Ӗнер 11 сехет тӗлнелле Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пӑкӑян поселокӗнче агрофирма территоринче пушар тухнӑ. Сӗт цехне, пӗтӗмпе 150 тӑваткал метра, ҫулӑм ярса илнӗ.
Пушара виҫӗ техникӑпа 50 минутран сӳнтернӗ. Унта цех тӑрри тата шыв ӑшӑтмалли хатӗр ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫулӑма кӳршӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Пушар вӑхӑтӗнче мӑйракаллӑ 50 ытла шултра выльӑха эвакуациленӗ.
Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑян ялӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ентешӗпе эрех ӗҫнӗ. Ӳсӗрӗлсе кайнӑскерсен хирӗҫмелли сӑлтав тупӑннӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене тӗп сакайне чавса чикнӗ, унӑн тумтирне вара ҫунтарса янӑ.
Кӗҫех 59-ти арҫын патне полицейскисем килнӗ, унпа пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫынна шыранӑ. Лешӗ суйнӑ-ха, анчах пакунлисем ӑна ӗненмен.
Арҫын полиграфпа тӗрӗсличчен хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатӗҫ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӑрушсӑр урапа» район конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта пулнӑ.
Унта пӗтӗмпе 10 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Йӗпреҫри 2-мӗш шкул, Эйпеҫ шкулӗ, Ҫӑкалӑх шкулӗ, Ирҫе Ҫармӑс шкулӗ, Пучинке шкулӗ, Чӑваш Тимеш шкулӗ, Энтриел шкулӗ, Пысӑк Упакасси шкулӗ, Пӑкӑян шкулӗ.
Командӑсем пилӗк тапхӑра парӑнтарнӑ: «Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медпулӑшу парассине пӗлесси», «Автохула», «Велосипедпа эрешлесе ярӑнасси», «Пултарулӑх конкурсӗ».
Конкурса хутшӑнакансен пӗлу шайне судьясем хакланӑ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура Йӗпреҫри 2-мӗш шкул ачисем маттур пулнӑ, вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкул команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пысӑк Упакасси шкулӗн ачисем 3-мӗш пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ команда — Йӗпреҫри 2-мӗш шкул — Йӗпреҫ район чысне республика вӑййисенче хӳтӗлӗ. Вӑл ҫу уйахӗн 20–21-мӗшӗсенче иртӗ.
Иртнӗ талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Куславккара, сӑмахран, 56 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунса кайнӑ. «Хура мунчана» хутнӑ хыҫҫӑн арҫын вута пӑхса тӑман иккен те ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫивитти айӗнчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ кӳршӗсем пушарпа кӗрешекенсене пӗлтернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме ҫур сехет кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче такамсем ача коляскине чӗртсе янӑ. Ҫулӑма асӑрханӑ ҫынсем часах пушар хуралне пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем икӗ минутрах персе ҫитнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑянта вара ҫулӑм 10 ҫулхи хӗрачана пула сиксе тухнӑ. Вӑл хут тата пир-авӑр чӗртсе янӑ. Ҫавӑнтан хуралтӑ чӗрӗлсе кайнӑ.
Типӗ курӑк чӗртсе яракансем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Пушарпа кӗрешекенсем иртнӗ талӑкра ун пек вырӑнсене 15 хут тухса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |