Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет.
«Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ.
Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман.
Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет.
Раҫҫейре чи туслӑ халӑх пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хӑш йӗркене йышӑннӑ?
Шел те, тӗп хуламӑр ку енӗпе мухтанма пултараймасть иккен. Вӑл малти вырӑнсене йышӑнайман. Шупашкар танлаштарӑмра 48-мӗш вырӑна лекнӗ.
Чи туслӑ хуласем — Грозный, Орск, Нальчик. Списока 100 хулана кӗртнӗ. Чи юлашки йӗркесене Калуга, Амур ҫинчи Комсомольск, Якутск хулисем йышӑннӑ.
Танлаштарӑма хатӗрлемешкӗн 310 пине яхӑн ҫынран ыйтса пӗлнӗ. «Эпӗ кӳршӗллӗ пурӑнакан ҫынсем туслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ» предложение 10 балпа хаклама ыйтнӑ. Шупашкарта 1155 ҫынран ыйтса пӗлнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинче Н.В.Овчинников ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри I плэнер иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан ӳнерҫӗсем ҫитнӗ: Ӗренпуртан, Волгоградран, Тольяттирен, Орскран, Питӗртен, Хусантан, Шупашкартан.
Ӳнерҫӗсем Н.В.Овчинников профессорӑн, РСФСР халӑх ӳнерҫин тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, виҫӗ кун ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑртан хӑнасем ҫамрӑк ӳнерҫӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, канашсем панӑ, опытсемпе тата вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ.
Ҫавӑн пекех хӑнансем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР халӑх ӳнерҫи А.П.Рыбкин доцент патӗнче, Ваҫликасси ялӗнче, пулнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Ҫапла вӗсем ҫак тӑрӑх илемне хут ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗр картина Сӗнтӗрвӑрринчех юлӗ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |