«Хорӑн ялӗнчен уйрӑлса тӑватӑ вырӑнта тӑватӑ ял — Кӗсмӳ (шыв пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ), Пашалукасси тата Чаканар ялӗсем пулса кайнӑ… Ялсем пысӑклансан, обществӑсем тунӑ вӑхӑтра, Мӑн Муркашне, Шаптакне тата Ҫӗньялне (ун чух Ҫурлатӑрри ялӗ пулман) пӗрле Перво-Васькинское общество тесе ят панӑ. Пирӗнне, тӑватӑ ялне пӗрле, Второ-Васькинское общество тенӗ... 1866 ҫултанпа вӗсем уйрӑм ялсемех шутланнӑ. 29. 08. 1963 вӗсене пӗрлештерсе пӗр Хорной ялӗ тесе ҫырма пуҫлаҫҫӗ», — тенӗ Н.Г. Петровский (1908-1984) хӑйӗн «Хыркасси-Муркаш: кунҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, ҫыннисем» кӗнекинче (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2016). Кӗнеке тӑватӑ ҫул каяллах тухса саланса пӗтнӗ. Апла пулсан та, ӑна ытти ҫӗр-ҫӗр кӗнекерен уйӑрса, виҫ сӑмах калас терӗм.
Кӗнеке пуян, тирпейлӗ, кирек хӑш вулакана та килӗшмелле. Ӗлӗк-авалхи юмах-сӑмах, йӑла-йӗрке, Холавар халапӗ, Хоракасси пасарӗ, Пугачев вӑхӑчӗ, Шорча вӑрҫи, Чемей пӑлхавӗ, революцисем, элтешлӗх вӑрҫи, 1935 ҫулта Мускавра колхозние-ударниксен съездӗнче пулни, Чалтан (Отечественнӑй) вӑрҫӑсем... Колхоз аталанни те саланни, шкулсем уҫӑлни те хупӑнни, ӗҫпе ҫар паттӑр ҫыннисем, учительсем, председательсем-бригадирсем, механизаторсем, бухгалтерсем, тухтӑрсем, фермерсем.
Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев).
Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ.
1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ.
1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ.
Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ.
Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Муркашри «Ҫӗнтерӳ» парка тата тӗп лапама ҫӗнетесшӗн. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Муркашри парка тӳре-шара 8 миллион тенкӗпе ҫӗнетме хатӗр. Ӑна кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Паркра канмашкӑн хальлӗхе хӑтлӑ условисем ҫук. Тротуарсем арканнӑ, пандуссем ҫук, унта чечексем те ешермеҫҫӗ. «Салтак» палӑкӑн никӗсӗ те юхӑнма пуҫланӑ. Ачасем валли вылямалли вырӑн ҫук – кӳлленчӗксем ҫеҫ.
Ҫӗнелнӗ паркра вара сукмаксем, тӗмсем, чечек клумбисем пулмалла. Ларса канма сак-дивансем вырнаҫтарӗҫ, «Икӗ мӑшӑр» ятлӑ 4 беседка пулӗ. Палӑк никӗсне те ҫӗнетӗҫ.
Муркаш районӗнче усламҫӑсемпе район ертӳҫисен ӑнланманлӑхӗ пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паян ҫырса кӑтартнӑ. Муркашри «Никита» автостанцие йӗркеллӗ ӗҫлеме вырӑнти тӳре-шара ура хурать имӗш. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева пӑхӑнакансем «Никита» ӗҫӗнче вӗҫӗмех кӑлтӑк шыраҫҫӗ-мӗн. Судра та енсем пӗрре кӑна мар тавлашнӑ, анчах тӳре-шара выляса янӑ иккен.
Муркашри автостанцин хуҫисем, Никитинсем, районтисем хӑйсене тапӑнма хӑтланнине политикӑпа сӑлтавлаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, 2016 ҫулта, вӗсем автостанци ҫурчӗ ҫине Олег Николаевӑн политика рекламине вырнаҫтарнӑ. Ун чухне Олег Николаев (халӗ — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ) РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидата тӑнӑ.
Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ.
Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.
Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.
Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ.
Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш
ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин специалисчӗсем тӗп хулари «Николаевски» суту-илӳ комлексне тӗрӗсленӗ. Пӗр вырӑнта паллӑ мар тӑрӑхран кӳрсе килнӗ панулми сутнине тупса палӑртнӑ.
Ҫимӗҫ курупки ҫинче маркировка этикетки пулман – ӑна татса илме пултарнӑ, мӗншӗн тесен йӗрсем курӑннӑ. Кунсӑр пуҫне сутуҫӑ кирлӗ документсене кӑтартайман.
Ҫаксене кура панулми партине санкци ҫимӗҫӗсен йышне кӗртнӗ, «Муркаш» полигона илсе тухса тӗп тупнӑ. Пӗтӗмпе – 141 килограмм панулми.
Кӗҫех, чӳкӗн 17-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑҫалхипе 29-мӗш хут йӗркеленет.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнче «Царская невеста» оперӑн премьери пулӗ. Ӑна РФ Культура министерствин гранчӗ пулӑшнипе лартаҫҫӗ. Ку оперӑна чӳкӗн 9-мӗшӗнче те курма май пулӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче сцена ҫине «Борис Годунов» опера тухӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистне Дмитрий Хворовстовские халалланӑ концерт пулӗ.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче П.Чайковскин «Пиковая дама» оперине лартӗҫ. Тепӗр кун «Тенора Южной Африки» эксклюзивлӑ концерт пулӗ. Унта ятарласа Кӑнтӑр Африка Республикинчи тата Лесотӑри солистсене чӗннӗ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче – гала-концерт. Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗх те пулӗ: концертсене Вӑрнарта, Муркашра, Патӑрьелте, Хӗрлӗ Чутайра та йӗркелӗҫ.
Чӑваш Енри харӑсах икӗ икӗ кирпӗч савутне панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫпа Федерацин налук служби тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑ ҫырура парӑм виҫине 20 миллион та 500 пин тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Сӑмах Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсем пирки пырать.
Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ «Муркашри кирпӗч савучӗ» акционерсен обществинчен 12,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн, «Етӗрнери кирпӗч савучӗ» предприятирен 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ лару кунне хальлӗхе палӑртман-ха.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ икӗ савут хуҫи те — Владимир Ермолаев усламҫӑ. Предприятисене вӑл ӗнер-маян урӑх ҫынна сутса яман пулсан...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |