Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн «Вихри цивилизации» (чӑв. Цивилизаци ҫил-тӑвӑлӗ) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Вӑл залри ӳкерчӗксенче вӑрттӑн символ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Портретсенче вара араб тӗнчин пайташӗсем, вырӑс, нимӗҫ, хрантсус ученӑйӗсем сӑнарланнӑ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Силова «Иконописец Крылов Николай Иванович (1850-1900)» ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Ку пирки Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӗн обществин культура комитечӗн наградӑсемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Андрей Крылов академик видеоҫыхӑну мелӗпе пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Турцири Стамбул хулинче Пӗтӗм тӗнчери журналсен 11-мӗш куравӗ уҫӑлнӑ.
Унта пурӗ 34 ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — Раҫҫей, Македони, Болгари, Ирак, Иран, Дубай, Косово, Венгри, Палестина, Египет, Казахстан, Узбекистан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Молдова, Туркменистан...
Турцинчи курав хутшӑнакан Елена Атаманова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейрен виҫӗ республика хутшӑннӑ: Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан. Елена Атаманова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем» куравра «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсене пахаланӑ, алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
«Турцин культурӑпа туризм министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ахмед Демирджан хӗрӗпе Невапа килчӗ. Нева "Теттепе" кӑсӑкланчӗ, пӗрле вӗренекен тусӗсене шкулта чӑваш журналӗпе паллаштарасси пирки каларӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Ыран, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче республикӑри кинематографистсем Палестинӑн Раҫҫейри посольствин пӗрремӗш ҫыруҫипе Абедалла Иесапа тӗл пулӗҫ. Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, курнӑҫӑва Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ.
Абедалла Иеса — Палестина поэчӗ, журналисчӗ, политолог, кинопродюсер, тӗрлӗ литература наградисен лауреачӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Палестина хӑни Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗпе — экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионпа Палестина ҫӗршывӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Белоруссире пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи тата кинорежиссерӗ Дмитрий Михлеев хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне Палестинӑри вырӑс культурин Центрӗнче ирттерни, унта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Ось земли» кӗнекине хӑтлани пирки республикӑри хаҫатсенче нумаях пулмасть ҫырчӗҫ ӗнтӗ. Минска таврӑнсан ӑна «Беларусьфильм» наци киностудин илемлӗх ертӳҫи Вячеслав Никифоров хӑй патне чӗнтернӗ.
— Вячеслав — манӑн тахҫанхи сябра (пӗлӗш), — пӗлтерет Дмитрий Никонорович хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Пӗлтӗр вӑл Мускаври кинофестивальте «Золотой Орел» тӗп приза илме тивӗҫ пулчӗ. Кӗҫех ӑна Минска чӗнсе илчӗҫ те киностудие ертсе пыма ыйтрӗҫ. Калас пулать, Беларусьри киноӗҫченсем юлашки вӑхӑтра чылай йывӑрлӑх тӳсрӗҫ, халӗ лару-тӑру улшӑннӑ, кино ӳнерне кунта ҫӗнӗ вӑйпа малалла ярасшӑн. Вячеслав мана сценари ҫырса пама ыйтрӗ. Сюжетне хӑй шутласа тупнӑ. Ун тӗп сӑнарӗ — ача ҫуртӗнче ӳсекен чарусӑр шӑпӑрлан, вӑл таҫта та ҫитсе темтепӗр кӑтартать, ӑна пӗчӗк Остап Бендер теме те пулӗччӗ. Сценарин малтанхи вариантне ака уйӑхӗ вӗҫнелле ӗлкӗртсе парасшӑн, фильм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне экран ҫинее тухмалла. Халӗ пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрмашатӑп.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |