Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ.
Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ.
Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ.
Муркаш районӗнчи прокуратура унта шкулсенче ӗҫ саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Муркашри вӑтам шкулта, сӑмахран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлеттересси пирки килӗшӳ тунӑ. Пӗтӗмпе — ҫул ҫитмен 60 ачана. Лешсем каланӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ-ха, анчах прокуратура тӗрӗслевӗ вӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменнине палӑртнӑ. Ведомоҫсене тата расчет хучӗсене пӑхнӑ та ӗҫшӗн ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче татӑлнине асӑрханӑ. Ку вӑл саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтран иртни шутланать иккен. Кун пек кӑлтӑка прокурорсем Ярапайкассинчи шкулта та тупса палӑртнӑ.
Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеменнишӗн шкулсем процент тӳлеменнине те палӑртать прокуратура.
Шкул ертӳҫисем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, кӑлтӑка пӗтермелли пирки вӗсен ячӗпе прокуратура хут та шӑрҫаланӑ.
Валерий Александрович Иванковскин «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑлах «Чӑваш халӑх кунталакӗ» (2011), «Терапи: медицина тӗнчинчи терапи терминӗсем» (2013) авторӗ.
Валерий Иванковский Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ. «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнекинче вӑл истори, чӗлхе культури, Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта ял тӑрӑхӗнчи ялсем пирки, ял хуҫалӑх, промышленноҫ предприятийӗсем, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ.
Кӗнекере ҫав тӑрӑхри паллӑ ҫынсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра, вӗренӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче тата ытти тытӑмра палӑрнӑ.
Кӗнеке 100 экземплярпа тухнӑ. Валерий Александрович тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене Муркашри вулавӑша, Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑша парнеленӗ.
Республикӑра ҫӑмарта туса илесси чакнӑ. «Юрма» пысӑк агрохолдинг ку енӗпе ӗҫлеме пӑрахса бройлер ӳстерме тытӑннӑ. Анчах ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче шутланӑ тӑрӑх, ку лару-тӑру вырӑнти аграрисене аталанма май парать. Тӗслӗхрен, Муркашри чӑх-чӗп фабрики кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пӗлтӗр вӗсем 78 миллион ытла ҫӑмарта туса илнӗ. Ку — рекорд. Кунашкалли планра та пулман-мӗн. Халӗ предприяти ҫӑмарта тӑвакан шурӑ Хайсекс чӑхсем ҫине куҫнӑ. Вӗсене пӑхма йывӑр мар, ҫӑмарта нумай тӑваҫҫӗ.
Пӗлтӗр кӗркунне тырӑ, витамин хушкӑчӗ тата ытти компонент хакланнӑ май предприятие йывӑр килнӗ. Ҫӑмарта та хакланнӑ. Предприятин тӗп директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Сергей Шпарев каланӑ тӑрӑх, вӗсем продукцие хаклатма тӑрӑшмаҫҫӗ.
Ҫӑмартан ҫурри Чӑваш Ен пасарӗсене каять. Ыттисем — федераци сечӗсене. Предприяти гипермаркетсемпе пӗр чӗлхе тупнӑ. Муркашра туса илнӗ ҫӑмартасене Чулхула облаҫӗнче, Тутарстанра, Мари Республикинче, Мускавра курма май пур.
Фабрикӑра 150 ҫын ӗҫлет. Вӑтамран вӗсем 17700 тенкӗ укҫа илеҫҫӗ-мӗн. Унта малашне тӑватӑ цехри оборудование ылмаштарма палӑртаҫҫӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Юлашки вунӑ ҫулта халӑх хӑйӗн историйӗпе культурӑпа, тӑван кӗтеспе, хӑйсен ентешӗсемпе, паллӑ ҫынсемпе кӑсӑкланма пуҫларӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Муркаш район администрацийӗнче. «Чӑваш Енӗн кашни районӗн культури пуяннине палӑртнӑ май хӑйсен, Муркаш районӗн те, ҫавӑн пекех», — хыпарланӑ унта.
Муркаш районӗн кунӗ тӗлне, сӑмах май, вӑл паян 71 ҫул тултарать, районти тӗп вулавӑш «Муркаш районӗнче ҫуралнӑ ӑсчахсем» брошюра хатӗрленӗ. Унта тӑван республикӑн, районӑн, тӑван ялӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисен ячӗсем кӗнӗ. Кӑларӑмра усӑ курнӑ литература списокне те вырнаҫтарнӑ.
Брошюрӑна хатӗрленӗ чух «Ученые-уроженцы Моргаушского района», «Краткая энциклопедия Моргаушского района» кӑларӑмсемпе усӑ курнӑ.
Муркашсем Муркаш районне пулса кайнипе ҫыхӑнна уява палӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнпа ҫыхӑнтарса районти тӗп вулавӑшра нарӑс уйӑхӗн 9-28-мӗшӗсенче «Ӑнӑҫлӑ муркашсем вулама юратаҫҫӗ!» акци ирттереҫҫӗ.
Мероприятие кӗнеке сумне ӳстерес, ҫамрӑксене унпа ҫывӑхлатас, вырӑнти хӑйтытӑмлӑха тата обществӑна ҫамрӑксем кӗнеке вуламаннипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗч пулнине ӗнентерме йӗркелеҫҫӗ.
Акци вӑхӑтӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсенче ӗҫлекенсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ертӳлӗхне, предприяти ертӳҫисене, пултарулӑх интеллигенцине анкетӑсем сӗнӗҫ. Ҫапла майпа сумлӑ муркашсем хӑйсем мӗнле кӗнеке вуланине палӑртма, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсем кашни ҫамрӑкӑн хӑш кӗнекене тишкермеллине те калӗҫ.
Районти сумлӑ ҫынсем хӑш кӗнекене вулама сӗннине Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата администраци сайчӗсенче вырнаҫтарӗҫ.
Чӑваш Енре кӑҫал 15 ача пахчи уҫма палӑртни пурнӑҫа кӗчӗ. Пӗр вӑхӑтра вӗсене уҫса ӗлкӗреймессӗнех туйӑнни те пулман маррине пытараймӑпӑр. Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килчӗ. Ҫав шутра Кӳкеҫре темиҫе ҫул каялла уҫма палӑртнӑ ача пахчин те алӑкӗ уҫӑлчӗ, Муркашрин те.
Шӑпӑрлансем валли юлашки тӑватӑ ҫулта 19,6 пин ытла вырӑн уҫнӑ, ҫав шутран чӗрӗк пайӗ — 5,7 пинӗ — кӑҫала тивет. Юлашкинчен асӑннӑ цифрӑран 3 пине яхӑнӗ — ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнин тӳпи.
Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн килес ҫул пирӗн ҫӗршывра 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхисен ача пахчин ыйтӑвне пуҫӗпех татмалла. Чӑваш ене илсен, хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1,5 ҫултан аслӑраххисен 80,6 проценчӗ ача пахчине ҫӳрет.
Муркашсем районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ. Социаллӑ проектсене ҫулталӑкӗпех пурнӑҫа кӗртнӗ. Ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ Мӑн Сӗнтӗрти 40 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарни те ҫавӑнтах кӗрет. Килес ҫул тата 25 ҫемье ҫапла майпа ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ирттерӗ. Федерацин тӗллевлӗ программине кӗрсе ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатнӑ 30 ҫамрӑк ҫемьене те ӑмсанасси кӑна юлать.
Пӑшӑрхантараканни те пур-мӗн-ха Муркашра. Ял хуҫалӑх отрасльне илсен мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ чакса пыни шухӑшлаттарать. Ун пекки уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсенче питех сисӗнет-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче ячӗ янӑраса тӑнӑ, ҫӗрулми туса илессипе палӑрнӑ «Ударник» предприяти тӑрӑмӗ савӑнтармасть иккен. Вӑл халӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ. Вӑл хуҫалӑха укҫа хывакан пуян кирлӗ.
Туризма вара муркашсем ҫине тӑрсах аталантарасшӑн. «Престиж» тата «Волжский эсклюзив» комплекссем федераци программине лекнӗ. Малтан асӑннине тума, сӑмахран, ҫур миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ иртнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче ҫак кун ячӗпе «Вӗсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ» ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Кадет класӗ шутланакан ҫав класс музея ытти чух та час-часах пырать-мӗн.
Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсемпе пӗрле «Муркаш районӗн паттӑрӗсем» хӑтлав йӗркеленӗ. Унта кадетсене уяв историйӗпе паллашнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Социализмла ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене аса илнӗ. Тӗлпулӑва Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Воробьевӑн мӑнукне Наталия Ястребована йыхравланӑ. Ачасене вӑл Алексей Иванович ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗн ячӗпе Ҫурла Тырри ялӗнче урам хисепленсе тӑнине пӗлтернӗ. Ачасене ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Е.И. Налимова «Пысӑк вӑрҫӑн пӗчӗк паттӑрӗсем» кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ май ҫӗнтерӗве ҫыхартма пулӑшнӑ ачасем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |