Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Наманган

Ҫул-йӗр
Куляб хули. ural-eurasia.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Куляб хули. ural-eurasia.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӗнче курса ҫӳреме юратакансем ку хыпара чӑннипех те хавхаланса йышӑнасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Росавиаци самолётсене Шупашкартан Кӑркӑстана, Таджикистана тата Узбекистана вӗҫме ирӗк панӑ! Эпир халь асӑннӑ ҫӗршывсен пирӗн патра ӗҫлесе пурӑнакан ҫыннисем те ҫакна пӗлсен хӗпӗртеҫҫех-тӗр.

Асӑннӑ виҫӗ ҫӗршыва Шупашкартан «Уральские авиалинии» предприяти вӗҫме палӑртнӑ. Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви чарас темен.

Авиакомпание Кӑркӑстанри икӗ, Таджикистанри виҫӗ хулана вӗҫме ирӗк панӑ. Кӑркӑстанри Ош тата Бишкек хулисене «Уральские авиалинии» эрнере ҫичӗ хутчен вӗҫесшӗн, Таджикистанри Куляб, Худжанд тата Душанбе хулисене – эрнере виҫӗ хутчен.

Росавиацин утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑларнӑ, Росавиацин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Новгородов алӑ пуснӑ приказра Узбекистанри Наманган хули те пур. Унта эрнере виҫӗ хутчен вӗҫме ирӗк панӑ.

 

Культура

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗкри ӳнер шкулӗнче «Василий Эктел – нумай енпе аталаннӑ ӗҫчен» ятпа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Василий Петрович (Эктел) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Район вулавӑшӗн ӗҫченӗсем «Василий Эктел – паллӑ ҫыравҫӑ тата ӳнер ӑсти» ятпа курав йӗркеленӗ.

Василий Эктел 1950 ҫулта Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ - университетӗнче) художествӑпа графика факультетӗнче, СССР Ҫыравҫӑсен союзӗн А.М. Горький ячӗллӗ литература институтӗнче вӗреннӗ.

Василий Эктел Узбек ССРӗнчи Наманган хулинче шкулта рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен преподавателӗ пулса, Елчӗкре архитекторта, «Ялав», «Пике» журналсенче, «Калем» издательствӑра ӗҫленӗ.

Чӑваш литературине вӑл хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ май кӗнӗ. Чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене халалласа публицистика статйисем, очерксем, рецензисем ҫырнӑ. Вӗсене «Тӑван Атӑл», «Пике» журналсенче, «Хыпар», «Советская Чувашия», «Тантӑш», «Коммунизм ялавӗ», «Чӑваш ен», «Вучах» тата ытти хаҫатра пичетленӗ.

15 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫне республикӑри ҫыравҫӑсемпе поэтсем, культура ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсемпе ачасем, вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче кӑмӑл-туйӑм сирпӗнес пек, вӑл сирӗн кӑмӑла витӗм кӳрӗ. Эрне варринче ӗҫри ҫитменлӗхсене пӗтерме, витӗмлӗ ҫынсен пулӑшӑвне туйма май пулӗ. Эрне вӗҫӗ кӗтмен хыпарсемпе, ууҫапа е ӗҫпе ҫыхӑннисем, савӑнтарӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра хирӗҫесрен пӑрӑнӑр – пӗчӗк ӑнланманлӑх та вырнаҫтарма пултарать.

Нарӑс, 23

1941
84
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1976
49
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2006
19
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та