Ҫӗнӗ Шупашкарти «Тӗкӗрҫ ращи» культурӑпа кану центрӗнче мини-зоокӗтес уҫӑлнӑ. Унта ятарлӑ вольерсем лартнӑ, тӑватӑ пакша илсе килнӗ.
Зоокӗтес паян, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Ку — ҫӗнӗ шупашкарсемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Вольерсене хӑш чӗрчуна вырнаҫтарассине нумай шутланӑ. Кайран пакша яма шут тытнӑ. Ку — Ҫӗнӗ Шупашкар палли. Малашне унта чӗрчунсем хутшӑнасса пӗлтерет тӳре-шара.
Уява килнӗ ачасем питӗ савӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри пакшана вӑрттӑн та ачашлама пултарнӑ. Анчах малашне вӗсене тыттарма, ачашлаттарма чарӗҫ. Ку — чӗрчунсен тата ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Хӗлле вольерсене хӑтлӑлатӗҫ, ӑшӑрах тӑвӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинче диаспорӑсен хутшӑнӑвӗсен ыйтӑвӗсен регионсен хушшинчи конференци» иртнӗ. Ӑна Шупашкарти «Таджикисен диаспори» тата Мускаври граждан тӗрӗслевӗн комитечӗ йӗркеленӗ.
Унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков тата унӑн пулӑшуҫи Геннадий Мандрейкин, Наци радиовӗ те хутшӑннӑ.
Мероприяти пуҫланас умӗн конференци иртекен зала ФСБ спецназӗ вирхӗнсе кӗнӗ те таджиксене автобуса лартса полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Икӗ сехет тытнӑ вӗсене унта, кайран янӑ. Мӗншӗн тытса чарнӑ таджиксене? Документсене тӗрӗсленӗ имӗш.
Конференцие хутшӑнакансем ҫакна курса питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӗсен шухӑшӗпе диаспорӑсен хушшинчи лару-тӑрӑва ҫивӗчлетет. ФСБ кансӗрленӗ пулсан та мероприятие ирттернӗ.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче «Долгое время» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна 2012 ҫулта Егор Гайдар вилнӗ хыҫҫӑн ӳкернӗ. Ӑна пушӑн 19-мӗшӗ валли, Егор Тимурович 54 ҫул тултармалла пулнӑ чухне, хатӗрлесе пӗтернӗ.
Алексей Кудрин вице-премьер, Роснано пуҫлӑхӗ Анатолий Чубайс, экономика экс-министрӗ Андрей Нечаев тата ыттисем экономика реформисем епле ҫуралнине аса илеҫҫӗ.
Гайдарӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ачисем Мария тата Петр ашшӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Фильмра Егор Гайдарӑн хваттерӗне те ӳкернӗ. Вӑл Борис Ельцинпа кӳршӗллӗ пурӑннӑ.
Фильма Егор Гайдарпа тунӑ интервьюсене кӗртнӗ. Ӑна темиҫе ҫул каяллах ӳкернӗ-мӗн, анчах вӑл экран ҫине тухман.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче пурне те 119-мӗш пӳлӗмре 15 сехетре кӗтеҫҫӗ.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫынна тӑватӑ сехетре ҫывӑрса канма май паракан сехете хакланӑ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансене вӑл унпа правительство пайташӗсене тивӗҫтерме ыйтнӑ.
«Пире кун пек прибор кирлӗ. Тренировкӑсем ирттерсе пӗтерсен пире, Сергей Сергеевичпа (кунта сӑмах Мускав мэрӗ Собянин пирки пырать. — авт.)» иксӗмӗре тата правительствӑн мӗнпур пайташне ярса парӑр», — тенӗ вӑл шӳтлесе.
Ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫӗнӗ гаджета Мускавра технопарк уҫнӑ вӑхӑтра кӑтартнӑ. Сулӑна алла тӑхӑнмалла иккен. Вара вӑл пуҫ мимин импульсне шутласа пырать те тарӑннӑн ҫывӑрас вӑхӑта тӑсать.
Гаджета шухӑшласа кӑларакансем ахаль ҫынна ҫыврӑса тӑранма пӗтӗмпе тӑватӑ сехет кирлӗ. Ҫав шутран иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрма, иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрасси патне ҫитме. Ҫӗнӗ хатӗр ҫак вӑхӑта кӗскетет иккен те темиҫе минут та ҫитет-мӗн. Ун пек хатӗр правительство пайташӗсене ларура ҫывӑрса каясран кирлӗ тесе шӳтленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Ҫимӗкре тата ваттисен кунӗнче транспорт мӗнлерех ҫӳресси пирки алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 7-ччен Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Ю.Фучик урамӗ таран, Карачура масарӗ патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патне ҫити, пассажир автобусӗсене, пассажир тата тиев турттармалли ирӗк пур ҫӑмӑл таксисене, ятарлӑ транспорта ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Трансортсем Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи тӳремре тӑрӗҫ. «Чӑвашавтотранс» ертӳлӗхне 14-мӗш номерлӗ 40 автобусран кая мар, 10-мӗш номерлӗ 6 автобуса яхӑн, 249-мӗш номерлӗ 30 автобусран кая мар яма сӗннӗ.
ЧР Транспорт министерстви ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче 232-мӗш номерлӗ маршрутка (Явӑшри ҫӑвана ҫити каять) тата 331-мӗш маршуртка (Карачура масарӗ таран ҫитӗ) схемисене тӑсӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта шӑпӑрлансем ирхине хускану тӑвӗҫ. «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» ятпа иртӗ вӑл.
Мероприяти Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 пин ытла ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче ача пахчине ҫӳрекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗсем пулмалла.
Уява республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн председателӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ.
Ачасем флешмоба хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Шупашкарти ача пахчисенче репетицисем пуҫланнӑ. Вӗсем валли хусканусене маларах хатӗрленӗ.
Аса илтермешкӗн: ачасен хусканӑвӗ пӗрремӗш хут пӗлтӗр иртнӗ. Унта 15 пин ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал мероприятие ирттермешкӗн аслисен хусканӑвӗ хавхалантарнӑ. Ун чухне вӑл Гиннесс рекорчӗсен Раҫҫейри тата Европӑри кӗнекисене кӗнӗччӗ.
РФ Сывлӑх министерстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсен этика кодексӗн проектне хатӗрленине «Известия» хаҫат пӗлтерет. Унта 25 статья-мӗн.
Документпа килӗшуллӗн, медицина ӗҫченӗсен хӑйсен професси ӗҫ-хӗлне рекламӑлама ирӗк ҫук. Ҫавӑн пекех вӗсен ӗҫтешӗсем тата вӗсен ӗҫӗ пирки пациентсен тата вӗсен тӑванӗсен умӗнче хурласа калама юрамасть. Кодексра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫтешӗсен тӗлӗшпе асӑрхаттарнине аргументпа ҫирӗплетмелле, вӗсене кӳрентермелле мар.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче вӑй хуракансен пирус туртма, хӑйӗн сывлӑхне ытти мелсемпе сиен кӳме те юрамасть. Проектра сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмаллине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен ку йӗркене МИХсем урлӑ пропагандӑламалла.
Этика кодексне нарӑс уйӑхӗнче Ольга Голодец вице-премьер хатӗрлеме хушнӑ. Вӑл тухтӑрсенчен пуҫласа регистратура ӗҫченӗсем таранах пырса тивмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ юлашки шӑнкӑрав уявне паллӑ тунӑ. Иван Игнатьева ҫакӑнпа саламлама, паллах, ашшӗпе амӑшӗ Михаил Васильевичпа Лариса Юрьевна шкула килнӗ. Иван Шупашкарти 5-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Михаил Игнатьев выпускниксен умӗнче тухса калаҫнӑ, яш-хӗре вӗсен пуласлӑхӗ хӑйсен алинче пулнине аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫамрӑксене пулӑшу кӳрессипе республика правительстви нумай ӗҫленине палӑртнӑ.
Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗренсе тухакан ачасем сӑмах илнӗ, концерт лартнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Ен шкулӗсенчен 11-мӗш класран 6,5 пин ача вӗренсе тухать, 9-мӗш класран — 11,2 пин.
Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ.
Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ.
ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.
Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ.
Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |