Шухӑшлатӑн та, этемпе этем пӗрех-ҫке — мӗн парас-илес пур тейӗн. Ҫапах та кулленхи пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула ӑнланманлӑх сиксе тухасси те часах.
Пӗр халӑхпа тепӗр халӑх хушшинчи тавлашу, хирӗҫ-тӑрушӑн малашне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗсене явап тыттарӗҫ. Наци хушшинчи харкашусемшӗн тӳре-шара ӗҫ вырӑнне те ним мар ҫухатма пултарӗ. Асӑннӑ йышши ӑнланманлӑх шутне чӗлхепе, религипе тата ыттине кӗртеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Саккун кӗпӗрнаттӑрсене, апла тӑк регионсен пуҫлӑхӗсене, пырса тивмест иккен.
Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.
Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?
Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ.
Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ.
Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Тур сыхлатӑр та, инкекпе куҫа-куҫӑн тӑракан ҫын тем тума та хатӗр пуль ҫав ӗнтӗ. Шупашкарти тӳре-шаран пӗрин ҫавӑн пек лару-тӑру сиксе тухнӑ nf. Ӑна пӗр этем пуҫиле ӗҫ пуҫарассинчен ҫӑлма шантарнӑ. Хӑйӗнпе арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Юпан 10-мӗшӗнче вӑл тӗп хуламӑрти хайхи тӳре-шараран 120 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Шӑп та лӑп ҫав самантра капкӑна ҫакланнӑ та 31 ҫулти ултавҫӑ.
Суйса «кӗмӗл» кӗсьене унччен те пӗтӗрсе чиксе пурӑннӑ иккен-ха вӑл — ҫынсене е судра пулӑшма шантарнӑ, е тӳре-шарапа пӗр чӗлхе тупма. Ҫапла вара 1 миллион тенкӗ ытла илнӗ иккен. Ултавҫӑ-арҫынна унччен икӗ хут айӑпланӑ пулнӑ-мӗн. Анчах ҫавна вӑл урок евӗр йышӑнман-мӗн.
Паян культура министрӗпе наци юхӑмӗн шурсухалӗсем тӗл пулчӗҫ. Асаилтеретпӗр, ку тӗлпулӑва иртнӗ эрнекун, юпан 4-мӗшӗнче планланӑччӗ — элчӗ пулса кайма ҫавра сӗтелте Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова тата Николай Максимова суйланӑччӗ. Тӗлпулӑва Фёдор Мадуров ҫеҫ ҫитеймен, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе паян тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑччӗ.
Калаҫу ытларах енпе Чӑваш наци конгресӗ тавра пычӗ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сӑмах хускатрӗ, анчах ку ыйтупа министр ӑна тепӗр хут каярах уйрӑммӑн тӗл пулма шантарчӗ.
— Калаҫу хӗрӳ пычӗ — тесе пӗлтерет Тимӗр Тяпкин. — Министрсем ҫине Станьял вӑйлӑ тапӑнчӗ, конгреса хатӗрленес ӗҫ питӗ сӳрӗккен пынипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртрӗ.
Виталий Станьял хальхи вӑхӑтра та ни кун йӗрки ҫуккине, ни резолюци проектне хатӗрлеменнине асӑнчӗ. Мандат, секретариат комиссийӗн проектне те никам курман пулас. Аслӑ пуху умӗн 2 эрне юлнӑ тӗле регионсене ЧНК Президенчӗн отчётне ярса пама вӑхӑт та тахҫанах ҫитнӗ — нихӑш наци культурин автономийӗн ертӳҫи те вӑл хута курман.
Федерацин миграци службин Чӑваш Енти управленине ӳлӗмрен ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ.
Аса илтеретпӗр, асӑннӑ тытӑмӑн унчченхи ертӳҫи пирки сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ.
Миграци службин ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Виталий Черничкин полковник унччен Чулхула облаҫӗнче ҫак тытӑмӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1971 ҫулта Казахстанри Кустанай облаҫӗнчи Затобольский поселокра ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Алма-Атари ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, тепӗр 11 ҫултан ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Чылай ҫул ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Вӗсем ытти чух та хутпа ручкӑсӑр пурӑнмаҫҫӗ-ха. Анчах ҫав атрибутсене хальхинче вӗсем парта хушшине ларнӑ май тытнӑ.
Хӑйне евӗр пӗлӳ тӗнчине кӗрекеннисем — республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем. Вӗсен тӗллевӗ — хӑйсен квалификацине ӳстересси. 30 сехет хушшинче вӗсем мӗн вӗреннине кайран тепӗр хут аса илме тивӗ — ара, курс хыҫҫӑн вӗсен аттестаци витӗр тухмалла-ҫке. Тӗп тема — управлени ӗҫне хутсемпе тивӗҫтересси иккен.
«Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӗрле те ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ», — тесе хыпарланине курма тиврӗ тӗнче тетелӗнчи ресурссенчен пӗринче ҫак кунсенче. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ ҫула пӳлсе пычӗ те, ҫак кунсенчи уяр ҫанталӑкпа хресчен ҫӗрле те усӑ курма ӑнтӑлнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Ара, лартса ӳстерсе, ҫумласа-эмеллесе тӑкаклан-тӑкаклан та кайран хирте хӑвар-ха...
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене аслӑ классенче вӗренекенсем, социаллӑ сферӑра тата ытти хӑш-пӗр отрасльте тӑрӑшакансем пулӑшма тухнӑ. Республикӑн аграри ведомстви те айккине пӑрӑнман. Унта ӗҫлекенсем иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑна тухса кайнӑ. Унта вӗсем 12 тонна кишӗр кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем нумаях пулмасть Чехи Республикине тухса кайнӑ. Официаллӑ йыша ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ертсе пырать иккен. Делегацине вара пурӗ 12 ҫын кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче республикӑн Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, фермер тата врач кӗнӗ.
Чехинче йыш асӑннӑ ҫӗршывӑн Аграри палатин президенчӗпе Ян Велебпа, суту-илӳ палатин вице-президенчӗпе Жосеф Силикпа тӗл пулнӑ. "Zemedelec» текен ял хуҫалӑх куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, пахча ҫимӗҫ тата чечек ҫстееркен предприятие ҫитсе курнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, енсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки ал пусмалла.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулма пилӗк ҫын — ҫав шутра республикӑн вӗренӳ министрӗ те пур — ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Кандидатсене аслӑ шкулӑн ӑсчахсен канашӗ тата Чӑваш Енти университетсемпе институтсен реткорӗсен канашӗ ырланӑ-мӗн.
Ректор пуканне куҫ хывнисем, тӳррипе, тата ытларах пулнӑ иккен. Анчах вӗсенчен пӗрне, улттӑмӗшне, Мускаври автотранспорт институчӗн Атӑлҫи филиалӗн директорӗн ҫумӗ Виталий Михайлов кирлӗ мӗнпур хута хатӗрлесе паман иккен. Ҫавна пула ӑна списока кӗртмен. Ҫапла вара кандидатсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗ Юрий Исаев, Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Шупашкарти филиалӗн кафедрин пуҫлӑхӗ Нина Семедова-Полупан, республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Андрей Александров, юлашкинчен асӑннӑ университетӑн кафедра пуҫлӑхӗ Анатолий Яковлев.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ректор пулас шанчӑк пилӗк кандидатран иккӗшӗн уйрӑмах пысӑк: республикӑн вӗренӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗн Андрей Александровӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |