Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Паян Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене 2019 ҫулшӑн кама парассине татса панӑ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спор пайӗн корреспонденчӗ Андрей Михайлов тивӗҫнӗ. Конкурса вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑх ҫинчен каласа кӑтартакан материалсен ярӑмӗпе хутшӑннӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Чӑваш Ен» НТРК директорӗн ҫумне Александр Магарина пама йышӑннӑ. Александр Николаевич конкурсра Чӑваш Енри паллӑ культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ҫинчен «Самана» телепрограммӑсен ярӑмӗпе ҫӗнтернӗ.
Леонид Ильин премине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат редакторӗ Екатерина Казаковӑна тата «Чӑваш Ен» ПТРКн телекуравӗн продюсерне Екатерина Фоминана парӗҫ.
Премие илме конкурса хутшӑннисен тулли списокӗ кунта.
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пурлӑхне сутма пуҫланӑ. Ҫак предприятие 2018 ҫулта панкрута кӑларнине, унта ӗҫленисене шалу тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш халӑх вӗҫӗмех ҫутатса тӑнӑччӗ.
Унччен чипер ӗҫленӗ предприяти панкрута тухнӑ хыҫҫӑн пурлӑха: автобуссене тата ытти актива — сутаҫҫӗ. Хӑш-пӗр автобуса 150 пин тенкӗрен те йӳнӗрехпе «ярӑнтарнӑ».
Нумаях пулмасть иртнӗ суту-илӗве 243 лот кӑларнӑ. Кун пирки «Чӑвашавтотрансӑн» конкурс управляющийӗ Юрий Парамонов пӗлтернӗ. Ҫав списокра автобуссен йышӗ 100-тен ытла. Вӗсем, тӗпрен илсен, — 2008-2009 ҫулсенче кӑларнӑскерсем. 24 транспорта туянакан тупӑннӑ. 2012 ҫулта туса кӑларнӑ ПАЗ 116 пин тенкӗпе ӑсаннӑ. Чи хакли — 2014 ҫулта ПАЗ никӗсне тӗпе хурса кӑларнӑ, сусӑрсем валли вырӑн пӑхса хӑварнӑ автобус. Ӑна 785 пин тенкӗпе туяннӑ.
Пӗр автобусӑн вӑтам хакӗ 200-300 пин тенке ларнӑ. Вӗсене туянаканӗсем — Пушкӑртстанри, Киров, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата ытти хӑш-пӗр регионти усламҫӑсем.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуспа ҫыхӑнтарассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫӗнӗ маршрута кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑччӗ. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче троллейбуса тӗрӗслемелле ҫула кӑларнӑччӗ.
Паян 100-мӗш троллейбус хутлама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрутпа хальлӗхе 2 троллейбус ҫеҫ ҫӳрет. Ҫитес эрнере тата тепӗр 2 троллейбус ҫула кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Троллейбуссем епле ҫӳренине электрон таблора, buscheb.ru порталта тата «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) приложенире пӑхма пулать.
«Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри ҫул укҫин хакӗ 26 тенкӗпе танлашать, аллӑн укҫа тӳлемесен 25 тенке ларать. Хула тӑрӑх ҫеҫ каймалла пулсан 22 тенкӗ илеҫҫӗ, аллӑн укҫа тӳлемесен — 20 тенкӗ. Проездной билетпа татӑлма май ҫук.
Шупашкарта 18 вулавӑшран 6-шне хупни пирки республикӑра нумай калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ, М.Трубина ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Лев Кассиль ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗ, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров кун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ку преступленирен те хӑрушӑрах. Ку стратегиллӗ йӑнӑш, мӗншӗн тесен хулари вулавӑшсене чакарни чи малтанах Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫне япӑх витӗм кӳрет», - тенӗ вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче. Паянхи кун библиотекӑна ҫӳрекенсен 89 проценчӗ – ачасем, ыттисем – аслисем.
Николай Федоров палӑртнӑ тӑрӑх, вулавӑш фончӗсене ҫывӑхри шкулсене пани пулӑшмӗ, мӗншӗн тесен хупӑ вулавӑш – культурӑн сӳннӗ вучахӗ. Пӗрремӗш президент шухӑшӗпе, Шупашкарта микрорайонсем хута каяҫҫӗ, хӑшӗсенче социаллӑ инфратытӑм ҫукпа пӗрех, ҫавна май ачасен хулари «чӗрӗ» юлнӑ вулавӑшсене инҫете ҫӳреме тивӗ.
Николай Федоров каланӑ тӑрӑх, пуянах мар ытти регионта йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вулавӑш центрӗсем уҫма, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ тупаҫҫех.
Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, 44 ҫулти арҫын, кредит организацийӗсен умӗнче 8 миллион тенке яхӑн парӑма кӗнӗ. Хайхискер парӑма татайман.
Приставсем ҫак арҫыннӑн харпӑрлӑхӗнче 1,5 гектар ҫӗр пуррине палӑртнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Парӑм пулнӑран хресчен фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫак ҫӗр лаптӑкне туртса илме пултараҫҫӗ.
РФ Граждан кодексӗн 278-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, приставсем ҫӗре туртса илмеллине палӑртнӑ заявление Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Куславкка районӗнче 37 ҫулти амӑшӗ икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн уйӑхсерене укҫа тӳлеттерме суд йышӑну тунӑ. Анчах хӗрарӑм хӑнк та туман.
Исполнительнӑй производство пуҫарнӑранпа икӗ уйӑх ытларах иртсен те амӑшӗ ӗҫе вырнаҫма тӑрӑшман, ӗҫсӗр тесе шута та тӑман. Паллӑ ӗнтӗ: алимент тӳлеме укҫи те пулман.
Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те кунашкал айӑплава татманнине шута илнӗ – ӑна тӳрленмелли ӗҫе 1 ҫул та уйӑхлӑха яма йышӑннӑ, ӗҫ укҫинчен патшалӑх валли 5 процент тытса юлӗҫ.
Юлашки ултӑ ҫулта Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттер хакӗ палӑрмаллах ӳснине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫынсем хваттер тара илсе пурӑнасси те анлӑ сарӑлнӑ. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тара илекенсем йышӗ юлашки вӑхӑтра йышланнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах тара илме те йӳнӗ мар. Иртнӗ ҫул аренда хакӗ Раҫҫейре вӑтамран 5-7%, ҫав шутра пӗр пӳлӗмлисем 6,7% ӳснӗ.
Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсене тара илме 70 хуларан 65-шӗнче хакланнӑ. Новокузнецк, Череповец, Аҫтӑрхан, Воронеж, Ярославль, Шупашкар, Якутск, Ӗрӗнпур, Омск тата Махачкала хулисенче хаксем уйрӑмах хӑпарнӑ.
Сарту, Сочи, Пенза, Симферополь тата Липецк хулисенче кӑштах йӳнелнӗ.
Пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илме уйӑхсерен вӑтамран 12,6 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри пур регионта та «Ялти вӗрентекен» программа вӑя кӗнӗ. Малашне яла ӗҫлеме каякан учительсене 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Ҫак шута хула евӗр ялсем те (пурӑнакансен йышӗ 50 пинрен сахалрах тӑк) кӗреҫҫӗ.
Ку программӑпа 55 ҫула ҫимтен вӗрентекенсем усӑ курма пултарӗҫ. Ялта ӗҫлеме кӑмӑл тунисен шкула заявка памалла, конкурс суйлавӗ валли документсене тӑратмалла.
Заявкӑсене, паянтан, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енри шкул ачисем 125 тенкӗ грант ҫӗнсе илме пултарӗҫ. Ӑна математика, информатика тата цифра технологийӗсен предмечӗсене тӑрӑшса вӗренекенсем тивӗҫӗҫ. Конкурс «Цифра экономики валли – кадрсем» проектпа килӗшӳллӗн иртет.
Гранта вӗренӳре пысӑк кӑтартусем тунӑ, олимпиадӑсенче тата ытти конкурсра ҫӗнтернӗ е призер пулнӑ ачасене, профиль предметсемпе ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттернӗ маттур шӑпӑрлансене парӗҫ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал гранта 850 шкул ачи тивӗҫмелле. Документсене Пӗрлехи патшалӑх услугисен порталӗнче онлайн мелпе яма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |