Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ.
Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ.
Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ.
Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Канаш хулинчи депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынна тӗпчевҫӗсем ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӑх тарҫине тӗпчевҫӗсем муниципалитет килӗшӗвне пурнӑҫланӑ чух 600 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Канаш хула администрацийӗ асӑннӑ ҫын ертсе пыракан предприятипе хулари Павлов урамне юсама 1,3 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Тепӗр уйӑхра асӑннӑ компани администрацие ӗҫе вӗҫлени пирки суя хутсем тӑратнӑ. Анчах ӗҫе хайхи 700 пин тенкӗрен кӑшт ытларах суммӑлӑх кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Администрацинче ӗҫлекенсем ҫынна ытла та шанаканскерсем пулинех — ӗҫшӗн укҫана йӑпӑр-япӑр куҫарса та панӑ.
«Диссернет» пӗрлешӳ Чӑваш Енӗн вице-премьерӗн, финанс министрӗн Светлана Енилинан кандидат диссертацийӗнче плагиат сӗмне асӑрханӑ имӗш. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат маларах асӑннӑ пӗрлешӳ авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
2008 ҫулта Енилина экономика енӗпе диссертаци хӳтӗленӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи Лев Куракаов паллӑ экономист тата политик пулнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ. Енилина ҫав аслӑ шкулта ӑслӑлӑх ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
«Диссернет» тишкернӗ тӑрӑх, Енилина ӗҫӗнче ытти авторсен ӗҫӗсенчен илнӗ самантсем пур имӗш. Светлана Лобова ятлӑ ҫын Алтай енӗн экономикине халалласа диссертаци хӑй вӑхӑтӗнче ҫырнӑ иккен. Енилина унӑн ӗҫне уйрӑмах кӑмӑлланӑ пулать. Пӗр тӗлте 18 страницӑран 17-шӗнче вӑл «Алтай крайӗ» сӑмаха «Чӑваш Республики» тенипе ылмаштарса кӑна пынӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах ыттине ҫаплипех хӑварнӑ пулать.
«Диссернет» пирки каласан, ку интернет-пӗрлешӗве пӗлтӗр йӗркеленӗ. Ӑна пуҫаракансем ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫын ӗҫне вӑрланипе вӑрламаннине, ҫав вӑхӑтра паллӑ общество деятелӗсенне те, тӗрӗслеҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра спорт вӑйлӑ аталанать. Ҫӑлтӑрсемпе хускану тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Халӗ чиновниксем те ӗҫ хыҫҫӑн хускану тума тухаҫҫӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн, финан татас юстици министерствисем ӗҫ кунӗ вӗҫленсен сывлӑха ҫирӗплетме тухаҫҫӗ. Ӑна чупуран пуҫлаҫҫӗ. Вӑл стресса ирттерет, мышцӑсене ҫирӗплетет. Унтан тренажерсем ҫине куҫаҫҫӗ.
Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, малтан хӑшӗ-пӗрине вӑйпа илсе тухмалла пулнӑ. Халӗ вара пурте хӑйсемех тухаҫҫӗ. Медиксем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тренировкӑсем чӗре ӗҫ-хӗлне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Спорт вӑйлӑ аталанать тенӗрен шкулсенче та вӑй-хал культурин урокӗсен йышне ӳстернӗ. Анчах темшӗн вӗсемшӗн чӑваш чӗлхи урокӗсем айӑплӑ пулнӑ тет. Апла-и, капла-и, вырӑнтан пӗлтернӗ тӑрӑх физкультура урокӗсем валли чӑваш чӗлхи урокӗсене чакарнӑ пулать.
Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах.
Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсенчи тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тишкерессипе ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Михаил Васильевич тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ муниципалитетсене хӑйсен тивӗҫне туллин пурнӑҫлама пулӑшмалла тата вӗсен ӗҫне чӑрмав кӳмелле мар тесе палӑртнӑ.
Унтан хӑш орган миҫе хутчен тӗрӗсленине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен кӑҫал ытларах тӗрӗсленӗ пулать, хӑш чухне тӗрӗслевсем пӗр килни те пулнӑ имӗш.
Сӑнсем (16)
Эрне кун Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленипе журналистсем валли пресс-тур йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑх темипе ҫыракан журналистсем валли йыхравланӑ мероприятие Вӑрнар районӗнче йӗркеленӗ. Республика шайӗнчи пичет, теле- тата радиокӑларӑмсенче тӑрӑшакансемпе пӗрлех район хаҫачӗсенче ӗҫлекенсене те пухнӑ.
Журналистсем асӑннӑ районти сӗт-ҫу савутӗнче пулнӑ, унти производствӑпа, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ. Кайран ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Мероприятие харӑсах икӗ министр хутшӑннӑ: ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата информаци политикин министрӗ Валентина Андреева.
Ял хуҫалӑхӗпе ҫыракансене аграри ведомствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Сӑнсем (29)
Ҫулсерен иртекен массӑллӑ спорт мероприятине Чӑваш Енре 2004 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхи паян иртнӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Хӑй те спортпа туслӑ та, физкультурӑпа тата спортпа туслӑ пулнӑшӑн вӑл уява хутшӑнакансене тав тунӑ. «Ӗнер республикӑра Сывлӑх кунӗ иртнӗ май ҫемьесемпех спорт уявӗсене хутшӑнчӗҫ. Паян, ав, тепӗр спорт уявӗ», — тенӗ вӑл.
«Наци кросӗ» чӑннипех те массӑллӑ мероприяти пулса пырать. Пӗлтӗр унта 54 пине яхӑн хутшӑннӑ-мӗн. Кӑҫал ҫанталӑк хитрине кура унта сахаллӑн тухман.
Ӑмӑрту кӑнтӑрлахи 12 сехетре пуҫланнӑ. Старта Марафон чупӑвӗпе XXX Олимпиадӑра бронза медале тивӗҫнӗ Татьяна Архипова уҫнӑ. Михаил Васильевич VIP-чупӑва хутшӑнса 2015 метра чупнӑ.
Сӑнсем (25)
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Пуҫлӑх пуканне Эдурад Львов полиции капитанне шанса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче Львов 10 ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Ҫӗнӗ хуҫапа ҫул-йӗр инспекцийӗн спутник-хулари ӗҫченӗсене паллаштарнӑ ӗнтӗ.
Ведомствӑна унччен ертсе пынӑ Дмитрий Лимонов полиции капитанӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |