Чӑваш Енӗн энерги тупӑшӗпе тивӗҫтерекен компанийӗн пресс-службин ертӳҫи Ирина Романова пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен компанийӗ республикӑра пӗчӗккӗн энергишӗн ҫӗнӗ майпа тӳллемелли май патне куҫма тытӑннӑ имӗш. Ҫапла вара халӑхӑн абонемент кӗнекипе тӳлес йӑлана пӑрахӑҫлама лекет. Малашне электричество энергийӗшӗн ятарлӑ штрих-кодлӑ квитанципе тӳлемелле пулӗ.
Ҫӗнӗ квитанци форминче пайӑр счёт номерне, расчетлӑ тапхӑр кӑтартӑвне, тарифне, куҫарнӑ суммӑна, парӑма, ҫӗнӗрен шутланӑ кӑтартусене палӑртнӑ. Тӳлекенӗн вара «Тӳлев тапхӑрӗшӗн шутланӑ пӗтӗмӗшле сумма» (выр. «Итого к оплате за расчетный период») графапа укҫа кӑларса хума тивӗ.
— Ҫӗнӗ хурмӑ халӑха самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Малашне энергипе усӑ кураканӑн миҫӗ тенкӗ тӳлемеллине хӑйӗн шутлас хуйхӑ пулмӗ, квитанцине те ҫырса тултарма мар пулӗ. Абонемент кӗнекипе усӑ курнине илес пулсан малашне чӗретре те тӑмалла мар пулӗ. Тӳлемелли ятарлӑ йыхрава тӳлевсӗрех киле илсе ҫитерӗҫ. Йӑнӑшпа тепӗр ҫын вырӑнне тӳлессе ярасси те тӳлеве ҫухатасси те сайрарах малашне тӗл пулӗҫ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн энергипе тивӗҫтерекен компанийӗн пурнӑҫа кӗртекен директорӗ Александр Гончаров.
Кӑҫал Республика кунӗн уявӗ уйрӑмах чаплӑ иртмелле — Чӑваш патшалӑхне (республика тени патшалӑха пӗлтерет) туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫул Республика кунне пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал черет Патӑрьел районне ҫитнӗ.
Районти уяв программи:
Ҫӗртмен 24-мӗшӗ
9:00-17:00. Патӑрьел районӗн уҫӑ спорт уявӗ. Курма пырсан эстафета, кӗрешӳ, кире пуканӗ тата штанга йӑтассин ӑмӑртӑвӗсемпе, армспортпа паллашма пулӗ. Ӑмӑртусем «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра тата ипподромра иртӗҫ.
10:00-10:15. Патӑрьелти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул умӗнче вӗрентекен палӑкне уҫни.
10:00-14:00. «Тӗлӗнтермӗш-ярмӑркка» уҫни. Патӑрьел районӗнчи алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра паллашма пулӗ.
10:00-14:00. «Тӳпене ҫитерекен ӗмӗт». Вӗҫекен ҫӗленсен уявӗ. Комаров урамри ҫӳранҫӳрекенсен лаптӑкӗ.
10:00-17:00. Пӗтӗм чӑвашсен ҫуллахи ял спорт вӑййисем. Патӑрьелти тӗп стадионта курма пулӗ.
10:00-15:00. «Хаваслӑ вӑйӑсен кунӗ». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ районти ача-пӑча уявӗ.
Шупашкарта, К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн залӗнче, 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑваш литературин умкаҫалӑкӗ умӗнче тӑнӑ Турхан Энтри (1888–1972) ывӑлӗ Турхан Евгений чӑваш ҫыравҫи 60 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Евгений Елчӗкри Турханта ҫуралнӑ, Патӑрьелӗнче пурӑннӑ, Хусан чӑвашӗ пулса тӑни — 15 ҫул.
Турхан Евгений чӑваш литературинче 40 ҫул ӗҫлет. Хайлавӗсем Патӑрьелӗнчи «Авангард», Шупашкарти «Пионер сасси», Хусанти «Сӑвар» тата ытти хаҫатсенче, «Капкӑн» тата ытти журналта пичетленнӗ. Кӗнекисем: «Пӑла таврашӗнче» (поэма, Патӑрьел, 1990), «Тайна обелиска» (Хусан, 1999), «Последний эльтебер» (Хусан, 2001), «Ӑҫта-ши эсӗ, юратӑвӑм?» (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2009). Халӗ вӑл трилогин «Сокровища северских эльтеберов» тата «Сын эльтебера» романӗсене ҫутта кӑларма вӗҫлесе пырать.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче Патӑрьел тӗл вулавӑшӗнче «Чӑваш поэзийӗн аксакалӗ» ятлӑ литература сехечӗ иртрӗ. Ӑна паллӑ чӑваш сӑвӑҫи В.И. Давыдов-Анатри ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ.
Мероприятине вулавӑшӑн директор ҫумӗ Мазякова Н.В. ертсе пычӗ. Нина Васильевна чи малтан хӑнасемпе паллаштарчӗ — чаплӑ сӑвӑҫ кун-ҫулӗпе паллаштарма Шупашкартан Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Валерий Владимирович Туркай, чӑваш ҫыравҫи Аркадий Петрович Казанов тата чӑваш сӑвӑҫи Альбина Васильевна Юрату ҫитнӗччӗ.
Сӑвӑҫ кун-ҫулӗпе вулавӑшра ӗслекен Наталия Алексеевна Ракова каласа пачӗ, ятарласа хатӗрленӗ буклетпа паллаштарчӗ.
Шупашкар хӑнисем мероприятине килнӗ 7-мӗш ПУ-па 2-мӗш Патӑрьел вӑтам шкулӗнчи ачасене В.И. Давыдов-Анатри пирки нумай интереслӗ япала каласа пачӗҫ, хӑйсен сӑввисемпе те паллаштарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |