Паян Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн Шупашкарта пурӑнакан хастарӗсем тӗп хуламӑрти Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ масар ҫине чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн вил тӑпри патне пухӑннӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — прозаик ҫуралнӑранпа паян 100 ҫул ҫитни. Ҫыравҫӑна аса илме, унӑн вил тӑпри ҫине чечек хума унта пулнисенчен пӗри, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров каланӑ тӑрӑх, 100 ҫын ытла пухӑннӑ.
Пуҫтарӑннисен йышӗнче Илпек Микулайӗн паллӑ романне, «Хура ҫӑкӑра», вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова, ҫыравҫӑн ентешӗ, СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, Шӑмӑршӑ ентешлӗхӗн ертӳҫи Светлана Яковлева, культура министрӗ пулнӑ Герольд Алексеев, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виктор Бондарев, РСФСР тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Нина Григорьева тата ыттисем пулнӑ. Нина Григорьева «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх лартнӑ спектакль тӗп чӑваш театрӗн сцени ҫинче 18 ҫул ӑнӑҫлӑ пынине аса илнӗ.
Пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ Анатолий Ухтияров хӑйӗн ашшӗ Илпек Микулайӗпе тантӑш пулни, чиркӳпе прихут шкулӗнче пӗрле вӗренни, Илпек Микулайӗ яла фронт машинипе килсе кӗни асра юлни пирки каланине асӑнса хӑварнӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин сенаторӗн должноҫне Николай Федорова, пирӗн республикӑн экс-президентне, сӗнесшӗн.
Кун пирки Михаил Васильевич ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин ҫынни пулмашкӑн Николай Федорова сӗнесшӗн.
Сӑмах май, Федераци Канашӗнче кашни регионтан икӗ сенатор: Патшалӑх Канашӗнчен тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчен.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ахаль специалист мар, министрӑн ҫумӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара информаци политикин министрӗн ҫумӗн пуканне Александр Сидоронко йышӑннӑ. Ку должноҫ унчченхи ҫум Алексей Новиков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн ирӗкленсе юлнӑччӗ.
Александр Сидоренко Чӑваш Ен правительствинче унччен ӗҫленӗ-ха. 2003 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин ҫыхӑну тата информатизаци патшалӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ, 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — асӑннӑ комитет ертӳҫинче. 2007 ҫулхи нарӑсра ӑна каллех ертӳҫӗн ҫумне куҫарнӑ. 2011 ҫул вӗҫӗнче ӑна отставкӑна янӑ.
Александр Сидоренко 1982-мӗш ҫулта Шупашкарти машиностроени техникумне вӗренсе пӗтернӗ, 1996-мӗшӗнче — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче техника тытӑмӗсен управленийӗ тата информатики енӗпе диплом алла илнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын экзотикӑлла кайӑксене тытать иккен. Фермер килӗнче турткӑш тата фазан хӑйсене хуҫа пек тытса ҫӳреҫҫӗ. Усрас тесен тем те тытма юрать-ха, анчах Ҫӗрпӳ фермерӗ кайӑксене профилактика карантинӗ витӗр кӑларман имӗш. Вӑл вӗсене пуллорозпа, туберкеркулезпа, ерекен тата ытти чирпе аптӑранине те тӗрӗслеттермен. Ҫакӑ федераци саккуне пӑсни шутланать. Куншӑн пуҫран шӑлмаҫҫӗ.
Шӑпах ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнӑ та. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем фермера административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ май (ку органӑн апла тума ирӗк пур) виҫӗ пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма мӗнпур тӗрӗслев материалӗсене чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешекен районти станцине ҫитернӗ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ орган.
Раҫҫей Президенчӗн ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика прокурорӗ пулма Сергей Легостаева лартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗ сессийӗнче депутатсем республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухса унӑн кандидатурине ырланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗччӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ.
Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенче халӑхпа тӗл пулнӑ. Йышӑну кунне ЧР Суд приставӗсен службин ертӳҫи Анатолий Иванов, ЧР Ветеринари тата фитосанитари надзорӗн службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Палькин, ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Раиса Павлова, прокурорсемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Тӗлпулура ҫынсем ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнипе, алимент шыраса илессипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе, страховани организацийӗсем хушма пулӑшу ӗҫӗсене вӑйпах сӗннипе, ял хуҫалӑх тӗллевлӗ ҫӗрсене тивӗҫлӗ усӑ курманран туртса илнипе ҫыхӑннӑ тата ытти ыйтӑва хускатнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерарцийӗн Спорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫпе хӳтӗлеве — хатӗр!» (ГТО) комплекса ӗҫе кӗртес ыйтусене тишкернӗ.
Тӗп доклада Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко тунӑ. Вӑл ҫӗршывра ӖХХ комплексӗ ҫӗнӗрен вӑй илме пуҫланӑранпа ҫулталӑк иртнине палӑртнӑ май ҫак вӑхӑтра сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ.
Виталий Мутко квалификациллӗ кадрсем (специалистсем, тӳресем) хатӗрлес енӗпе ӗҫлемелле, медицина тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать иккен.
ГТО комплексӗ ҫӗршывра физкультурӑпа спорт аталанӑвне пулӑшма тивӗҫлӗ. Ҫакӑнта регионсен тӳпи пысӑк. Виталий Мутко тӗслӗхшӗн Чӑваш Республикине асӑннӑ. Юлашки ҫулсенче пирӗн патра спорт объекчӗсем сахал мар тунӑ, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тата унӑн ҫемйин тупӑшӗ пирки информаци тухнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр регион пуҫлӑхӗ 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна вара 415 пин тенкӗ ҫеҫ илнӗ. Игнатьевсен 18 ҫул тултарман хӗрӗ те тупӑш пирки отчет тунӑ. Вӑл пӗлтӗр 15 пин те 247 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унчченхипе танлаштарсан, Михаил Игнатьевӑн тӗп ӗҫ вырӑнӗнчи тупӑшӗ 300 ытла пин тенкӗ ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ хысна укҫине перекетлес тӗллевпе пысӑк чиновниксен шалӑвне 10 процент чакарма йышӑннӑ. Ҫав шутра — ЧР Элтеперӗ те. Хушӑва Михаил Игнатьев пушӑн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Паянхи кун тӗлне Игнатьевсен ҫемйинче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Вӗсен калӑпӑшӗ — 83522 тӑваткал метр. Ҫавӑн пекех Игнатьевсен 2 ҫурт, 2 хваттер, гараж боксӗ тата «Mercedes-Benz B 170» урапа.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин та ҫулталӑкри хӑйӗн тупӑшне кӑтартнӑ. 2013 ҫулпа танлаштарсан, тупӑшӗ икӗ хут ӳснӗ. Владимир Путин 7,654 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унччен ку 3,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Республикин Геоинформаци порталӗнче ҫӗр саккунне хӑш районта ытларах пӑсни пирки пӗлме пулать. Ку информацие нумаях пулмасть вырнаҫтарма тытӑннӑ. Унта 2011–2015 ҫулсенчи тӗрӗслевсемпе паллаштараҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫакӑн йышши хыпарпа паллашма май туса параканнисем — Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви тата Росреестрӑн республикӑри управленийӗ.
Геоинформаци порталне 2013 ҫулхи ҫулла ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Унтанпа вӑл ҫӗнӗ хыпарсемпе пуянланса пырать. Унта республика территорийӗнче вырнаҫнӑ объектсем пирки пӗлме пулать. Хальлӗхе ун пек информаци 8,5 пин ытла объекта пырса тивет. Вӗсен шутӗнче культура эткерлӗхӗ шутланаканнисем те, инвестици лапамӗсем те, суту-илӳ точки вырнаҫтарма юракан вырӑнсем те пур.
Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем — Анатолий Аксаковпа Алена Аршинова — Раҫҫейри чи малашлӑхлӑ тата публикӑллӑ политиксем шутланаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывра кӑҫалхи нарӑс–ака уйӑхӗсенче ирттернӗ танлашӑм тӑрӑх чи паллӑ 100 политик йышне кӗнӗ.
Танлашӑма Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗ ирттернӗ. Списока тӑватӑ ушкӑна пайланӑ: «Малта пыракансем», «Ҫӳле хӑпаракансем», «Тӑнӑҫ вырӑнтисем», «Анса пыракансем».
Анатолий Аксаков 15 вырӑн йышӑнса «Ҫӳле хӑпаракансен» йышне лекнӗ. Унчченхи танлашӑмринчен вӑл пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Алена Аршинова ҫамрӑк пулин те ятлӑ-сумлӑ теме юрать. Вӑл «Тӑнӑҫ вырӑнтисен» йышне кӗнӗ. 100 политик хушшинче Аршинова 51-мӗш вырӑн йышӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |