РФ Президенчӗ суйлав умӗн амнисти хатӗрлекенччӗ. «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Соколов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче те амнисти пулать. Кун пирки «Газета.ру» хыпарлать.
Ҫавна май «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру ҫырнӑ. Унта ҫынна вилмеллех таптанӑ, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци тӳлемен водительсене амнистирен хӑтарма ыйтнӑ.
Пӗрлӗх хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи амнисти вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинчи инкекшӗн тӗрмене лекнӗ водительсем компенсаци тӳлес мар тесе ҫакӑнпа усӑ курнӑ. Вӗсем приставсемпе полицейскисенчен тарса ҫӳреҫҫӗ.
Пӗрлӗх пайташӗсен шухӑшӗпе, амнистипе ирӗке тунӑскерсем хаклӑ ваккат тытаҫҫӗ, суд итлевне 5–7 ҫуллӑха тӑсаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта ҫул-йӗр ҫинче шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсен тӗрӗслӗх шырамашкӑн вӑй та, чӑтӑмлӑх та юлмасть-мӗн.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пресс-конференци ирттернӗ. Президент суйлавӗн хальхи кампанийӗнче журналистсене вӑл пуҫласа пухнӑ. Суйлав умӗнхи кампани лӑпкӑн иртес шанчӑк тӳрре килменнине палӑртнӑ вӑл.
Пресс-конференци пирки ҫырнӑ статьяра Александр Белов журналист Мускава ҫӑхавсем ҫитнине асӑнса хӑварнӑ. Шалӑпсенче йӗркене пӑсни тата администраци ресурсӗпе усӑ курни пирки евитлеҫҫӗ имӗш.
Кӑҫалхи суйлав кампанийӗнче ялан ӗҫлекен 1162 суйлав комиссийӗ пулӗ, унсӑр пуҫне следстви изоляторӗсенче — иккӗ, пысӑк стационарсенче — 13. 1000 ҫынтан ытларах суйлавҫӑллӑ участоксенче (ун пеккисем Чӑваш Енре 349) тӗнче тетелне тухакан видесӑнав йӗркелӗҫ. Ҫакна журналистсене Александр Цветков пӗлтернӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҪҪХПИ ӗҫченӗсен штатне кӗскетесси пирки хушу кӑларнӑ. «Газета.Ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре тӳрех 10 пин ӗҫчене ӗҫрен кӑларнӑ.
ШӖМӗн 983-мӗш шалти хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсен штатне ҫеҫ кӗскетнӗ. Ку кашни пиллӗкмӗш ӗҫчене пырса тивет, мӗншӗн тесен иртнӗ ҫулхи кӗркунне вӗсен йышӗ 55 пин ҫынна ҫитнӗ.
Кашни регионтах штата кӗскетӗҫ. Анчах ку машинӑсене регистрацилекен, водитель правине илессишӗн экзамен паракансемпе ӗҫлекенсене пырса тивмӗ. Штат расписанине пӑхса тухса пӳлӗмре ларакансене ҫул-йӗр ҫине ӗҫлеме яма пултарӗҫ.
Ӗҫрен кайнисен ШӖМӗн ытти подразделенине ӗҫе вырнаҫма май пулӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енри вунӑ ача Мускаври Патшалӑхӑн Кремль сцени ҫине тухса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тата РФ Патшалӑх Канашӗн пайташӗсем умӗнче юрланӑ. Сцена ҫине тухас умӗн вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ суннӑ. «Хӗллехи юмах» программӑпа Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хора ҫӳрекен Евгений Сбитнев, Татьяна Григорьева, Матвей Савинкин, Юлия Чапрасова, Юлия Матвеева, София Иванова, Анна Трифонова, Дарина Данилова, ҫавӑн пекех Комсомольскинчи Никита Вороновпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Милена Семенова Раҫҫей ачисен хорӗпе юрланӑ.
Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин художество ертӳҫи, Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗн хор уйрӑмӗн заведующийӗ Александра Васильева унта хормейстер пулса хутшӑннӑ.
Канашра пурӑнакансем РФ Президентӗнчен пулӑшу ыйтасшӑн. Вӗсем хӑйсен чун ыратӑвне видео ӳкерсе Владимир Путина ярса панӑ.
Канашсем вырӑнти влаҫа шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ пайҫӑсемпе кӗрешменшӗн айӑплаҫҫӗ. Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнчи 26-мӗш ҫуртра пурӑнакансем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. 2014 ҫулта усламҫӑ вӗсене авариллӗ ҫуртра юсав ирттерме шантарнӑ. Вӑл ҫынсенчен 20 миллион тенкӗ пухнӑ. Халӗ усламҫӑ ӑҫта иккенне те пӗлмеҫҫӗ. Ҫынсем прокуратурӑна ҫитнӗ – усси ҫук. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулин те ыйтса тӗпчемен, унӑн пурлӑхне арестлемен.
Ҫав ҫурт унччен общежити пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ. Каярахпа ӑна усламҫа 16 миллион тенкӗпе сутса янӑ. Ку укҫана вӑл хуҫине паман, ҫынсенчен юсав валли тесе 20 миллион тенкӗ пухнӑ.
Чӑваш Енре коммерцилле ҫурт-йӗре тара илме хакланӑ. Кунта сӑмахӑмӑр Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттер пирки пырать.
Аса илтерер, ҫӗршыв Президенчӗ 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсене хаклӑ мар хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу пахалӑхне лайӑхлатасси ҫинчен указ кӑларнӑччӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫласа 2008 ҫулта Чӑваш Енре Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондне йӗркеленӗччӗ. Ҫапла вара 2014 ҫулччен 2 пине яхӑн (тӗрӗсрех каласан, 1986) хваттер хута янӑччӗ. Унта коммерци мелӗпе тара кӗрӗшсе пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 55 тенкӗ тӳлеҫҫӗ тата, паллах, коммуналлӑ пулӑшу тӑкакне саплаштараҫҫӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра коммерци мелӗпе тара памалли тепӗр ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах тара илекенсене пӗр тӑваткал метршӑн 200 тенкӗ тӳлеттересшӗн. Кунсӑр пуҫне унччен кӗрӗшсе пурӑнма пуҫланисен хакне те хӑпартасшӑн. Ҫитес ҫулхи плансемпе ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паллаштарнӑ.
Сӑмах май, капла тӗллевӗллӗ хваттерте ҫулталӑкран кая мар пурӑнакансене хваттере туянма та ирӗк параҫҫӗ.
Ҫулсерен иртерекен пресс-конференцие РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫал раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла.
РФ Президенчӗн сайтӗнче пресс-конференцие хутшӑнакан журналистсен списокне пичетленӗ. Аккредитациленисен списокӗнче Чӑваш Енри виҫӗ МИХ пур: «Правда ПФО» интернет-хаҫат, Наци телерадиокомпанийӗ тата «Советская Чувашия» хаҫат.
Владимир Путин пресс-конференцине 1640 журналист хутшӑнӗ. Чӑваш Енрисенчен ҫак йышра – «Советской Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Джульетта Федорова, НТРК шеф-редакторӗ Галина Титарчук тата телеоператорӗ Александр Петров, «Правда ПФО» интернет-хаҫатӑн экономика тишкерӳҫи Андрей Иванов.
Пресс-конференцие «Россия-1», «Россия-24» тата Пӗрремӗш канал телеканалсем, «Маяк», «Вести ФМ» и «Радио России» радиостанцисем трансляцилӗҫ.
Ҫитес ҫул Раҫҫейре мӗнле ҫулталӑк пуласси паллӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин кун пирки волонтерсен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.
Владимир Владимирович раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Раҫҫейри доброволец – 2017» премие панӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл 2018 ҫул ҫӗршывра Доброволецсен ҫулталӑкӗ пулассине палӑртнӑ.
«Ку сирӗн ҫулталӑк пулӗ, ҫӗршыври пур ҫыннӑн та ҫулталӑкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Палӑртса хӑвармалла: волонтерсен Пӗтӗм Раҫҫейри канашлӑвне Чӑваш Енрен те делегаци кайнӑ. Унта республикӑри 200 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти каччӑн ҫӑхавне Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен суд пӑхса тухӗ.
Ку ӗҫ 2012 ҫултах пуҫланнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хастарсем пикет ирттернӗ. Ҫак каччӑ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн портречӗ патне пынӑ та ӑна аллине тытнӑ, унтан лачлаттарса сурнӑ. Куншӑн полицейсиксем ӑна 15 талӑклӑха арестленӗ.
Суд постановленийӗнче акӑ мӗн ҫырнӑ: «Каччӑ ҫакна ҫынсен умӗнче тунӑ, ҫапла майпа обществӑна хисеплеменнине кӑтартнӑ».
Анчах Шупашкар каччи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмен, вӑл Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен суда ҫитнӗ.
Президент гранчӗн иккӗмӗш конкурсӗнче Чӑваш Енри 16 общество организацийӗ ҫӗнтернӗ. Вӗсене 21 миллион тенкӗ валеҫсе парӗҫ.
Вӗсен йышӗнче Улатӑрти православи прихучӗн храмӗ (469 пин), «Студентсен канашӗ» ҫамрӑксен общество организацийӗ (498 пин), Аня Чижова ячӗллӗ сипленмен чирпе нушаланакан ачасене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗ (931 пин), Чӑваш наци конгресӗ (3 миллион та 756 пин), Истори палӑкӗсемпе культурине упракан Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ (1 миллион та 449 пин), ЧР Стоматологӗсен ассоциацийӗ (1 миллион та 473 пин), Вӗренӳ информатизацийӗн академийӗ (1 миллион та 234 пин), Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗ (808 пин), Шупашкарти ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен (пенсионерсен) общество организацийӗ, ЧР Ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ, ЧР Фитнес-аэробика федерацийӗ, Чӑваш Енри социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд тата ыттисем пур.
Палӑртмалла: Чӑваш наци конгресӗ гранта «Халӑхӑн наци пуянлӑхӗ – Раҫҫей пуянлӑхӗ» проект хатӗрлесе тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |