РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗ ҫак кунсенче бета-верси шайӗнче ӗҫленинчен тухнӑ. Кун пирки, Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май, ҫӗнӗ энциклопедин Раҫҫей чӗлхисемпе ӗҫлекен пай хыпарлать.
Бета-режимран ҫаван пекех ытти уйрӑмсем те тухнӑ: тутар, пушкӑрт, мӑкшӑ, мари, саха тата ыттисем. Вӗсемсӗр пуҫне тепӗр ҫӗнӗ сакӑр уйрӑм хушӑннӑ — бурят, вепс, ингуш, калмӑк, коми, коми-пермяк, карел (ливвик пуплевӗ) тата хакас чӗлхисен уйрӑмӗсем. Вырӑсла уйрӑма шутласан пурӗ 20 уйрӑм пулать.
РУВИКИнчи чӑвашла уйрӑм иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ. Унтанпа вӑл 500 ытла ҫӗнӗ статьяпа пуянланнӑ. РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнчи материал ытларах пайӗпе Википедирен илнӗскер (вӗсене Creative Commons Attribution-ShareAlike лицензипе килӗшӳллӗн копилесе илнӗ; ку лицензипе килӗшӳллӗн РУВИКИрен те Википедине копилеме юрать), апла пулин те чылай материала якатнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Тепӗр уйрӑмлӑх — кунти текстсене ҫырнӑ май чӑваш саспаллисен кириллица пайӗнчи саспаллисемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ, унччен латин пайӗнчисемпе ҫырнисене кириллица пайӗнчи саспалли ҫине ылмаштарса пыраҫҫӗ.
Малашнехи планра — ҫӗнӗ 2.0 калӑплав ҫине, вырӑс уйрӑмӗ пекех, куҫасси.
«Рувики» интернет-энциклопеди Раҫҫейри халӑхсен тӗрлӗ чӗлхипе пилӗк уйрӑма халӑх усӑ курмалӑх уҫнӑ, ҫитес вӑхӑтра тата тепӗр улттӑшӗ ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Кун пирки «Рувики» пресс-службинче пӗлтернӗ.
Пресс-службӑра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулта «Рувикире» Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхиллӗ уйрӑмсене тултарма команда пухнӑ. Ҫур ҫул хушшинче площадкӑн интерфейсне 20 чӗлхе валли хатӗрленӗ. Пӗтӗмӗшле калӑпӑш 100 пине яхӑн сообщенипе танлашать, вӗсене тӗрлӗ чӗлхесем хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ.
«2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче халӑх усӑ курмалӑх пилӗк уйрӑма уҫнӑ — пушкӑрт, мари, саха, тутар, чечен уйрӑмӗсене. Ҫывӑх вӑхӑтра тата улттӑшӗпе усӑ курма май пулӗ — ҫавӑн пекех алтай, мӑкшӑ, тува, удмурт, чӑваш, ирҫе уйрӑмӗсем ӗҫлесе кайӗҫ. Энциклопеди статйисен пӗтӗмӗшле шучӗ 1,1 миллион ытла пулӗ» — тесе пӗлтернӗ пресс-релизра.
2024 ҫулта энциклопедие йӗркелекенсем сахалтан та тата 10 чӗлхе уйрӑмне уҫма палӑртаҫҫӗ.
«Рувики» портал, вырӑс чӗлхиллӗ «Википеди» аналогӗ пек, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |