Чӑваш Енре тӳре-шарана вӗрентме пуҫлӗҫ. Ӗҫлеме ӑс-тӑн параканнисем — тӳре-шара хӑех.
Патшалӑх служащийӗсене вӗрентесси пирки республикӑн правительстви ятарлӑ йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе сӑнавлӑ майпа ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шарана тӳре-шара вӗрентӗ терӗмӗр те, ку саманта кӑштах уҫӑмлатмалла-тӑр, мӗншӗн тесен хӑйсене хӑйсем ӑс-тӑн панӑн пулса тухать. Сӑмахӗ вара аслисем ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫав ӗҫе кӳлӗннисене, вӗрентесси пирки пырать.
Опыт ҫуккисене ӗҫе хӑнӑхтарнишӗн кам тав тутӑр тесе шухӑшламалла мар. Хавхалантарӗҫ. «Кӗмӗлпе». Ӑна ӗҫ укҫи ҫумне хушса тӳлӗҫ. Миҫе тенкӗ лекессине татса калаймӑпӑр та, анчах шалуран 10 процентран ытла тӳлемелле марри паллӑ.
Сӑнавлӑ проекта ҫитес ҫул пуҫарӗҫ, вӑл 2016 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Малтанласа Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ирттерӗҫ.
ЧР Культура министерстви Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурин организацине (ТЮРКСОЙ) кӗресшӗн маррине пӗлтернӗ. Ҫакӑ ведомство «Ирӗклӗх» общество организацийӗ янӑ ҫырӑва хуравланинчен паллӑ. «Ирӗклӗх» ку ыйтӑва ведомствӑна унччен янӑ.
Хуравра акӑ мӗн палӑртнӑ: чӑвашсен пуян культури, унӑн чӗлхи, историйӗ, наци туйӑмӗ тӗрлӗ организацие кӗмесӗрех лайӑх аталанать-мӗн. Культура учрежденийӗсем, пултарулӑх союзӗсем, ӑсчахсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ТЮРКСОЙ йӗркеленӗ тӗрлӗ мероприятие, ҫав шутра уявсене те, хутшӑнаҫҫӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ТЮРКСОЙ организацие кӗменни чӑваш культурине аталанмашкӑн ура хунине пӗлтермест. «Ирӗклӗх» ыйтнине хирӗҫлемелли урӑх салтавсене кӑтартман.
Палӑртмалла: паян Чӑваш Республики Раҫҫейре — тӗрӗк культурин организацине кӗмен пӗртен пӗр тӗрӗк республики. «Ирӗклӗх» министерствӑна янӑ ыйтура ТЮРКСОЙ организацине кӗни тӗрӗк ҫӗршывӗсемпе культура, ӗҫ тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнӑва анлӑлатма пулӑшнине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» министерство хуравне мӑшкӑл вырӑнне йышӑнать. Общество председателӗ Дмитрий Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура министерстви республикӑри лару-тӑруран аякра, чиновниксемшӗн чӑваш культурин аталанӑвӗ пур пӗрех.
Нумаях пулмасть ЧР Информатика политикипе массӑлла коммуникацисен министрне Валентина Андреевӑна ӗҫрен хӑтарнине, ун вырӑнне Александр Иванов йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗ министр ҫумне Любовь Шемаринӑна та должноҫран хӑтарни пирки алӑ пуснӑ.
51 ҫулти Любовь Шемарина ҫак должноҫра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Институт хыҫҫӑн Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче 8 ҫул ӗсленӗ. Чӑваш Республикин суту-илӳ комитетӗнче тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ, унтан — ЧР тулаш ҫыхӑнӑвӗн министерствинче.
Халӗ Александр Ивановӑн ҫумӗсем — Алексей Новиков тата Светлана Каликова.
Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Правительство ҫуртӗнче бассейнлӑ сауна пурри пирки тӗнче тетелӗнчи МИХсем шавлама пуҫларӗҫ. Ачах ку обществӑра иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуратрӗ. Журналистсем тӗрӗслев ирттерме тытӑнчӗҫ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем саунӑна тӑвакансен ячӗсене те асӑнма пуҫларӗҫ. Пӗрисем ку шухӑш ЧР Элтеперӗн аппарачӗн пуҫлӑхӗн Александр Ивановӑн пулнине ӗнентерчӗҫ.
«Про Город» хаҫат лару-тӑрӑва уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ, хӑйӗн тӗрӗслевне ирттернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, проекта кам тунине палӑртма халӗ йывӑр. Анчах ӑна пурнӑҫлакана палӑртма пулать-мӗн. Журналистсем Михаил Игнатьевӑн администрацине шӑнкӑравланӑ. Унта ҫапла хуравланӑ: администраци ҫурчӗн перепланировкине, проект тата смета ӗҫӗсене, килӗшӳсене 2002 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ.
Документсене тишкерес тӗк килӗшӳ 55 миллион та 660 пин тенкӗлӗхе ларнӑ. Хут ҫине ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Вадимир Филатов та алӑ пуснӑ. 2005 ҫулта тепӗр килӗшӳ тунӑ. Вӑл — 3 миллион та 213 пин тенкӗлӗх. 2006 ҫулта ӗҫ проектне ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Александр Гончаров ала пусса ҫирӗплетнӗ. Проект 656 миллион та 679 пин тенкӗлӗх кайса ларнӑ.
«Про Город» журналисчӗсем Правительство ҫуртӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса тума ЧР экс-президенчӗ Николай Федоров вӑхӑтӗнче тума шухӑшланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Юпан 29-мӗшӗнче ирхине Валентина Андреева ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахни пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Кун каҫ енне сулӑнсан ҫӗнӗ министрӑн ячӗ те паллӑ пулчӗ. Вӑл — Александр Иванов. Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Хальччен вӑл ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн администрацине ертсе пынӑ.
Александр Иванов министр ӗҫӗсене пурнӑҫланисӗр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.
Чӑваш Республикин Общество палати коммерцилле мар организацисен, патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, граждан общестивне аталантарас, ҫынсен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе тӑрӑшакансене канашлӑва (форума) йыхравлаҫҫӗ. Ӑна пуҫласа йӗркелеҫҫӗ.
Пухӑнса калаҫнӑ май граждан обществин институчӗсемпе влаҫ органӗсенче вӑй хуракансен хушшинче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явмалла. Анлӑ пухӑва кӑҫалхи раштавӑн пӗрремӗш вунӑкунлӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Форумӑн йӗркелӳ комитечӗ программа проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче чи лайӑх социаллӑ проектсене хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ, секцисем ӗҫлӗҫ. Иккӗмӗш кунӗнче семинар-тренинг йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Секцире нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусене ет сӳтсе явма палӑртнӑ.
Форума хутшӑнас тесен заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен opchr@cap.ru электрон почтӑпа ҫитермеллеӗ Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем, (8352)39-35-86, 39-35-69.
Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ. Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен Валентина Владимировна Андреева йышӑнатчӗ. Унччен вӑл «REGNUM» информаци агентствинче ӗҫленӗччӗ.
Андреевана ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документ хута алӑ пуснӑ кунтан вӑя кӗнине пӗлтернӗ.
Министрӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха кам пурнӑҫласси пирки хальлӗхе информаци курӑнмарӗ.
Правительство ҫуртӗнче вӑрттӑн сауна пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей журналисчӗ Андрей Караулов ку тӗлӗшпе тӗпчев ирттернӗ.
Паян «5 канал» каналпа 23 сехет те 20 минутра «Момент истины» кӑларӑмра кун пирки кӑларӑм эфира тухӗ. Унта Андрей Караулов Правительство ҫуртӗнчи путвалта уҫнӑ сауна пирки тӗпчев тунине кӑтартӗҫ. Вӑл чиновниксемшӗн сывлӑха ҫирӗплетмелли центр-мӗн. Вырӑнти МИХсем ӑна вара «элита сауни» ят панӑ.
«АиФ-Шупашкар» хаҫат официаллӑ запрос тунӑ, ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Вансяцкий Правительство ҫуртӗнче сауна пуррине ҫирӗплетнӗ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина вара сауна ҫуккине халӑх умӗнче ҫирӗплетнӗ.
Малтан Андрей Караулов кӑларӑмсенчен пӗринче Чӑваш чиновникӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ун чухне «Чӑвашавтодор» директорӗ Александр Волков тата ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев пирки пулнӑ сӑмах. Ҫавӑн пеке кӑларӑмра Юрий Моисеев «палӑрнӑ».
Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем.
Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ.
Иртнӗ эрнекун, юпан 17-мӗшӗнче, Шупашкарти 24-мӗш шкул — вӑл Чапаев скверне хирӗҫ вырнаҫнӑ — хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Меропритие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист (вӑл ҫак шкултан 1968 ҫулта вӗренсе тухнӑ) пӗлтернӗ тӑрӑх мероприяти пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑр Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗнче иртнӗ.
Шкула юбилей ячӗпе саламлама тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнчен Алла Самойловӑна, Дмитрий Евсеев, Валерий Филимонов Максим Ладилов депутатсене, Вӗренӳ министерствинчен ҫитнӗ Вячеслав Бычкова тата ыттисене палӑртма пулать.
Мероприятире ачасемпе вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр педагога Хисеп хучӗсемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Юбилей каҫӗ сумлӑ каҫхи апатпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |