Чулхулари «Валдайсем» Сӗнтӗрвӑррине ҫӳреме тытӑнасшӑн. Асӑннӑ хулари «Водолет» компани 2025 ҫулта виҫӗ ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн, ҫав шутра — Сӗнтӗрвӑррине те.
Хальхи вӑхӑтра компани Чулхуларан Хусана тата Чӗмпӗре ҫӳрет, ҫула май Шупашкарта чарӑнать.
«Ҫыхӑнура» форум пирӗн республика ертӳҫисем кӑҫал Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана тата Чикмене шыв транспортне ҫӳретме тытӑнассине пӗлтернине аса илтерет.
Чӑваш Енри шкулсемпе Раҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ирина Филатова кӑсӑкланнӑ. Вӑл Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен ҫӑхав нумай ҫитнӗ.
Депутат Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов патне информацие ҫитернӗ, хӑш-пӗр объекта тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ.
«Унти хӑш-пӗр шкул тӗлӗшпе ҫивӗч ыйту пур. Шкулсенчен чылайӑшӗ ҫӗнӗ, пӗрне халь ҫеҫ тума тытӑннӑ», — тесе пӗтӗмлетнӗ Ирина Филатова.
Тӗслӗх вырӑннӗ вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи К.Д. Ушинский ячӗллӗ шкула илсе кӑтартнӑ. Ӑна уҫнӑ, анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енчен кӑлтӑксем тупӑннӑ. Район прокуратури хула администрацине ҫыру ҫырса янӑ, анчах вырӑнти тӳре-шара хускалма васкамасть-мӗн.
Е тата Шупашкарти Таллеров урамӗнчи шкул. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ӑна тума хула администрацийӗ ирӗк паман иккен, анчах строительствӑна пуҫӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ватӑ сакӑрвунна ҫитсен кӗнеке пичетлесе кӑларма шут тытнӑ. Ҫавӑн пек талпӑнуллӑ хӗрарӑм — Сӗнтӗрвӑрринчи 80 ҫулти Любовь Тихонова. Любовь Васильевна «Улыбаясь навстречу ветрам» сӑвӑ кӗнеки кун ҫути кӑтартнӑ.
«Пӗрремӗш сӑввӑмсене 1991 ҫулта ҫырма тытӑнтӑм. Чӑваш Ене эпӗ Кавказран куҫса килнӗ. Тарса тенӗ пек. Чӑваш Енри вокзалта мана ҫамрӑк чӑваш хӗрарӑмӗ пулӑшрӗ. Ун чухне эпӗ тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр маррине туйса тата ӑнланса илнӗччӗ. Унтан эпӗ Сӗнтӗрвӑррине кайрӑм. Унти туберкулез диспансерне санитаркӑна ӗҫе вырнаҫрӑм. Унта 20 ҫул ытла ӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм. .
Унӑн малтанхи сӑввисене кӳршисем итленӗ, унтан — ӗҫтешӗсем. Кӗҫех Любовь Васильевнӑна тӗрлӗ мероприятие йыхравлама тытӑннӑ.
Ӗнер ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каҫхи 10 сехет иртсен телеграм-каналӗнче мунча кӗме юратни пирки пост кӑларнӑ. Сӑнӳкерчӗкре вӑл Шупашкарти 8-мӗш мунча умӗнче костюмпа милӗк тытса тӑрать – селфи ку.
«Вӑт эсир кулатӑр. Эпӗ вара 11 ҫул ӗнтӗ тунтикунсерен мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑп. Маншӑн тунтикун мунча кӗресси – йӑла», - тесе ҫырнӑ вӑл.
Сӑмах май, вӑл телеграм-каналне хастар тытса пырать. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче юлашки 5 ҫулта пӗрремӗш хут Атӑл тӑрӑх килнӗ теплохода кӗтсе илни пирки пост лартнӑ. «Пирӗн министр мӗншӗн питӗ кӑмӑлла? Мӗншӗн тесен теплоход кӗтсе илнӗ», - тесе ҫырнӑ.
Сӗнтӗрвӑрринче туса кӑларакан типҫӑва Казахстана ӑсатӗҫ. Вырӑнти ҫу завочӗн ертӳҫисем хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе республикӑн вице-премьерне — экономика министрне Дмитрий Краснова пӗлтернӗ. Предприятие министр округпа паллашнӑ май кӗрсе тухнӑ.
Предприяти ҫу пресслакан тата ӑшалакан производство цехӗсене оборудованипе пуянлатассипе ҫине тӑрать. Промышленноҫа аталантаракан фонд ӑна ҫав тӗллевпе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 30 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Хӗвелҫаврӑнӑш типҫӑвне предприяти ҫывӑх вӑхӑтра Казахстана ӑсатма тытӑнӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулине туристсем теплоходпа килсе ҫитнӗ. Ку хыпара республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмахне вӑл сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетсе панӑ.
Министр хыпарланӑ тӑрӑх, туристсемлӗ теплоход асӑннӑ хулана юлашки пилӗк ҫулта пуҫласа пырса чарӑннӑ.
«Кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнче ку хулана 11 теплоходран кая мар килсе каясса шанатпӑр. Ӳлӗмрен ку цифрӑна виҫӗ хут ӳстерес килет», — уҫӑмлатнӑ министр хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшне.
Дмитрий Краснов Сӗнтӗрвӑррине илемлетсе хӑтлӑлатассипе ӗҫленине палӑртнӑ май кӑлтӑксем пуррине те йышӑннӑ, вӗсене пӗтерсе пыма шантарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗпе вӗсем вырӑнти ЗАГСа пырса ҫитнӗ, унта вӗсем ҫырӑннӑ.
Дмитрий тата Татьяна каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑх-несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упраса хӑварасшӑн, чӑваш тумне вара мӑнаҫланса тӑхӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пысӑк этнографи экспедициӗ иртнӗ. Ӑна «Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура пуянлӑхӗн объекчӗсене палӑртмалли фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Пирӗн патра Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн Урал тӑрӑхӗнчи Гуманитари тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Александр Черных ертсе пыракан ушкӑн республикӑри ултӑ округра: Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Куславкка, Комсомольски, Канаш — тӑрӑхӗсенче пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пысӑк пушар пулнӑ. «Контактри» халӑх тетелӗни «Pro Мариинский Пасад» ушкӑн хыпарланӑ тӑрӑх, унта харӑсах икӗ ҫурт тата мунча ҫунса кайнӑ.
Ку пысӑк инкек Толстой урамӗнче пулнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗчеҫҫӗ.
Аса илтерер: республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класӗ вӑйра. Хӑш-пӗр вырӑнта - 5-мӗш класс. Ун пек чухне ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Сӗнтӗрвӑрринчи спирт завочӗн ача пахчи пулнӑ ҫурта сутса ярасшӑн.
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, ача пахчин ҫурчӗпе тата котельнӑйпа никам та усӑ курман. Ҫавӑнпа вӗсене аукцион урлӑ сутлӑха кӑларасшӑн. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкне те сутасшӑн. Ун валли халӗ кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ пурлӑха вырӑнти тӳре-шара муниципалитет пурлӑхӗн приватизацин прогноз планне кӗтнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |