Паян 12 сехетре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗрлӗ МИХ-семпе калаҫу ирттерчӗ. Хаш-пӗр ыйтусене хуравламасӑр хӑварчӗ пулин те тӗп шухӑшӗсем ҫакскерсем:
- экономика йывӑр лару-тӑрӑва пирӗн патшалӑхран килмен сӑлтавсене пула лекнӗ;
- экономика ура ҫине тӑратех, кун валли пире 2 ҫулталӑк кирлӗ пулӗ. Малашлӑхра вара эпир ҫак лару-тӑруран ӳсӗмпе кӑна тухӑпӑр.
- эпир хамӑр наци наци интересӗсене хӳтӗлетпӗрех, нимӗнле патшалӑх та пире ура хураймӗ;
- хамӑрӑн ҫара вӑйлӑлатӑпӑр, пенсисене те инфляци шайӗнче пысӑклатсах тӑрӑпӑр;
- хресчен — Раҫҫей халӑхӗн элити;
- саккун тӗп вырӑнта пулмалла, вӗсене пурте пурнӑҫламалла;
- Турципе Китай хальхи вӑхӑтра чи вӑйлӑ аталанакан тӑрӑхсем, ҫавӑнпа та эпир вӗсемпе ҫыхӑнӑва аталантаратпӑр;
- хальхи лару-тӑрушӑн пурте яваплӑ, ҫав шутра эпӗ те (Путин В.В.), правительство членӗсем те, регионсем шайӗни пур тӳре-шара та;
- влаҫ органӗсем халӑх хушшинче хирӗҫӳлӗхе пуҫармаҫҫӗ, влаҫрисен ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшменнисене ура хумаҫҫӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ вахӑтра эпир хамӑр твиттерта чӑвашла онлайн ертсе пытӑмӑр.
ЧР Правительство ҫуртӗнче сауна пулнине пӗлсен обществӑра кун пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӗ те калаҫаҫҫӗ.
Ку ӗҫ пирки тӗнче тетелӗнче чылай информаци тухрӗ, кун ҫинчен федераци телеканалӗ те кӑтартрӗ. Шӑв-шав шӑпланман-ха.
Халӗ кунпа федерацин монополипе кӗрешекен служба кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ведомствӑна подрядчике палӑртнӑ чухне саккуна епле пӑхӑнни интереслентерет.
Монополипе кӗрешекен службӑн ҫивӗч куҫӗ тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗ, «Капиталлӑ строительствӑн республикӑри управленийӗ», тата виҫӗ министерство — Пурлӑх, Финанс, Строительство министерствисем — лекнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсем сауна тумашкӑн илнӗ кредита саплаштармашкӑн кӑна республикӑри хыснаран 100 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ.
Федераци Канашӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех мӗншӗн пӑрахӑҫлани пирки кӗске информацире каламан. Федераци Канашӗн ертӳҫи Валентино Матвиенко Галина Николаевана ӗҫшӗн тав тунӑ иккен тата Хисеп грамоти тыттарнӑ.
Вӑхӑт ҫитичченех элчӗ правине тепӗр ҫын тӗлӗшпе те пӑрахӑҫланӑ. Вӑл — Белгород облаҫӗн саккун кӑларакан органӗн элчи Вадим Мошкович.
Аса илтеретпӗр, Галина Николаевана Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе 2012 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Федераци Канашӗн пайташне лартнӑ. Унччен ҫак явапа Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров пурнӑҫланӑ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен планеркӑра аппаратри тӳре-шара йышне чакарасси пирки пӗлтернӗ.
Леонид Черкесов Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене 50 процент таран чакарасси пирки каланӑ. Ҫав пушаннӑ укҫана ача пахчинче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме ярасшӑн. Кун пирки Шупашкар мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкар мэрӗ хула администрацине тата структура подразделенийӗсене виҫӗ кунра оптимизацилемелли пирки хушу панӑ. Ҫапла майпа унти тӳре-шара 10 процент чакӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ.
Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн.
Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Сӑнсем (5)
Сӑмахӗ кунта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗ сӑнӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравне Патшалӑх Канашӗнче вырнаҫтарни пирки пырать-ха. «Ку куравра — Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем йӗркеленипе ирттернӗ Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти ял уявне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем, ял халӑхӗ тӑван тавралӑха илем кӳрессишӗн тӑрӑшнӑ самантсем», — тесе пӗлтерет ЧНКн пресс-служби.
«Патшалӑх ӗҫне парӑнса ӗҫлекенсем коридорпа иртнӗ май чӑваш ялӗсем хальхи вӑхӑтра мӗнлерех аталанма пуҫланине курса ӗненччӗр», — курав тӗллевне ҫапларах уҫӑмлатать конгресӑн пресс-служби.
Курава уҫма «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов, Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти Сергейпа Елена Сорокинсем, асӑннӑ районти Леонид Фадеев таврапӗлӳҫӗ, Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев хутшӑннӑ.
Курава уҫма Патшалӑх Канашӗнче вӑй хуракансем те пуҫтарӑннӑ паллах. Ҫав йышра асӑннӑ органӑн Аппарат ертӳҫине Анатолий Ухтиярова, ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумне Игорь Кушева асӑннӑ.
Республикӑн саккун кӑларакан органӗнче тӗрлӗ курав унччен те иртнине унта ӗҫлекенсемпе пырса ҫӳрекенсем пӗлеҫҫӗ-ха.
Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗнче, раштавӑн 12-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра Пӗрлехи йышӑну кунӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӑна мар, ҫӗршывӗпех йӗркелемелле. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ хӑй хушнӑ.
Ҫынсене йышӑнмалли пӗрлехи кун 12 сехетре тытӑнса каҫхи 8 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем влаҫӗн тӗрлӗ органӗнче ӗҫлекенсем патне консультаци илме кайма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаципе политикипе массӑллӑ коммуникаци политикин министерстви, тӗслӗхрен, Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10 ҫуртри 6-мӗш хутри 1-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗ. Йышӑнӑва пыракансен паспорт чикма манмалла мар. Малтанласа ҫырӑнма хушаҫҫӗ. Телефон номерӗ – 8 (8352) 64-20-90 е электрон адреспа ҫырса яма юрать: info100@cap.ru.
Енчен те ҫын ӑҫта каймаллине пӗлмесӗр урӑх ведомствӑна кайсан ӑна профильлӗ ведомствӑн специалисчӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшӗҫ. Ҫыхӑнма май килмесен ҫывӑх вӑхӑтрах кирлӗ ҫӗре тепӗр хут ҫитсе килме май туса пама шантараҫҫӗ. Хӑҫан пымаллине ӑна тӳре-шара маларах асӑрхаттарма тивӗҫ.
Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ.
Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ.
Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пыма Сергей Артамонова шаннӑранпа виҫӗ ҫул. Паян вӑл ҫав ӗҫрен кайрӗ.
Хӑйӗн ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявление паян вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче тишкерчӗҫ. Ҫак кӗске вӑхӑтрах ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ районпа сывпуллашнӑ май Сергей Геннадьевич ӗҫе килсенех хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе паллаштарнине ҫынсем ӗненмесӗр те шанмасӑр йышӑннине пытармарӗ. «Айван ҫын ҫине пӑхнӑн пӑхатчӗҫ ун чух вӗсем», — терӗ вӑл ҫав вӑхӑта аса илсе. Тухса калаҫакансенчен пӗри ун пек шухӑшланине уҫҫӑнах каларӗ. «Фантастика тӗнчинчи япаласем тенӗччӗ эпир», — палӑртса хӑварчӗ вӑл. Халӗ Ҫӗрпӳ районӗ вӑйлӑ аталанни пирки калама кирлӗ мар. Пӗр тӗслӗх кӑна — тепӗр ҫӗрте усӑ курман ҫӗрсем пирки калаҫаҫҫӗ пулсан унта ҫӗр ҫитмест иккен.
Патӑрьелте ҫуралнӑ ҫыншӑн Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑх пулса тӑнине палӑртса район активӗпе сывпуллашнӑ чух Сергей Артамонов куҫҫулленмесӗр чӑтаймарӗ. Тӗрӗссипе, зал та йӗрсе ларчӗ. Хӗрарӑмӗсем кӑна мар, арҫынӗсем те кӑмӑл-туйӑма тытса чараймарӗҫ.
Малашне Сергей Геннадьевич яваплӑхӗ тата пысӑкрах пулӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑнӗ.
Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать.
Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |