Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ.
Иртнӗ эрне Ҫӑварни эрни пулчӗ. Вырсарникун вара ӑна тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттерсе анлӑн уявларӗҫ. Вӑрнарсем те ҫавӑн пек тунӑ. Вӗсем спорт ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗ.
Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов спорт мероприятийӗсене хутшӑннӑ. Вӑл кире пуканӗ ҫӗкленӗ. 24 килограмм таяканскере хайхискер ним мар 40 хутчен ҫӗклесе илме пултарнӑ. «Ҫамрӑксемшӗн те тӗслӗх», — теҫҫӗ Андрей Тихонов вӑйӗнчен тӗлӗннисем.
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакансем ача пахчишӗн кулянаҫҫӗ. Шӑпӑрлансем унта килеҫҫӗ - ушкӑнра вара тумлакан шыва тултармалли савӑтсем лараҫҫӗ. Канмалли кунсем хыҫҫӑн, паян, ача пахчинче ҫавнашкал лару-тӑру пулнӑ.
Унта ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринчен тахҫанах шыв анать. 2021 ҫулта унта юсав ӗҫӗсем тунӑ, анчах ҫавах ку ҫивӗч ыйту сирӗлмен.
Раштав уйӑхӗнче район пуҫлӑхӗ патне те, ЧР Вӗренӳ министерствине те пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Анчах нимӗнле улшӑну та пулман. Район администрацийӗ ҫапла ӑнлантарнӑ: ку лару-тӑрӑва шута илнӗ, ҫуркунне юсав ӗҫӗсем тума палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе тӑрӑшакан кашни педагогпа ертӳҫе тав тунӑ. «Сире пула «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе ҫирӗппӗн калама пулать», – тенӗ вӑл.
Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» республикӑри фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Министр ҫав мероприятие хутшӑннӑ.
Фестивале ирттернӗ май 4 номинаципе конкурссем йӗркелеме палӑртнӑ: «Сӑмах илемӗ» (ку енӗпе хутшӑнакансен чӑваш халӑх юмахне е чӑваш илемлӗ литературинчи сыпӑка хитре вуласа кӑтартмалла), «Чӑваш вӑййи» (вӑйӑ сыпӑкне кӑтартмалла), «Янра, чӑваш юрри» (чӑвашла юрламалла) тата «Чӑваш ташши» (чӑваш ташшине ташшамалла).
Пӑрачкав районӗнче пассажирсене илсе ҫӳрекен перевозчик ҫук. Унчченхи усламҫӑн килӗшӳ срокӗ пӗтнӗ, анчах ӑна вӑл тӑсма килӗшмен.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче район пуҫлӑхӗ ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство килӗшӳ тума пултаракан усламҫа тупнине пӗлтернӗ-ха. Анчах халӗ те никам та тупӑнман.
Перевозчик тупас тӗллевпе иккӗмӗш хут аукцион ирттереҫҫӗ. Влаҫ ҫулталӑк вӗҫлениччен 700 пине яхӑн тенкӗ субсиди те сӗнет, анчах Пӑрачкаври пассажирсене турттарма килӗшекен ҫук.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ.
Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш.
Паян, Ҫветтуй Валентин кунӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шарана халалласа ӳкернӗ «валентинкӑсене» яма пулать. Ку проекта cheb.media пуҫарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйӗн «валентинкипе» подписчикӗсемпе пайланнӑ ӗнтӗ. Вӑл кирек мӗнле шӳте те йӗркелле йышӑннине палӑртнӑ. Уйрӑмах паян – Ҫветтуй Валентин кунӗнче.
Ыттисем хальлӗхе хӑйсен «валентинкине» асӑрхаман.
Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр.
Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла.
Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлама республика шайӗнче конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ хыҫҫӑн яваплӑ вырӑн пушанса юлнӑччӗ.
Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫавӑн пек мелпе суйлас йӗрке ҫӗнӗлӗх мар, вӑл унччен те ҫапла майпа пулса пынӑ. Республикӑри конкурс комиссийӗ суйласа илнӗ кандидатурӑна кайран вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.
Республикӑри конкурс комиссине Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Виктор Горбунов, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Петр Ларионов тата Чӑваш респрофкомӗн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.
Шупашкарти Кадет корпусне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Николай Жуков.
Асӑннӑ ҫын унччен республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче, Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ.
Николай Жукова кадет корпусне ертсе пыма паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, шаннӑ.
Аса илтерер: вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫемҫе пукан Наталья Тимофеева должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Тимофеева директор пулса 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Республикӑн Вӗренӳ министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Тимофеева ӗҫрен кайма иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех шухӑшланӑ, анчах ҫӳлтисем ыйтнипе финанс ҫулӗ вӗҫлениччен тӑхтама килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |