Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ.
Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур.
Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать.
Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (8)
ЧР Сывлӑх министерстви пӗтӗмлетӳ тунӑ. Савӑнмаллиех. Ведомство ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсем нумайрах пурӑнма тытӑннӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин кӑтартӑвӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫыннӑн пурнӑҫӗ 2 ҫул вӑрӑмланнӑ. Нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ вара 20 процент нумайланнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 64 ҫын 100 ҫула парӑнтарнӑ. ЧР сывлӑх министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова хӑйӗн «Республикӑри халӑхӑн сывлӑхӗ пирки» патшалӑх докладне тунӑ чухне сывлӑх тытӑмне ҫӗнетни пилӗк ҫулта ҫын вилеслӗхне 8 процент чакарма май панине палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и — ҫапах республикӑра тухтӑрсем пурпӗрех ҫитмеҫҫӗ-мӗн.
Вӑрмар район администрацине малашне Александр Тихонов ертсе пырӗ. Районшӑн ҫак тӳре ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен вӑл район администрацийӗн строительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайне ертсе пынӑ.
Александр Тихонов кандидатурине вырӑнти депутатсем ҫак эрнере хӑйсен ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Унччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кандидатурине республика шайӗнчи комисси пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.
Александр Иванович 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мари Элти патшалӑхӑн техника университетӗнче «Промышленноҫ тата гражданла строительство» специальноҫе алла илнӗ хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи юсавпа строительство управленийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2004–2008-мӗш ҫулсенче вӑл район администрацийӗнче строительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, архитектура, транспорт, промышленноҫ тата ҫыхӑну управленийӗнче тӗп специалистра тар тӑкма пуҫланӑ. 2011 ҫулта ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма лартнӑ, пӗлтӗрхи кӑрлачран пӗрремӗш ҫум пулса тимленӗ.
Маларах Комсомольски район администраци пуҫлӑхӗ ылмашни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Кирек кам та хӑйӗн ачи-пӑчине ырӑ тӑвасшӑн. Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хӗрӗшӗн тӑрӑшнӑ. Анчах чӗрҫи ҫинче сиктерсе, пуҫран шӑлса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнипех ҫырлахман вӑл, ӑна укҫаллӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Саккунлӑ мар майпа.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ май ашшӗ хӗрӗ ялта пурӑнать, унта ҫурт хӑпартма укҫа тӑкакланӑ тесе социаллӑ тӳлев илес тенӗ. Шупашкарта ҫемйипе пурӑнаканскере унччен шутра тӑнӑ вырӑнтан кӑларса паллакансем патне пропискӑна тӑратнӑ. Унта, чӑн та, ҫемьене пурӑнма хӗсӗк пулнӑ. Капла туни ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмаллине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Кайран ӑна вӑл ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтлисен районти списокне те кӗрттернӗ. Ӗҫ кал-кал пынӑ — кӗҫех 420 пин ытларах тенкӗ пуҫлӑх хӗрне тивӗҫнӗ. Вӑл «кӗмӗле» федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ.
Улталаса патшалӑхран укҫа илнӗ пуҫлӑх хӗрӗ пирки те, пуҫлӑх пирки те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ҫак икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать.
Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ пирки хатӗрленӗ прогноза тишкернӗ. Михаил Васильевич Экономика министерстви тата Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ план пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Цифрӑсене вӑл пӗчӗк тесе хурланӑ. Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана промышленноҫ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсем тата инфляци шайӗ пирки палӑртни уйрӑмах тӗлӗнтернӗ.
— Эсир ӗҫлесшӗн-и? — ыйтнӑ иккен Михаил Игнатьев.
— Ӗҫлетпӗр, — хуравланӑ Владимир Аврелькин министр.
«Кам тӗрӗсрех прогноз парать, правительствӑн ҫӗнӗ йышӗнче ӗҫлеме ҫавӑн министрта ӗҫлеме ирӗк пулӗ», — тесе асӑрхаттарнӑ Михаил Васильевич.
Арбитраж управляющийӗсем экзамен тытаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх университетӗнче арбитраж управляющийӗ пулма вӗреннӗ ушкӑна экзамен тыттарнӑ. Вӗсен пӗлӗвне Росреестрӑн Чвӑаш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Татьяна Расколова ертсе пыракан комисси тӗрӗсленӗ. Экзамен тыттаракансен йышӗнче ҫавӑн пекех университетӑн преподавателӗсем: финанс правин кафедрин заведующийӗ, юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Светлана Верещак доцент, менеджмент тата маркетинг кафедра заведующийӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Владимир Гурджиян, бухгалтер учечӗн, анализӗн тата аудичӗн кафедрин заведующийӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Мария Львова доцент пулнӑ.
Экзамен тытнӑ 12 ҫынтан вуннӑшӗ хӑйсен пӗлӗвне япӑх мар кӑтартса панӑ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗнче свидетельство парӗҫ. Экзамен тытайманнисем каярах пӗлӗве тепӗр хут тӗрӗслӗҫ.
Ҫапла вара кӑҫал 19 ҫын предприятие кризисран ирӗк илнӗ.
Чӑваш Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулса маларах Михаил Вансяцкий журналист ӗҫленӗччӗ. Нумаях пулмасть ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Халӗ вара Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи должноҫне Светлана Каликовӑна лартасси пирки официаллӑ йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. «Каликова Светлана Анатольевнана малтанхи должноҫрен хӑтарса Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫине лартас», — тесе ҫырнӑ Михаил Игнатьев Хушӑвӗнче.
Светлана Каликова маларах Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи шутланнӑччӗ. Вӑл нумаях пулмасть журналистсемпе тата блогерсемпе тӗлпулу та йӗркеленӗччӗ. Вӗсемпе вӑл тата Элтепер Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев курнӑҫнӑччӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑччӗ.
«Ирӗклӗх» чӑваш организацийӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан ҫынсен паспортӗнче чӑвашла ҫырнӑ вкладыш тума ыйтнӑ.
Ҫакна вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ. Авторӗсем Раҫҫей саккунӗ наци республикинче паспорт вкладышӗнче республика гербне, тӑван чӗлхепе информаци ҫырма ирӗк панине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли Тутарстан Республикинче, Пушкӑрт Республикинче тата Якутире пур-мӗн. Вӗсем ӑна Чӑваш Енре те тутарасшӑн.
Пуҫаруҫӑсем вкладыша тӑватӑ страницӑллӑ тума сӗнеҫҫӗ. Унта республика гербӗ, паспорт панӑ вырӑн, ҫын пирки информаци пулмалла. Ҫакна йӑлтах чӑвашла ҫырмалла.
Палӑртмалла: хастарсем хӑш наци ҫынни пулнине палӑртакан йӗрке тума ыйтмаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр республикӑра ҫакна тавӑрма ыйтнӑ-мӗн.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевӑн урапине каллех ҫул-йӗр правилине пӑснине асӑрханӑ. Хальхинче видеона утӑн 13-мӗшӗнче 17 сехет те 51 минутра Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонтан Максим Горький проспекчӗ еннелле кайнӑ чухне ӳкернӗ.
Урапа кирлӗ йӗр ҫинче чарӑнман, светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне ҫул ҫине тухнӑ. Нумаях пулмасть Игнатьев урапи хула тулашӗнчи ҫул ҫинче йӗркене пӑснӑ-мӗн. Вӑл нумай машина пулнӑран вӗсене ҫул хӗррипе хӑваласа иртсе кайнӑ. Водитель тивӗҫлипе явап тытнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӑна 1500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
«Пирӗн водительсен тата ҫуран ҫӳрекенсен культурине лайӑхлатмалла. Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнни ҫеҫ инкекрен сыхлать», — ҫапла пӗлтернӗ Михаил Игнатьев утӑн 2-мӗшӗнче.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӗрлехи суйлав кунӗ тесе йышӑннӑ. Раҫҫейӗпех ҫапла. Ҫав кун ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче Пуҫлӑхсене суйлӗҫ. Регионсен ертӳҫисене палӑртнипе пӗрлех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене те суйлӗҫ.
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперне суйлӑпӑр. Кунсӑр пуҫне 317 муниципалитет пӗрлешӗвӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем валли 3746 мандат пулӗ. Ҫав шутран 3194-шӗ — ял тата хула тӑрӑхӗсен депутачӗсем, муниципалитет районӗсен тата хула округӗсен депутачӗсене 552 ҫынна суйламалла.
Депутат пулас шухӑшлисем те, Элтепер пуканне куҫ хывнисем те хальхи вӑхӑтра хутсене республикӑн Тӗп суйлав комиссине тӑратма пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 109 кандидата шута илнӗ. Вӗсенчен 74,31 проценчӗ арҫынсем иккен. 50–59 ҫулхисем 29,36 процент йышӑнаҫҫӗ-мӗн. Пӗлӳ шайне илсен, аслӑ пӗлӳллисем — 45,87 процент. Ӗҫ вырӑннӗпе хакласан, экономикӑра тӑрӑшакансем — 22,02 процент. Служащисем — 31,19 процент.
Аса илтеретпӗр, Элтепер пулас шухӑшлисен хутсене ҫак уйӑхӗн 24-мӗшӗ хыҫҫӑн йышӑнма пӑрахаҫҫӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха суйланакансене — ҫурлан 3-мӗшӗ хыҫҫӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |