Патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ятсене час-часах тивӗҫеҫҫӗ тесен те йӑнӑшмастпӑр пулӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята халӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторне Светлана Чикмяковӑна панӑ.
Ҫак хӗрарӑм 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2002-2005-мӗш ҫулсенче вӑл асӑннӑ хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, тӗп редакторӑн заместителӗнче-яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче редактор пулса тӑрӑшать.
Вӑл А. Емельянов ячӗллӗ преми лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн тата РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе те чысланӑ.
Чӑваш Енри Маунтинбайк центрӗ пекки ҫӗршывра те тек ҫук. Кун пирки республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Йӑлӑмра вара кайтсерфинг бази ӗҫлет. Унта кайтсерфинг енӗпе Раҫҫейӗн виҫӗ хут чемпионӗ Антон Минаев тренировкӑсем ирттерет иккен.
«Матч ТВ» федераци каналӗн «Что по спорту?» программин ертӳҫисем Алекс Смольянинов тата Артем Чупин пирӗн тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ спортӑн ҫуллахи енӗсемпе паллашнӑ, пляж волейболне вылянӑ, самокатпа тата гидрофойлпа ярӑннӑ, флайборд ҫине тӑнӑ.
Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе, чаплӑ купӑспа таврӑннӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
«Хула ачисене тӑван ӳнере юратса хисеплеме вӗрентекен хастар та пултаруллӑ чӑваша, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне чун-чӗререн саламлатпӑр!» — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.
Пултаруллӑ культура ӗҫченӗнчен Марина Карягина интервью илнӗ. Ҫав телекӑларӑм эфира тунтикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 30 минутра тухӗ. Передачӑна «Россия 1» канала кӑтартӗ.
Республикӑра медиахолдинг тӑвасшӑн. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна туса хурас енӗпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркелесси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна экономика министрӗ Дмитрий Краснов ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пулӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑнра - 8 ҫын. Ҫав шутра "Чӑваш Ен" ИПК директорӗ Алексей Ключников та пур. Аса илтерер: республикӑра медиахолдинг тӑвасси пирки ун чухне цифра министрӗ пулнӑ Кристина Майнина калаҫу тапратнӑ.
Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ тӑрӑхне чӑваш блогерӗ Константин Доброхотов пырса ҫитнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫатра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
«Паян Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковка ял библиотеки чӑваш халӑх культурине, чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшакан паллӑ блогера Константин Доброхотова кӗтсе илчӗ», — хыпарланӑ аякри йӑхташӑмӑрсем.
Хаҫатӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Шупашкар хӑнине «Шуратӑл» литпӗрлешӳ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш вулавӑшӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Валентина Зорина каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Константин Доброхотов К.В. Иванов палӑкӗ патне ҫитсе пуҫ тайнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе 102 ҫулхи Николай Михайлович Ефимовпа курса калаҫнӑ, сюжетсем ӳкернӗ».
«Шупашкарти хыпарсем» (выр. «Чебоксарские новости») хаҫата халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – 30 ҫулти Елена Леонтьева.
Унччен унта Лариса Буланкина тӗп редактор пулнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ӑна тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.
Елена Леонтьева – Мусквран, Леонтьевсен продюсер центрӗнче ӗҫленӗ. Ку эрнекун тухнӑ хаҫатра тӗп редактор хаҫатран хальхи йышши медиацентр тӑвасси пирки пӗлтернӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа
«пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ.
Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ.
Тӗнче тетелӗнче Петр Краснов депутат "Хыпар" Издательство ҫуртне тапӑннине хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Ку ӑнланманлӑх тахҫанах сиксе тухнӑ-мӗн, "Хыпар" ертӳлӗхӗ ӑна обществӑна кӑларман кӑна.
"Эпир, "хыпарҫӑсем", ку ыйтӑва обществӑна кӑларасшӑн марччӗ. Анчах депутат унччен, 3 ҫул, ҫыру ҫырса ӑнлантарма, тӗрӗслевсем пуҫарма ыйтнӑ пулсан халӗ ҫынсен умӗнче республика прокуратурине "Хыпар" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарма ыйтни патне ҫитрӗ", - ҫапла ҫырнӑ Издательство ҫурчӗ Телеграмра тытса пыракан "Хыпар - Вести Чувашии" каналта. Ҫине-ҫине тӗрӗслевсем пулни кулленхи ӗҫе йӗркелесе пыма чӑрмантарнине палӑртнӑ унта.
Нумаях пулмасть Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Петр Краснов депутат каллех (вӑл кашни сессирех "Хыпар" пирки япӑх калаҫать-мӗн) трибуна умне тухса хаҫата "ислетнӗ", прокуратурӑна 6 пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗтӗм депутат умӗнче вӑл Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина пирки каланӑ чухне ӑна "эта дамочка" тенӗ. Ҫак видеопа ку хыпара илнӗ ҫӑлкуҫра паллашма пулать.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче хаҫат-журнал ӗҫченӗсем тата ТАСС информации агентствин элчисем Чӑваш наци вулавӑшӗнче пичет кӑларӑмӗсене аталантармалли центр тӑвасси пирки калаҫнӑ.
Етӗрне районӗн «Ӗҫ ялавӗ» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лилия Петрова федераци спикерӗсем чи малтанах вулаканшӑн усӑллӑ пулмаллине палӑртнине каланӑ. ТАСС агентствӑн регионти хыпарсен ертӳҫи Андрей Цицинов кирек мӗнле хаҫата та – регионти-и, хулари-и, районти-и – ҫӳлерех, федераци шайне, хӑпарма сӗннӗ.
Чӑваш чӗлхинчи пысӑк йывӑрлӑхӗ тесе орфографине калаҫҫӗ. Анчах, ман шутпа, унтан йывӑртарах вырӑн та пур — ку вӑл терминологи. Ҫак статьяна ҫырма шухӑш тахҫанах ҫуралнӑччӗ. Анчах ниепле те алӑ ҫитеймерӗ. «Пиҫсех» те ҫитейменччӗ пуль вӑл. Нумай пулмасть «Чӑваш ТВ-ра» «округ» термина асӑнчӗҫ те ҫырмаллах пуль терӗм вара. Ыйтӑма хутшӑннӑ 870 ытларах ҫынран 70% ытла «округа» чӑвашлатмалла тесе сасӑланине кура ман шухӑш хӑшӗ-пӗрне, тен, чылайӑшне те, кӑмӑла каймӗ пуль. Апла пулин те ӑна сирӗн пата ҫитересех тетӗп. Ытлашши ан ятлӑр.
Вӑл е ку япалана мӗнле ятпа каласси ҫынсене яланах пӑшӑрхантарнӑ. Ӗлӗк ку ӗҫ калаҫу урлӑ пулса пынӑ пулсан, халь вара ытларах енӗпе интернет, телекурав е ытти хатӗрсем витӗм кӳреҫҫӗ.
Пӗр енчен, терминсене чӑвашлатни кирлӗ ӗнтӗ. Ку вӑл чӑвашсем ытти халӑхсенчен нимпе те кая мар теме май парать. Анчах чӑвашлатнӑ чухне те «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» текен ваттисен сӑмахӗ пирки манса каймалла мар ман шутпа. Чӗлхене кӑшт пӗлнипех кашни хӑйне чӗлхеҫӗ вырӑнне хурать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |