Паян Шӑмаршӑ муниципаллӑ округӗн депутачӗсем черетлӗ мар пухӑва пухӑнӗҫ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев ӗҫрен хайӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Пухура шӑпах ӑна пӑхса тухӗҫ.
Александр Чамеев ку должноҫре 2020 ҫулхи кӗркунне ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Пулатова шанчӑкран тухнӑ тесе должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма палӑртнӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑне Дмитрий Пулатова тытса чарнӑ, ӑна Следстви комитетне илсе ҫитернӗ. Администрацире ухтару та ирттернӗ.
«Чеб.ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, Пулатова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе тытса чарнӑ. Сити-менеджера администрацирен наручникпех илсе тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри виҫӗ кинемей 100 ҫул тултарнӑ.
Вӗсенчен иккӗшӗ, Анна Иванова тата Мария Кручинина, Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ, Шемсия Сафина — Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчен.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Мария Христофоровна тата Шемсия Алиулловна фронтра ӗҫленӗ, аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Анна Титовна II Прибалтика фронтӗнче ҫарта пулнӑ.
Анна Иванова вӑрҫӑ ҫулӗсенче телейлӗ те вӑрӑм ӗмӗр пирки ӗмӗтленнӗ. Халӗ вара вӑл ҫынсене кӳрентерес марччӗ тесе пурӑнать.
Кинемейсене Телеграмри хӑйӗн каналӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн прокурорӗн должноҫне Эдуард Гиматова сӗннӗ. Паян Федераци Канашӗнче ҫак кандидатурӑна ырланӑ.
Эдуард Гиматов - Курган облаҫӗнчен. Вӑл 2002 ҫулта Тюменьти патшалӑх унивреситетне ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе прокуратура органӗсенче ӗҫлет. Малтан прокурор пулӑшуҫи пулнӑ, кайран – Тюмень облаҫӗн тата Тюмень хулин прокурорӗ. Ҫавӑн пекех Тамбов облаҫӗн прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи. Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ӑна пӗрре мар хавхалантарнӑ, ҫав шутра – Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ те.
Аса илетер: унччен Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фирсов пулнӑ. Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ чухне вилнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫынна суд тунӑ. Ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2015 ҫулта Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан пӗлӗшне 0,35 гектар ҫӗр ҫинче хушма хуҫалӑх йӗркелеме ирӗк паракан суя документсем тыттарнӑ. Унччен вара ҫак лаптӑка никама та паман.
Кун хыҫҫӑн пӗлӗшӗ ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Кадастр хакӗ – 145 565 тенкӗ. Унпа вӑл хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата РФ вӗренӳ министрӗ Валерий Фальков Сӗнтӗрвӑрри хулинче экологи тата ҫутҫанталӑк колледжне уҫассине сӳтсе явнӑ.
Пирӗн республикӑри тӳре-шара ӑна Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн филиалӗ ҫумӗнче уҫма сӗннӗ. Ҫак аслӑ шкул хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Анчах унта занятисем ирттерме аудиторисем, мастерскойсем пур.
Элтепер колледжа уҫассине сӳтсе явнӑ чухне вӑрман хуҫалӑхӗнче, экологи тытӑмӗнче специалистсем кирлине палӑртнӑ. Колледжа уҫсан ӑна Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ятне парасшӑн.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов ӗҫрен каясси пирки телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку информаци ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 15 сехет иртсен тухнӑ.
Лев Рафинов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе маларах кайма, ҫамрӑкраххи ҫул уҫма йышӑннӑ.
Вӑл ҫак районтах ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫ карьерине кӗҫӗн классен учителӗнчен пуҫланӑ. Кайран салтакра пулнӑ, «Комбинат» совхоз профкомне ертсе пынӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ пулнӑ.
Елчӗк районӗнчи тӳре-шара сусӑра найм мелӗпе тара илсе пурӑннӑ пӳлӗмӗнчен кӑларса янӑ. Лешӗ сӑлтавсене пула унта нумай вӑхӑт пурӑнман, хӑйне кӑларса янине те пӗлмен. Киле таврӑннӑ та – унта урӑх ҫын.
Ҫак ӗҫе вырӑнти администраци тунӑ. Кӑларса ярасси пирки сусӑра пӗлтермен, найм килӗшӗвне те пӑрахӑҫламан. Пӳлӗмри планировкӑна урӑхлатнӑ: юнашаррипе пӗрлештернӗ те тепӗр сусӑра пурӑнма вырнаҫтарнӑ.
Прокуратура Елчӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, сусӑра урӑх хӑтлӑ пӳлӗм уйӑрса пама ыйтнӑ. Суд ҫакна тивӗҫтернӗ.
«На связи» портал нумаях пулмасть ЧР транспорт министрӗн Владимир Осиповӑн килӗнче тата ӗҫӗнче, ЧР Танспорт тата Финанс министерствинче ухтару пулни пирки пӗлтернӗччӗ.
Паян акӑ транспорт министрӗ отставкӑна кайни пирки хыпарланӑ. Хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ заявление ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Олег Алексеевич хӑйӗн телеграм-каналӗнче Владимир Осипова юлашки виҫӗ ҫулта тунӑ ӗҫсемшӗн тав туса ҫырнӑ.
«Чеб-ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ укҫа-тенке вӑрланӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |