РФ Спорт министерстви Чӑваш Енри тӑхӑр спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Вӗсен йышне хӗвелтухӑҫ кӗрешӳҫи, кире пуканне йӑтакан тата шашкӑлла вылякан спортсменсем, самбист, спорт кӗрешӳҫи, йывӑр атлетҫӑ кӗнӗ.
РФ спорт министрӗ алӑ пуснӑ документра ҫаксене «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята пама йышӑннӑ: Шупашкарти «Будокан» спорт клубӗн воспитанникӗсем Никита Беловощев, Олег Тарашкин, Владимир Тютин, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн спорт клубӗн представителӗсем Анастасия Александрова, Владимир Тютин. Самбо енӗпе Дмитрий Петров, спорт кӗрешӗвӗ енӗпе Анастасия Яковлева, йывӑр атлетика енӗпе Александр Адикин, шашка енӗпе Юрий Владимиров спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, 2017 ҫул пуҫланнӑранпа ку хисеплӗ ята Чӑваш Енри 11 спортсмен тивӗҫнӗ.
Космонавтика кунне халалласа Ҫӗнӗ Шупашкарта «108 минут» велучупу ирттерӗҫ. Акципе килӗшӳллӗн, велосипедпа ҫула тухакансем 108 минут чупӗҫ.
Мероприяти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Собор лапамӗнче пуҫланӗ. Велосипедпа 10 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ. Ҫула шӑп та лӑп 11 сехетре тухӗҫ.
Мӗншӗн шӑпах 108 минут? Юрий Гагарин космосра ҫавӑн чухлӗ пулнӑ. Ҫапла майпа велочупу 12 сехет те 48 минутра вӗҫленӗ.
Спортсменсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 4 вырӑнта чарӑнса канӗҫ. Кун хыҫҫӑн музей комплексӗн экспозицийӗпе паллашӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе спорт комплексӗнче «Танцевальный фейерверк» (чӑв. Ташӑ фейерверкӗ) уҫӑ Кубок иртнӗ. Унта хутшӑннисем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн ташланӑ.
Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗнче пӗр-пӗрин ячӗпе ӑшӑ сӑмах самай каланӑ. Республика ертӳҫи ачасене спортӑн ҫак енӗпе аталантарнӑшӑн ашшӗ-амӑшне те ырланӑ.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртекен ӑмӑртура пултарулӑха ҫула тата программӑна кура хакланӑ. Кӑҫалхи Кубокшӑн Мари Элти, Тутарстанри, Чӑваш Енри, Чулхула, Киров, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ташӑҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби Кубок пирки кӗскен хыпарланинче ҫӗнтерӳҫӗне хальлӗхе асӑнманччӗ-ха.
Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Бувайсар Сайтиев олимп чемпионӗ пулнӑ. Ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе ҫак титула ҫӗнсе илнӗскер хальхи вӑхӑтра вӑл — Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ.
Спортсмен тата депутат В.И. Чапаева сума суса виҫӗм кунпа ӗнер Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнира хисеплӗ хӑна пулса хутшӑннӑ.
Ӗнер ӑна республика ертӳҫи Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Тӗлпулура ҫавӑн пекех Сергей Шелтуков спорт министрӗ тата Чӑваш Енри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Алексей Лапшин пулнӑ.
Чӑваш Енре те ирӗклӗ кӗрешӗве самай аталантараҫҫӗ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Тӗнчери кубокне (вӑл чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ–раштавӑн 2-мӗшӗсенче иртмелле) Шупашкарта пухӑнас шанчӑк та пур.
Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе биатлон енӗпе тӗнче шайӗнче ят ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова ҫитес ҫулхи Олимпиадӑна хутшӑнайӗ. Хыҫа юлнӑ биатлон тапхӑрӗ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗнче кубокӗнче вӑл икӗ хутчен медале (ҫав шутра ылтӑн та пур) тивӗҫрӗ, Тӗнче чемпионатӗнче хутӑш эстафета командинче бронза лекрӗ.
Ҫак эрнере Татьяна Акимована Олимп вӑййине хатӗрленмелли хӗрарӑмсен биатлон командине кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменкисенчен йышра ҫавӑн пекех — Екатерина Юрлова-Перхт, Ирина Старых, Дарья Виролайнен, Виктория Сливко, Светлана Миронова, Ирина Услугина тата Ольга Подчуфарова.
Нумаях пулмасть Татьянӑна тата унӑн мӑшӑрне Вячеслава (вӑл та биатлонист) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑччӗ.
Пӗлтерер, 2018 ҫулхи Олимпиада Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче нарӑс уйӑхӗн 9–25-мӗшӗсенче иртӗ.
Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта В.И.Чапаева асӑнса ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртет. Унта ҫӗршыври 15 регионти ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ хутшӑнӗ.
Пирӗн республика чысне 40 спортсмен хӳтӗлӗ. Вӗсем малти вырӑна тухассишӗн сакӑр виҫе категорийӗнче тупӑшӗҫ. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те вӑй виҫӗҫ.
Ӑмӑртура медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ. Ҫӗнтурӳҫӗсене дипломпа, медальпе, парнепе — «Чапай» пӑхӑр бюстпа — хавхалантарӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: турнир 50-мӗш хутчен ӗнтӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 5-мӗш спорт шкулӗн ятарлӑ залӗнче иртет.
Каникул вӑхӑтӗнче вӗрентекенсем ахаль лармаҫҫӗ. Ачасем каннӑ вӑхӑтра Красноармейски районӗнче вӗрентекенсен спартакиади иртнӗ.
Спорт уявӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Тупӑшу темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. Унта районти шкулсенче ӗҫлекен вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна хутшӑнас тесе педагогсем маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Спорт вӗсене ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума пулӑшать.
Спартакиада программи пуян. Вӗрентекенсем шахматла, шашкӑлла, волейбола, теннисла, дартсла выляса вӑй виҫнӗ. Вӗрентекенсем каникула усӑллӑ ирттерни, сывлӑхне ҫирӗплетни вӗсене ҫӗнӗ чӗрӗке ҫӗнӗ вӑйпа пуҫлама май парать.
Трак тӑрӑхӗнчи вӗретекенсем кунашкал ӑмӑртӑва яланах хутшӑнма хатӗр. Малашне те вӗсем ҫакӑн пек спартакиада ирттерессе шанаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта 21 ҫул тултарман ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем те унта кайнӑ.
Юрий Тимофеевпа Александра Козлова лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ. Вӗсем тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Александрӑна 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ҫитекенни пулман. Вӑл 99 килограмлӑ штангӑна йӑтса 220 килограмм пухнӑ.
Юрий Тимофеев 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 135 килограмм пухма пултарнӑ. Юрий икӗ енлӗ кӗрешӳре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре ҫӑмал атлетика енӗпе командӑсемпе харпӑр ҫынсен чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва ветерансем хутшӑннӑ. Вӑл Мускавра иртнӗ.
Пирӗн республикӑран унта СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ШӖМ ветеранӗ Виктор Семенов хутшӑннӑ. Вӑл 65–69 ҫулсенчи ветерансен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Олимпиец 3 пин метра 14 минут та 47 ҫеккунтра утса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫак дистанцире Раҫҫейӗн рекордне ҫӗнетнӗ. Эппин, хальлӗхе пирӗн ентеш ку енӗпе чи матурри.
Чӑваш Енри паллӑ биатлонистсене — Татьянӑпа Вячеслав Акимовсене — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа саламланӑ. Татьянӑпа Вячеслав — упӑшкипе арӑмӗ. Вӗсем — биатлон енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем, Раҫҫейӗн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗсем.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев республикӑра вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗлӗшпе ҫулсерен 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине палӑртнӑ. Ҫак пулӑшу пуррипе 34 пин ача спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Татьяна ҫитӗнӳсенче тренерӑн Анатолий Акимовӑн (вӑл Вячеславӑн ашшӗ) тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ. Вӑл ӑна тӑван хӗрӗ пекех воспитани панӑ. Михаил Игнатьев вара биатлонистсен ашшӗ-амӑшне ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |