Тобольскра Иртыш юханшывӗн ҫыранӗ ишӗлнипе унти чӑваш сӑмахӗ шар курнӑ. Асӑннӑ хулари «Тобольск-Информ» интернет-портал ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юханшыв ҫыранӗ черетлӗ хутчен ишӗлнӗ. Ҫавна май унти чӑваш сӑмсахӗн пайӗ анса ӳкнӗ.
Ирина Трофимова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш сӑмсахӗнче хӗрес вырнаҫтарнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫыран ишӗлнӗ. Асӑннӑ вырӑнтан ҫӗр вунӑ метрта йӑтӑнса аннӑ. Ҫав кун аслати авӑтнӑ, вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ишӗлнӗ вырӑнпа ҫынсем пӗрех иртсе ҫӳреҫҫӗ иккен.
Тобольск хулинчи чӑваш сӑмсахӗ — историлле вырӑн. Унта Ермакпа Ҫӗпӗр патши Кучум ҫапӑҫнӑ. Ҫав саманта каярах Василий Суриков вырӑс художникӗ «Покорение Сибири Ермаком» (чӑв. Ермак Ҫӗпӗр ҫӗнсе илни) ӳкерчӗкре сӑнланӑ.
Тӗмен облаҫӗнчи Тобольск хулинче «Золотые купола» (чӑв. Ылтӑн куполсем) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата Беларуҫпа Казахстанри 33 хуларан 1,5 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юррин «Хавас» ансамблӗ «Халӑх вокалӗ. Ансамбль» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Маларах ҫак ушкӑн Тӗменти пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗччӗ.
Аса илтерер, пултарулӑх ушкӑнне Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ Лира Губарева ертсе пырать. Ансамбле 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли «Шевле» ушкӑн та пуҫарнӑ вӑл. Чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн Лира Губаревӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе тата Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Тӗмен облаҫӗнчи Горьковка тата Солобаево вӑтам шкулӗсенче педагогсем валли чӑвашла семинарсем иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров педагог пулнӑ. Вӗсене вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» наци ассоциацийӗ Чӑваш культурин кунӗсене йыхравланӑ.
Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тем тӗрлӗ мероприяти ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чӑваш юрри-ташшиллӗ уяв йӗркелесшӗн. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫасшӑн. Ун чухнех наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхтармашкӑн май туса парасшӑн. Ака уйӑхен 15-мӗшӗнче Тобольскра Никита Бичуринӑн асӑну хӑмине уҫасшӑн. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ман тӑван ен» фотоконкурса пӗтӗмлетесшӗн.
Чӑваш Енри вӗрентекенсен семинарӗ Чӑваш культурин кунӗсене уҫакан мероприяти тесе хакламалла. Унта чӑваш мар ачасене ют халӑх культурипе, кунта сӑмах чӑвашсем пирки пырать, епле кӑсӑклантармалли ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ нумаях пулмасть хӑйӗн 25 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ҫавна май унта «Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей» (чӑв. Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
«Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен хутлӑхӗ паян) интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи кӑна мар, ытти патшалӑхри хӑнасем те хутшӑннӑ.
Виҫӗ кунлӑ форум Горьковка ялӗнчи шкулта чӑваш культурипе уҫӑ урок ирттернипе уҫӑлнӑ. Тепӗр кун Тӗменти культура институтӗнче Бичурин вулавне пуҫтарӑннӑ. Ҫав кунах чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ концерт иртнӗ. Виҫҫӗмӗш кун Тобольскри Декабристсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫинче (унччен вӑл ҫуртра ял хуҫалӑх колледжӗ пулнӑ) Никита Бичурин китаеведӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Барельеф ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Здесь в Знаменском монастыре жил и преподавал в Тобольской духовной семинарии (1806—1807) великий сын чувашского народа Никита Яковлевич Бичурин (29.08.1777—11.05.1853), в монашестве — архимандрит Иакинф, выдающийся учёный востоковед, один из основоположников российского китаеведения» (чӑв.
Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн тенӗ те чӑваш, анчах выртан каска мӑкланнӑ тенине шута илсен ӗмӗт пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртме пулатех тесе шухӑшлас килет.
Кӳкеҫри нумаях пулмасть Н.Я. Бичурина халалласа черетлӗ хутчен вулав ирттернӗ. Ӑна унти «Бичурин тата хальхи самана» музей кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Хальхине музейҫӑсем Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑҫалхи вулава районти Культура ҫуртӗнче пухӑннӑ. Республикӑри ятлӑ-сумлӑ ӑсчахсемпе, тӗрлӗ тӳре-шарапа пӗрлех аякри чӑвашсем те — Тӗмен облаҫӗнчисем — хутшӑннӑ унта. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн пайташӗ С.К. Антонов пӗрлешӗвӗн ертӳҫи И.Н. Маслова ячӗпе салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл Тӗменри чӑвашсен ассоциацийӗ Иакинф Бичурина халалласа Тобольск хулинче асӑну хӑми вырнаҫтарас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпа ӑна Китая кӑна мар, Ҫӗпӗре те илсе ҫитернӗ.
Кӑҫалхи Чунҫӳрев Чӑваш сӑрчӗ ҫине ҫул тытни пирки эпир сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑвашран тухнӑ халӑха вара унта ҫитичченех япӑх хыпарсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗрре тахӑшӗсем «Милая Яна» ҫырса ҫутҫанталӑк палӑкне пӑснӑ, Чӑваш сӑртне илемсӗрлетнӗ. Кунта ытти вырӑнсенче тӗл пулман ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа та вӑл патшалӑх хӳтлӗхӗнче шутланать.
Унсӑр пуҫне хӑй сӑрчӗ ҫинче 6 археологи палӑкӗ те пур: авалхи хулан урӗсем, Улӑп тӑприсем. Чунҫӳревҫӗсем ҫитес умӗн 3 кун маларах паллӑ мар ҫынсем ҫак вырӑна кӗрсе урсене ҫӗмӗрнӗ, Улӑп тӑприне трактор таврашӗпе тӗксе тикӗслетнӗ хыҫҫӑн темӗнле труба вырнаҫтарнӑ. Бетонланӑ вырӑнта пирус вӗҫӗсене тата эрех кӗленчин пӑккине сӑнама май пурччӗ.
Чунҫӳревҫӗсем килсе кайнӑ чухне ҫав трубана мӗн валли лартни паллӑ марччӗ, анчах та Тӗменри «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта тем пысӑкӑш поклоннӑй хӗрес вырнаҫтарнӑ имӗш.
Ку вырӑна никам та сыхламаннине пулах чунҫӳревҫӗсем хӑйсен юпине Абалак (чӑв. Упалӑх) кану базинче вырнаҫтарчӗҫ.
Чӑваш сӑрчӗнче (вӑл Тобольск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) Ермакпа Кучум хан хушшинчи ҫапӑҫу иртнӗ.
Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе Шупашкара таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ.
Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан Чӑваш сӑрчӗ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ.
Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.
Тобольск хулинче Чӑваш сӑрчӗ ҫине такам пысӑк саспаллисемпе юрату сӑмахӗсем ҫырнӑ. «Милая Яна» тенӗ унта. «Милая» сӑмаха кам ҫырнине тупнӑ-ха, анчах вӑл «Яна» сӑмаха ҫырманнине ӗнентерет.
Ҫутҫанталӑк палӑкне сӑтӑр кӳнӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тобольскра пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн шӑпине суд татса парӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «милая» сӑмаха ҫеҫ ҫырнӑ. Ҫапла майпа арҫын савнине Людмилӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ-мӗн. «Яна» сӑмаха кам ҫырнине пӗлмест.
29 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак ту культура пуянлӑхӗ пулнине пӗлмен, асӑрхаттарса ҫырнине курман. Юрату сӑмахӗ ҫырса вӑл савнине кӑна мар, Тобольскра пурӑнакансене те савӑнтарма шухӑшланӑ иккен. Касса кӑларнӑ саспаллисем вырӑнне чечек акасшӑн пулнӑ.
Ку ӗҫе тетелте хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Халӗ каснӑ ҫереме мӗнле ҫӗнетмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл та, фенологсен шухӑшӗпе, пуянлӑх шутланать.
Халӗ суд пулмалла. Арҫынна е 3 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, е 400 сехет ӗҫлеттерме, е 3 ҫуллӑха хупма пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |