Шупашкарти "Садовый" микрорайонти шкула ку ҫулталӑк вӗҫӗччен туса пӗтерме шантарнӑччӗ. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ-ха унта?
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ хыпара вуласан ӗҫсем вӑйлах пыманнине ӑнланма пулать. Вӑл стройка вырӑнне кайса курнӑ. Сити-менеджер нумай асӑрхаттару тунӑ, ӗҫлекенсен йышне ӳстермелине каланӑ. "Унсӑрӑн штраф санкцийӗсемпе усӑ курма тивӗ", - ҫапла ҫырнӑ Денис Спирин телеграм-каналӗнче.
Тӳре-шара юпа уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Шупашкарта апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ. 11 лавккари хаксене шута илнӗ.
Юлашки эрнере ҫак ҫимӗҫсем йӳнелнине палӑртнӑ: сгущенка, консерв, макарон, ҫӑмарта, купӑста, панулми, кишӗр, рис, шӑнтнӑ пулӑ, услам ҫу, шурӑ ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тӑвар, пулӑ консервӗ, 5 литрлӑ таса шыв.
Сгущенка 42 тенкӗ таранах йӳнелнӗ, какай консервӗ - 37 тенкӗ, услам ҫу - 34 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫын пурнӑҫлать. Алексей Ермолаев вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Олег Матвеев йышӑннӑ. Вӑлах – спутник хулан депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Алексей Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ку коррупципе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Алексей Ермолаев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Нумай функциллӗ центр директорӗнче ӗҫленӗ Михаил Анисимов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл мӗнле должноҫе йышӑнни паллӑ.
Михаил Анисимов РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн ҫумӗнче вӑй хума пуҫланӑ. Аса илтерер: вӑл 2018-2021 ҫулсенче информаци политикин министрӗ пулнӑ. Нумай функциллӗ центрӗн директорӗнче кӑҫал юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев паян республикӑри темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорне, филологи наукисен докторне, доцента, Юрий Исаева, хавхалантарнӑ.
Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен респубикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ.
Паян Шупашкарта тӳре-шара кӗреҫе йӑтса кӳлмеке йывӑҫ лартма тухнӑ. Ку ӗҫ "Вӑрмана упрар" акципе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Акцие ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Тӳре-шара нимеҫӗсемпе пӗрле кӳлмекре ҫӑка хунавӗсене лартнӑ. Вӗсен йышӗнче ирга та пулнӑ. Пӗтӗмпе - 71 тӗп.
Сӑмах май, кӳлмек реконструкцине пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеймен. Халӗ унта хунавсем ешерӗҫ.
Паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн заместительне ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
ГКЧС комитетӗнчи сумлӑ должноҫе Александр Степанов йышӑннӑ. Александр Васильевич председателӗн ҫумӗн тивӗҫне тата территори хӳтӗлевӗпе мобилизаци ӗҫне йӗркелекен сектор заведующийӗ пулса тӑрӑшӗ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана кам йышӑннӑ-ха? Евгений Кадышев.
Евгений Кадышева ку должноҫе иккӗмӗш хут шанса панӑ. Аса илтерер: вӑл 2017-2020 ҫулсенче мэр пулнӑ. 2016 ҫултанпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн аслӑлӑх енӗпе проректор шутланать.
Аса илтерер: Шупашкарӑн унчченхи мэрӗ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 39 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Нумай функциллӗ центр директорӗ Михаил Анисимов ӗҫрен каять. ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ӑна ӗҫрен кӑларасси пирки йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Михаил Владимирович 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи кӑрлаччен информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Кайран вӑл нумай функциллӗ центрсен директорӗ пулса тӑнӑ.
Михаил Анисимов урӑх ӗҫе куҫӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен-ха.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсене суйлакан конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнусене алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ официаллӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, Вӑрнар тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли пӗр комисси ӗҫлӗ; Элӗк, Красноармейски, Муркаш, Етӗрне округӗсемпе — тепӗр комисси, Куславкка тата Вӑрмар округӗсемпе — виҫҫӗмӗш комисси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |