Ҫак уйӑхӑн юлашки кунӗнче кӑвак Ййӑх курма май килӗ. Тулли Уйӑх ҫав кун кӑвак пулӗ. Ун пекки ҫутҫанталӑкра сайра тӗл пулать. Астрономсем сӑнанӑ тӑрӑх, икӗ-виҫӗ ҫулта пӗрре ҫеҫ.
Кӑвак Уйӑха ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи каҫхине курма май килӗ. Ҫурла уйӑхӑхӗнче Уйӑх икӗ хутчен тулӗ. Пӗрремӗш хутчен вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тулса ҫитнӗ, тепре ыран каҫ ҫапла пулӗ. Кун пек чухне ӑна кӑвак Уйӑх теҫҫӗ.
Кӑвак Уйӑха бинокль е телескопсӑрах курма май килӗ.
Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ. Ҫакна космос аппарачӗ Уйӑхпа ӑнсӑртран ҫапӑннӑ историре пӗрремӗш хут пулса иртнӗ паллӑ пулӑм теме пулать.
Ҫапӑну пирки Билл Грей астроном унчченех каланӑччӗ, вӑл Уйӑхӑн тепӗр енче Гринвичпа 12:25 вӑхӑтра пулса иртмелле пулнӑ. Тӑватӑ тонна таякан объектӑн хӑвӑртлӑхӗ сехетре 9300 км таран танлашнӑ, ҫавӑнпа унӑн кратерӗн диаметрӗ 10-20 метр пулӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхне, траекторине тата ҫапӑну вӑхӑтне ҫӗр ҫинчи телескоппа усӑ курса шутласа кӑларнӑ.
Грей чи малтанах объекта SpaceX ракети пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах та каярахпа, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑнакан ракета Китай космос агенстви Уйӑх тӗпчевӗн программи тӑрӑх 2014 ҫулта вӗҫтерсе янӑскер пулма пултарать.
Кратера каярахпа NASA-ӑн Уйӑх тавра вӗҫекен аппарачӗ тата Уйӑх тавра ҫаврӑнакан инди аппарачӗ ҫеҫ ӳкерсе илме пултараҫҫӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем Уйӑх хупланнине курма пултарӗҫ. Паллах, ҫак хӑйне евӗр илеме пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмасан кӑна асӑрхама май пур.
ТАСС, пӗлтернӗ тӑрӑх, Уйӑх хупланнине ирхи 6 сехет те 34 минутран пуҫласа 9 сехет 51 минутчен курмалла. Уйӑх чи вӑйлӑ хупланнӑ вӑхӑт – 8 сехет те 12 минут.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре пурӑнакансем кунашкал япалана юлашки хутчен пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл тӑватӑ сехете тӑсӑлнӑ. Ҫынсем ун чухне Уйӑх хупланнине сӑн ӳкернӗ.
Пушӑн 20-мӗшӗнче, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хупланӑ кун, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази вӗренекенӗсем ҫак пулӑма сӑнанӑ. Кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шкул картишне MEADE LXD75 телескоп вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗттӗм пленкӑсем илсе килнӗ.
Уйӑх Хӗвеле хупланине икӗ сехет сӑнама пултарнӑ. Ачасем сӑнанӑ кӑна мар, сӑн та ӳкернӗ.
Ҫав самантра иртен-ҫӳрен те шкул картишӗнче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем те 2-3-мӗш классемпе пӗрле тӗлӗнмелле ҫак пулӑма сӑнанӑ.
«Раҫҫейре Уйӑх Хӗвеле пӗтӗмпех тата хӑҫан хуплӗ?» — ҫапла ыйту панӑ чылай ача. Хуравӗ савӑнтараканниех мар. Кун пекки 2061 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ! 2026, 2033, 2043 ҫулсенче те Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хуплӗ, анчах ӑна Таймыр, Камчатка, Чукотка, Якути ҫыннисем ҫеҫ курайӗҫ.
Сӑнсем (9)
Эрнекун, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Раҫҫей ҫыннисем, ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те, астрономи пулӑмне курма пултараҫҫӗ.
«АиФ»-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехет ҫурӑран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен Чӑваш Енре хӗвеле уйӑх хупланине курма май пулӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов та ҫапла пӗлтернӗ: пирӗн республикӑра пурӑнакансем Уйӑх Хӗвеле хупланине 13 сехет ҫурӑра курӗҫ. Ку пулӑм Чӑваш Енри кирек хӑш кӗтесрен те курӑнӗ. Ытларах ҫурҫӗр пайӗнче лайӑх паллӑ пулӗ.
«Википеди» ирӗклӗ энциклопеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — астрономи пулӑмӗ, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах е кӑштах хуплать. Ку тулли уйӑх чухне кӑна пулать. Уйӑхӑн Ҫӗр енчи пайӗ ҫутӑ мар, хӑй уйӑхӗ курӑнмасть.
Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи ҫурҫӗр пайӗнче, Арктикӑра та курӑнӗ.
Associated Press хыпарлав агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Китай вӗҫтерсе янӑ «Юйту» (чӑв. «Уйӑх мулкачӗ») уйӑхҫийӗн куҫаканӗ (лунохочӗ) тӗрӗс тӗкел Уйӑх ҫине анса ларнӑ. Вӑл кӑна мар, ӳкернӗ пӗрремӗш сӑнсене те ярса панӑ имӗш. Вӗсене Китай патшалӑх телекуравӗ тӳрӗ эфиртах кӑтартнӑ теҫҫӗ.
«Юйту» Уйӑх ҫине «Чанъэ-3» космос аппарачӗ ҫинче Асамат кӗпер кӳлмекӗн кратерне (Ҫумӑрсен Тинӗсенче вырнаҫнӑ) аннӑ. Вӑл унта пурӗ 3 уйӑх ӗҫлемелле. Аппарата энергипе хӗвел батарейисем тивӗҫтерӗҫ, ҫавӑн пекех ун ҫинче навигаци тата панорама камерисем, рентген тата инфрахӗрлӗ спектрометрсем пур.
«Чанъэ-3» карапа раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑччӗ. Ку карап Китайӑн Уйӑх программинчи иккӗмӗш тапхӑр шутланать. Виҫҫӗмӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем Уйӑх тӑприне Ҫӗр ҫине илсе килесшӗн. Уйӑх ҫине пӗр-пӗр хатӗре ӑнӑҫлӑ лартма пултарнӑ патшалӑхсен речӗнче Китай — виҫҫӗмӗш. Унччен ку ҫитӗнӗве СССР тата АПШ тунӑччӗ.
Раҫҫейкосмосӗ агентствӑра Уйӑх ҫинче пурӑнмалли станцие йӗркелеме пуҫӑнасси пирки шухӑшлаҫҫӗ имӗш, ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пуҫарӑннӑ. Кун пирки РӐА-н (РАН) космос тӗпчевӗн институчӗн академикӗ Лев Зеленый каласа панӑ.
Институтра Космос ӑслӑлӑхӗн кунне паллӑ тунӑ май ӑсчах ҫапла сӑмахсем каланӑ: «Планлас ӗҫри малтанхи тӗллевсен шутӗнче — Уйӑх ҫинче пилот тытса пыракан пӗр-пӗр форпоста тӑвасси. Федераллӑ космос агентствин ертӳҫи Владимир Александрович Поповкин хушнипе нумай пулмасть ҫак ӗҫе тума ятарлӑ ушкӑн йӗркелерӗмер те».
Ятарлӑ ушкӑнӑн Уйӑха алла илес тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем тунӑ тӗнчери космос фирмисемпе институтсен сӗнӗвӗсене пӗр ҫӑмхана пӗрлештерме тивӗ — ҫак ӗҫе вӑл пуҫӑннӑ та. Базӑн проектне пилӗк ҫул хушшинче, 2013–2018 ҫулсенче, туса ҫитерме планлаҫҫӗ. Радиацинчен хӳтлӗх ҫуккине кура базӑна ҫӗр айӗнче хатӗрлесшӗн.
Уйӑх ҫинчи базӑна унӑн пӗр полюсӗнче йӗркелеме шутлаҫҫӗ — сӑлтавӗ те паллӑ: нумай пулмасть унта пӑрланнӑ шыв тупнӑ. Шӑп та шывпа тивӗҫтересси малтанхи ҫулсенче ҫакнашкал проектсене чӑрмав кӳнӗ иккен.
Лазерлӑ шоу ирттересси пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать ӗнтӗ. Ун пек япала пирки илтмен чӑваш та юлман пуль. Ку хутӗнче вара сӑмах тӗнче уҫлӑхӗ пирки пырӗ.
АПШ-ри NASA агентство космоса ҫӗнӗ аппарат вӗҫтерсе ярасшӑн. Уйӑх ҫывӑхӗнче вӑл 100 талӑкран кая мар ӗҫлемелле иккен. Тӗллевӗ те паллӑ — Уйӑх ҫинчи сывлӑша тата пирӗн платенӑн спутникӗнчи ҫӗр ҫийне тӗпчесси. Ҫак ӗҫе вара лазерпа тӑвасшӑн.
LADEE (Lunar Atmosphere and Dust Environment Explorer) ят илнӗ аппарата авӑнӑн 6-мӗшӗнче хӑпартса ярасшӑн. Мӗн тӗпчесе пӗлнине те вӑл Ҫӗр ҫине лазер пайӑркипе пӗлтермелле имӗш. Ҫак ӗҫе тума виҫӗ илекен-паракан станци пулӑшмалла. Иккӗшне АПШ-ра ӑсталаса лартнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Канар архипелагӗнче вырнаҫнӑ, ӑна Европа космос агентсви туса лартнӑ.
LADEE Уйӑх патне 30 кун вӗҫӗ, тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт ҫыхӑнӑва йӗркелеме кирлӗ пулӗ. Лазер пайӑркине ахаль куҫпа курма май пуррипе ҫуккине ИТАР-ТАСС пӗлтермест ҫав...
Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.
Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |