Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.
Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.
Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.
Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.
«Верь в свой народ — тихо его люби» (чӑв. Ӗнен хӑв халӑхна — шӑппӑн ӑна юрат) ятпа «Литературная Россия» хаҫатра Марина Карягинӑпа интервью пичетленнӗ.
Унта Марина Фёдоровна Карягина – чӑваш поэтесси, прозаикӗ, драматургӗ, журналисчӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл 1969 ҫулта Чӑваш Енре ҫуралнине, 1992 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче корреспондентра ӗҫленине тата «Ирхи тӗпел» автор программине тӳрӗ эфирта ертсе пынине пӗлтернӗ. Марина Карягина Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнине те, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулнине те каланӑ. Вӑл — 20 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн сӑввисене швед, акӑлчан, турккӑ, вырӑс чӗлхисене куҫарнӑ. Паллӑ журналистӑн тата ҫыравҫӑн ӗҫӗсем «Антология современной литературы народов России. Поэзия» кӗнекене кӗнӗ.
«АиФ-Казань» хаҫатра Тутарстанра пурӑнакан, чӑн тӗне тытса пыракан чӑвашсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Старшая мать и покупка ребёнка: обычаи чувашских язычников» статьяра чӑн тӗне пӑхӑнакансем Тутарстанра 15 пине яхӑн ҫын пулнине хыпарланӑ. «Аксу районӗнче пурӑнакан чӑвашсене те авалхи тӗн культурине упраса хӑварма май килнӗ», — ӑшшӑн пӗлтернӗ хаҫатҫӑсем. 37 пин ҫынтан чӑвашсем 15 пин тесе пӗлтернӗ. Тӗне кӗменнисем виҫӗ пине яхӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Йӑла-йӗркепе паллаштарни кӑсӑклӑ. Туй кӗркунне иртнине асӑннӑ. Ачана ӗлӗк хӗлле пӳртре, ҫулла мунчара ҫуратнине каланӑ. Кӑвапана касакан ҫын кӑмӑлӗ пепкене лекнине ӗненнине палӑртнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ чи малтан хӑйӗн ҫывӑх тусне, хӗрарӑма, тытма ирӗк панӑ. Вӑлах ӑна чи малтан ӗмӗртнӗ.
Алексей Федяров право сыхлавҫи Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Новая газета - Регион» электрон хаҫатра чуна тивмелле аса илӳ пичетленӗ.
Унта вӑл Сӑр юханшывӗ ҫывӑхӗнчи чӑваш ялне сӑнланӑ. Паянхине тата виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн каяллахине. Тата тӗрӗсрех каласан, 27 ҫул каяллахине.
Вӑл хӑйне, улттӑри ачана, аслашшӗ вӑрманти утара илсе кайнине аса илнӗ. «Ури уксахлать пулсан та манран хытӑрах утатчӗ, анчах эп тан пырайманнине кура ман утӑпа пыратчӗ», — ӑшшӑн аса илнӗ Алексей Федяров.
Автор аслашшӗн таса чӑвашла калаҫӑвӗпе киленнине тата чӑваш чӗлхи килӗшнине те палӑртнӑ. Тата ҫырма хӗрринче пушӑ ларакан, чалӑшнӑ ҫуртран хӑранине аса илнӗ. «Анчах хӑрамалла мар: пӳртре йӗрӗх пурӑннӑ чух шикленӳ ҫуралать — вӑл пӳрте ҫын килес мартан хӑрать. Вӑл кайсан пӳрт чалӑшать», — чуна тивмелле ҫырса кӑтартнӑ право сыхлавҫи.
Паян вара ял пушанать. Апла вӗсенчен йӗрӗх кайнӑ...
Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫын Пичет ҫуртне ятлать. Хӑйӗн кӑмӑлсӑрланӑвне вӑл унти хуҫасене те систернӗ ӗнтӗ, те ҫук, анчах Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.
«Пирӗн Пичет ҫурчӗ ҫапах та хӑрушла вырӑн. Тӗслӗхрен, унӑн кивӗ те ванса пӗтнӗ, чӗриклетекен лифчӗсемпе усӑ курмастӑп тесе хама ҫӗр хут та сӑмах панӑ. Сӑмахӑма чылай вӑхӑт тытнӑччӗ», — шӑрҫаланӑ Маргарита Красотина журналист.
«Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ лифтри пӑтӑрмаха тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Унта вӑл ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа пӗр 10 минут таран пӗрремӗш хутран ҫиччӗмӗшне, унтан аялалла ҫӳренӗ иккен. Хӑйӗн ярӑнас килнипе мар паллах. Лифт кутӑнлашнӑран. Пулӑшу ыйтмалли кнопкӑна пусни те усӑ кӳмен. Кӑштахран лифт аранах чарӑннӑ та хӗрарӑм тухайнӑ.
Наци чӗлхиллӗ халӑх сечӗсем официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пахарах. Наци интернечӗ ҫамрӑксене уйрӑмах витӗм кӳрет. Ҫакна Хусанти Шигабутдин Марджани ячӗллӗ институт ӗҫченӗсем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи тутарсен виртуаллӑ виҫӗ пӗрлӗхне тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ.
Институтӑн этносоциологи пайӗн ертӳҫи Гульнара Габдрахманова «Азатлык» радиона тӗпчев кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ. Экспертсем сӑнанӑ тӑрӑх, наци интернечӗ (унта патшалӑхӑн влаҫ органӗсен сайчӗсем, социаллӑ медиа кӗрет) пур халӑхӑн та аталанать. Тутарсенне ҫапах та ку енӗпе ҫитекен ҫук.
Тутарстанри вырӑсла ресурссенче политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ытларах сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, тутарлисем ҫемье, культура, тӗн, ӑс-хакӑл темисене хускатаҫҫӗ-мӗн.
Ҫак кунсенче Калуга облаҫӗнчи «Этномир» паркра ҫамрӑксен «Тӗрӗк ылтӑнӗ» пӗтӗм Раҫҫейри III форумӗ иртет. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксем те тухса кайнӑ. Йышра республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен ҫын та пур. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Дмитрий Моисеев паян «Наци журналистики: ӑнӑҫy cтратегийӗ» панель дискуссине эксперт пулса хутшӑннӑ.
«Кунта пӗтӗм тӗнче, кашни халӑx, кашни ҫӗpшыв пур. Паркри Чӑваш Республики пирки хатӗрленӗ стенд та кӑcӑклӑ. Форум программи питӗ анлӑ. Вӑл кашни кунах ирхи 8 сехетре пуҫласа 23 сехетчен пырать. Эпӗ cоциаллӑ проектсем хатӗpлеме вӗpентекен мастер-классене хутшӑнатӑп. Дискуссисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ», — пӗлтернӗ вӑл ӗҫтешӗсене вырӑнтан.
Форум пӗлтӗр Хусанта иртнӗччӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен ҫамрӑксем пухӑнаҫҫӗ. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартаҫҫӗ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулаҫҫӗ.
Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» федераци программине кӗртнӗ.
Шупашкарти Мускав ҫыранӗн ячӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑмах хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем ҫырана Мускав ятне панине килӗштермеҫҫӗ имӗш. Мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки чылайӑшӗ Элтепертен ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
Ҫак хыпара тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтерчӗ. Ун хыҫҫӑн Элтепер сӗнӗвӗнчен тӑрӑхлакансем тупӑннӑ. «Шупашкарӑн Мускав районӗнче пулнине пӗлмест-им?», — йышши сӑмахсемпе ҫеҫ ҫырлахман. Вӗсем «Сӑнсем ()», —йышшисем ҫырса тултарнӑ. Тепри тата: «Вак-тӗвекпе аппаланмалла мар. Чӑваш Енӗн аслӑ ӑсӗ кушака мӗншӗн кушак теҫҫӗ ыйтӑва хускатсан вырӑсла калаҫакан 200 миллион ҫын чунне хускатӗ», — тенӗ.
Пуҫӗпех мар-ха. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналог телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин ТАСС информаци агентствин корреспондентне ҫитес ҫул Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫассине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ формата йышӑнас текенсен ятарлӑ приставка туянма тивӗ е ҫӗнӗ йышши телевизор илмелле.
Паянхи кун пирӗн республикӑра пурӑнакансен 99 проценчӗ пӗрремӗш мультиплекса пӑхайрать. Иккӗмӗш мультиплекса пысӑк хуласенче: Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта — тата вӗсен ҫывӑхӗсенчи ялсенче пурӑнакансем ҫеҫ хальлӗхе йышӑнаяҫҫӗ. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствинче иккӗмӗш мультиплекс кӑҫалхи ҫул вӗҫленнӗ тӗле республикӑри мӗнпур киле ҫитӗ тесе савӑнтарать.
Чӑваш Енри Журналистсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн пайташӗсем ӗҫтешӗсене тӑна кӗртесшӗн. Вӗсем ятарлӑ чӗнӳ те хатӗрленӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, паян журналистсем вулакансен, куракансен, итлекенсен шанчӑкне ҫухатса пыни сисӗнет. Ҫакӑн сӑлтавне хӑш-пӗр журналист професси этикине пӑснипе ҫыхӑнтарнӑ.
Унтан ҫав чӗнӳре журналистӑн тӗрӗс хыпарламаллине, пурин шухӑшне шута илмеллине палӑртнӑ. Тӗрӗслемен тата суя фактсемпе усӑ курнине, шалт тӗлӗнтерекен хыпарсене искусствӑлла майпа шухӑшласа кӑларнине, уйрӑм ҫын пурнӑҫне вӑйпа кӗнине палӑртнӑ. Анчах пурте мар. Хӑшӗсем.
Чӑваш Енӗн Журналистсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхи хӑш-пӗр МИХ этика нормисене пӑхӑнмасть, чӗлхе виҫине пӑсать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |