑ каҫӗ иртнӗ.
Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ. Елчӗксем те уй-хирте ӗҫлекен ҫынсене концертпа савӑнтарма васкаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи клуб ҫумӗнчи «Пучах» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа Ф.А. Шадриковӑн фермер хуҫалӑхне ҫитнӗ. Ку хуҫалӑх районта севок сухан ӳстерессипе паллӑ.
Фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем «Тӑван яла таврӑнсан», «Сирӗн пата ҫитес тесе» юрӑсем итлесе киленнӗ. Унтан Сергей Барановпа Марина Демьянова «Савнӑ тусӑм» юрӑ шӑрантарнӑ. «Ай, вӗҫ, вӗҫ чӗкеҫ» юрра та хапӑлласах йышӑннӑ ӗҫченсем. Ӑна Инна Александрова юрланӑ.
Агитбригада юрӑсемпе ташӑсем ӗҫ ҫыннине вӑй-хал хушма пулӑшать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем уй-хире тухса ҫӳреҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗ уявра савӑннӑ. Мероприяти футбол турнирӗнчен пуҫланнӑ. Маларах мамликассисем урамсене тирпей-илем кӗртнӗ.
Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Ҫӗрпӳ хулин мэрӗ Дмитрий Васильев, район архетекторӗ Алевтина Горшкова хутшӑннӑ. Мамликассисем чӑвашсен йӑлине тӗпе хурса хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вулавӑш Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе литература монтажӗ хатӗрленӗ. Нарспипе Сетнер витресене ҫветтуй шыв тултарса пурне те ӗҫтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнсан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. «Шуҫӑм» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (12)
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова тата Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наципе культура центрӗн ертӳҫи Татьяна Кузьмина Чӑваш Енӗн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата ЧНК ертӳҫипе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнче вӑтӑр пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Ытти халӑх йышӗнче шучӗпе вӗсем — саккӑрмӗш вырӑнта, Сургут хулинче вара — улттӑмӗш вырӑнта. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗp вӑтӑр наци ҫынни пурӑнать. Вӗсенчен хӗрӗхӗшӗ хӑйсен наципе культура автономине йӗркеленӗ. Чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ чи лайӑххисен шутӗнче. Унти чӑвашӗсем хӑйсен ӗҫне ҫамрӑксене явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме этнокультура компоненчӗсене ycӑ кураҫҫӗ. Унта пилӗк вырсарни шкулӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне чӑваш культурипе йӑли-йӗркине тӗпчес тӗллевпе тӗрлӗ экспедици йӗркелеме yкҫa-тенке шеллемеҫҫӗ. Ку енӗпе Тӗмен облаҫӗн администрацийӗн наци ӗҫӗceмпe тимлекен комитетӑн тӳпи пысӑк тесе хыпарлать ЧНКн пресс-служби.
Хӑш-nӗp регионта чӑваш наципе культура автономийӗсем пайланса кайнӑ пулсан, Тӗмен тӑрӑхӗнче Уралпа Ҫӗпӗp чӑвашӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Логинов тӑрӑшнипе пур хулапа ялти автономисем те «Тӑван» ассоциаци йӗри-тавра пӗрлешнӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Моисей Спиридоновӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ӑна ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курав авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспозицие Чӑваш наци музейӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Унта килекен ҫынсем живопиҫпе графикӑна курма пултараҫҫӗ. Ӑна Моисей Спиридонов этнографи экспедицийӗсенче пухнӑ. Унтах документсемме сӑнӳкерчӗксем пур. Вӗсем ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, общество пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ. 1918 ҫулта Ӳнер академине пӗтернӗ. Вӑл чӑваш тӗррине халалланӑ альбома хатӗрлес ӗҫе пурнӑҫӗнчи чылай вӑхӑтне уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |