Куславккара тата Ҫӗмӗрлере ӑшӑ сечӗсене тӑвӗҫ. Кун валли 460 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Пӗтӗмпе ку ӗҫ валли 578,6 миллион тенкӗ кирлӗ. 459,2 миллион тенкине уйӑрса парӗҫ.
Ку ҫав хуласенчи нумай хваттерлӗ 54 ҫурта ӑшӑпа тивӗҫтерме май парӗ. Уйӑрнӑ укҫапа Куславккара ӑшӑ сечӗсен – 95 процентне, Ҫӗмӗрлере 80 процентне ҫӗнетме май парӗ.
Ӗҫсене 2023 ҫул пӗтиччен вӗҫлӗҫ.
Куславкка районӗнчи прокуратура вырӑнти ломбард саккуна пӑсса ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
«ЛОМБАРД «ПОБЕДА» тулли мар яваплӑ общество тесе регистрациленнӗскере Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ломбардсен патшалӑх реестрне кӗртмесси пирки маларах систернӗ-мӗн-ха, апла пулин те Куславккари ҫав организаци каланине итлемен, ӗҫлеме пӑрахман. Ҫынсене кӗске вӑхӑтлӑха кивҫен укҫа панӑ, уншӑн тӗрлӗ пурлӑха салука илнӗ.
Прокуратура ломбард тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ май хайхин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд надзор органӗпе килӗшнӗ.
Чӑваш Ен хӗрӗ "Мускаври педагогика патшалӑх университечӗн пики" пулса тӑнӑ. Вӑл - Ксения Гришина.
Пике Куславккара ҫуралнӑ, кайран Комсомольскине куҫса кайнӑ. Унта вӑл музыка шкулӗнче вӗреннӗ. 2016 ҫулта Хусанти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ.
Халӗ 22 ҫулти Ксения Мускавра пурӑнать, ҫӳлерех асӑннӑ университетсӑр пуҫне ГИТИСра та вӗренет.
Хӗр университет конкурсӗнче Чӑваш Ен илемне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Юрланӑ чух чӑваш ташши ташланӑ, видеопрезентацире пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсемпе, наци кухнипе паллаштарнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсене суйлакан конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнусене алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ официаллӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, Вӑрнар тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли пӗр комисси ӗҫлӗ; Элӗк, Красноармейски, Муркаш, Етӗрне округӗсемпе — тепӗр комисси, Куславкка тата Вӑрмар округӗсемпе — виҫҫӗмӗш комисси.
Шӑ та лӑп 135 ҫул каялла Михал Шевле (Васильев) (28.09.1887-24.04.1954) ҫуралнӑ. Вӑл — патшалӑх ӗҫченӗ, юрист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата революци юхӑмне хутшӑннӑ.
Михаил Шевле Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) ҫуралнӑ. Малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулне экстерн мелӗпе вӗренсе пӗтернӗ, Мускаври университетра совет правин факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомӗн членӗ пулнӑ, уесри аппарата ертсе пынӑ, милиципе суд ӗҫне йӗркелесе пынӑ, правительство декречӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑнӑ, Национальноҫсен тӗп коллегийӗн пайташӗ шутланнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнчен республика туса хурас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чӑваш АССРӗнчи Совнарком председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Темиҫе хутчен те репрессие лекнӗ, 1934-1946 ҫулсенче тӗрмесемпе концлагерьсенче ларнӑ, 1949 ҫулта Казахстана ссылкӑна янӑ. Юлашки ҫулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1960 ҫулта (вилнӗ хыҫҫӑн) реабилитацленӗ.
Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫывӑх вӑхӑтра ҫынсене пропискӑна пӑхмасӑрах йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрӗ.
Хальхи вӑхӑтри налукҫӑсен регионсенчи уйрӑмӗсем ҫынсене регистрацие кура йышӑнаҫҫӗ. Малалла вӗсем икӗ шайлӑ управлени тытӑмӗпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Федерацин налук службин тытӑмне пур ҫӗрте те улӑштарса пыраҫҫӗ.
Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн пӗрлештернӗ подразделенийӗсен йышне 9 налук инспекцине кӗртнӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен Йӗпреҫри, Куславккари, Муркашри пайсем юлмӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ хулара –
Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара – пӑрахутсем чарӑнмалли ятарлӑ вырӑн тӑвӗҫ.
Ҫак ӗҫ йӳнӗ мар. Кашни пристань валли 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Анчах чарӑну вырӑнӗсем кирлех. Пристаньсем пулсан Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен круиз теплохочӗсене ҫав хуласенче чарӑнайӗҫ. Чарӑну вырӑнӗсене 2025-2026-мӗш ҫулсенче тума палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра туризма аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑмӑрта тата тӑван Чӑваш Енӗмӗрте ҫын курса тӗлӗнмелли вырӑн пайтах.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куславкка хулинче пулӑ тытас енӗпе пӗрремӗш хут фестиваль иртӗ. Ӑна Республика кунӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.
Фестивале хутшӑнакансем вӑлтапа пулӑ тытӗҫ. Ӑманпа-и, ҫӑкӑрпа-и - чару ҫук, хӑть те мӗнле ҫимӗҫпе илӗртме юрать. Чи пысӑк пулӑ тытаканни фестиваль ҫӗнтерӳҫи пулӗ.
Мероприяти Атӑл хӗрринче иртӗ. Пулӑҫсене ирхи 7 сехетре "Октябрь" кинотеатр патӗнче регистрацилеме пуҫлӗҫ. Фестиваль 9 сехетре пуҫланать.
Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире ларакан хӗрарӑмсем теттесем ҫӗленӗ. Вӗсене Кӳкеҫри интернатра пурӑнакан ачасене парнеленӗ.
Тетте ҫӗлес шухӑш айӑпланнӑ хӗрарӑмсен ҫуралнӑ. Вӗсем пукане театрӗнче усӑ курмалли юмахри сӑнарсене ӑсталанӑ.
Интернатра пурӑнакан, ӑс енчен хавшак ачасем теттесене алла тытсан питӗ савӑннӑ, вӗсен куҫӗ телейпе ҫиҫнӗ. Ку акци шӑпӑрлансене кӑна мар, айӑпланнӑ хӗрарӑмсене хӑйсене те савӑнтарнӑ. Ара, вӗсем ҫапла майпа хӑйсен юратӑвне кӑтартма пултарнӑ.
Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра концерт кӑтартӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха «Песни России» фестиваль-марафонпа килсе ҫитӗ. Асӑннӑ мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче иртӗ.
16-мӗш фестиваль-марафонӑн ыркӑмӑллӑх концерчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ, унтан артистсем Комсомольскине, Тӑвая, Шупашкара, Патӑрьеле, Вӑрнара, Ҫӗрпӗве, Хӗрлӗ Чутая, Кӳкеҫе тата Куславккана ҫитӗҫ.
Надежда Бабкинӑпа тата унӑн мухтавлӑ «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) патшалӑх ансамблӗпе пӗрлех сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи професси коллективӗсем тухӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |