Чӑваш Енри паллӑ журналистӑн, Алёна Оленован, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Алёна Дмитриевна 66 ҫулта пулнӑ, вӑл чылай вӑхӑт чирленӗ.
Алена Ткач (Оленова) 1958 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чита облаҫӗнчи Петровск-Забайкальский хулинче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх унивреситечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Журналистикӑри карьерине вӑл «Советская Чувашия» хаҫатран пуҫланӑ, 1988 ҫултанпа «Чӑваш Ен» ПТРКра тӑрӑшнӑ. 2004-2006 ҫулсенче РФ Пичет ӗҫӗн, телерадиовещанин тата МИХ енӗпе ӗҫлекен министерствӑра тӑрӑшнӑ. Кайран «Отличное телевидение» тӗп редакторӗ пулнӑ, унтан каллех «Советская Чувашия» хаҫата таврӑннӑ.
Чӑваш Енре медиацентр тӑвасшӑн. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унӑн учредителӗ ЧР Цифра министерстви пулӗ. Ӑна ӗҫлеттерсе ярас тесен республика хыснинчен хушма укҫа кирлӗ мар-мӗн.
Медиацентр хуҫатсем кӑларӗ, интернет-ресурссене аталантарӗ, контент хатӗрлесе ӑна сарӗ, медиасферӑна тишкерӗ.
Хальхи вӑхӑтра медиацентрӑн ертӳлӗх составне тата штат хисепне палартас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри «Формат» дуэт Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» передачине хутшӑннӑ. Аса илтерер, шоуна «Раҫҫей 1» телеканлапа шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен каҫхине кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем «Ой, калина, ой, малина» юрра шӑрантарнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартнӑ.
Руслан Абрамов Услапа ялӗнчен. Вӑл 11 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, кӑштахран ашшӗне те ҫухатнӑ. Арҫын ачана аппӑшӗ Людмила ӳстернӗ. Вӑл та кӑларӑма хутшӑннӑ май «Белая берёза» юрра шӑрантарса панӑ.
Владимир Ермолаев Шӗнерпуҫ ялӗнчен. Унӑн ашшӗ хуткупӑсҫӑ пулнӑ, анчах ача тӑваттӑра чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр хаҫатҫӑна тава тивӗҫлӗ ят панӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята хальхинче Ҫӗмӗрлери «Вперёд» хаҫат редакцийӗн редакторӗ Ольга Дмитриева тивӗҫнӗ.
Кун пек ята «культурӑра нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерствин професси искусствин, вӗрентӗвӗн тата халӑх пултарулӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Ольга Ефимовӑна тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерне Светлана Муллинӑна панӑ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин 2023 ҫулшӑн ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хӑпартланса пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта Алексей Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ ята тивӗҫнӗччӗ. Ун чухне журналистӑн Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисене халалласа хатӗрленӗ «Военное детство» (чӑв. Ҫар ачалӑхӗ) телепрограммӑсен ярӑмне ҫавӑн пек сума суса хакланӑччӗ.
Чӑваш Енри хаҫатра ӗҫлекенсем «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята час-часах тивӗҫеҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер ҫак эрнере республикӑри тата тепӗр икӗ хаҫатҫӑна ҫав ята парас тенӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Валентина Багадерова, тепри – Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫата кӑларакан редактор Артемий Мясников.
Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ «ТНТ» телеканалӑн «Титаны» реалити-шоуне хутшӑнать. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, «унта Раҫҫейри чи вӑйлӑ 99 ҫын чӑн мар ӑс-хакӑл хатӗрленӗ хӑнӑхтарусене пурнӑҫлӗ, ҫав йышра – пирӗн ентешӗмӗр Дарья Нагорная та. Пур хӑнӑхтарӑва та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ атлет чи вӑйли ятне тивӗҫӗ тата 10 млн тенкӗллӗ пулӗ».
Дарья Нагорная – Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионки тата спорт гимнастики енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
Наци телерадиокомпанийӗн директорне Алексей Гурьянова ӗҫрен кӑларни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ тепӗр хушӑва алӑ пуснӑ – Алексей Гурьянов ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Вӑл массӑллӑ коммуникацисен тата МИХ тытӑмӗнче патшалӑх политикишӗн яваплӑ пулӗ. Халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн икӗ ҫум: Екатерина Грабко тата Алексей Гурьянов.
Аса илтерер: унччен Алина Федорова министр ҫумӗ пулнӑ. Вӑл унта 4 уйӑх ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри юрӑҫ Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗри ирттерекен конкурса хутшӑнать.
«Ҫеҫпӗл» ансамблӗ солисчӗ Константин Живулин «Звезда» телеканал ирттерекен вокал конкурсне хутшӑнӗ. Чӑваш Енри юрӑҫ хутшӑннӑ кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 21 сехет те 15 минутра кӑтартӗҫ.
Юрӑ ӑмӑртӑвне ҫӗршыври 89 регионти артистсем хутшӑнӗҫ. Финала 16-ӑн лекӗҫ: саккӑрӑшне жюри суйласа илӗ, саккӑрӑшне – куракансем килӗштернине кура. Килӗшекен юрӑҫшӑн телеканалӑн сайтӗнче зазвезду.рф сасӑлама май килӗ.
«Центр и периферия» ӑслӑлӑх журналӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Геннадий Николаевӑн, истори наукисен кандидачӗн Геннадий Николаевӑн статйи пичетленсе тухнӑ.
Унта институтӑн ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Паянхи куна илсен, асӑннӑ учреждени академи евӗрлӗ центр пулса тӑрать. Унта чӑваш чӗлхин, литературин, историйӗн, археологийӗн, этнологийӗн, антропологийӗн, ӳнерӗн ыйтӑвӗсене теори тата ӑслӑлӑхпа прикладной енӗпе тӗпчет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |