Раҫҫей банкӗ процент ставкине черетлӗ хутчен чакарнӑ. «Российская газета» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хальхинче те банк ставкӑна 0,25 процент пункчӗ чухлӗ пӗчӗклетнӗ. Кӑҫал ставкӑна тек тӗкӗнмӗҫ. Укҫа-тенкӗпе тата кредитпа ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва банк 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тепре пухӑнӗ. Ун чухне епле йышӑнассине тӗрлӗ фактор витӗм кӳрӗ. Сӑмахран, ҫӗршыври инфляци шайӗ, экономика аталанӑвӗ, финанс рынокӗнчи тулаш тата шалти условисем.
Раҫҫей банкӗ халӗ ҫирӗплетнӗ ставка — 6,25 процент. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе процент ставкине пӗтӗмпе 1,5 процент таран чакарнӑ. Анчах кашнинчех пӗчӗкшерӗн. Чи нумай чакарни юпа уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне банк процент ставкине тӳрех 0,5 процент пӗчӗклетнӗ.
Чӑваш Енри ялсенчен йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Апла пулин те ҫак пулӑшушӑн пурте тӳлесшӗн мар.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяшшӑн халӑхӑн 81 проценчӗ тӳлет. Ҫынсен тата предприяти-организацисен парӑмӗ 249,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хуласенче парӑма пухассин виҫи 90 процентпа танлашать, район центрӗсенче — 59 процент. Хулара пурӑнакансен парӑмӗ 75 миллион тенке ҫитнӗ, предприяти-организацисен — 29 миллион тенкӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти пуҫлӑхӗ Виктор Лагуновский нумаях пулмасть иртнӗ канашлура парӑм пысӑккишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Парӑм шыраса илессипе ҫине тӑнине ӗнентернӗ. Ӗҫе вӗҫне ҫитерме уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен тулли даннӑйӗсене пӗлменни кансӗрленине пӗлтернӗ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарӑн экс-мэрне Ирина Клеменьевӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл страхлав компанийӗн укҫине тӑкакланӑ тесе палӑртнӑ. Тӑкак 20 миллион тенкӗпе танлашнӑ тесе шутланӑ.
Ирина Клементьевӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Суд приговора кӑштах ҫемҫетнӗ – экс-мэра колонирен кӑштах маларах кӑларӗҫ. Аслӑ суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн колонире 4 ҫул та 7 уйӑх ирттермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче троллейбуспа ҫӳреме ҫул укҫи хакланӗ. Ҫапла йышӑнӑва асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ҫул укҫине ятарлӑ карттӑпа тӳлесен йӳнӗрех ларӗ. Ҫапла майпа усӑ куракансен 18 тенкӗ тӑкакланӗ. Аллӑн укҫа тӳлесен 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет та хакланнӑ. Малашне ку билета уйрӑм ҫынсемпе организацисем 850 тенкӗпе туянма пултарӗҫ, шкул ачисемпе студентсене 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Троллейбусри ҫӗнӗ хаксем раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, шӑматкун, вӑя кӗрӗҫ.
Сӑмах май каласан, маршруткӑсене кӑмӑллакансем 23 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аллӑн укҫа тыттармасан, карттӑпа усӑ курсан — 19 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен кӗҫех чӑн-чӑн телей пулӗ. Унта хута каякана ача пахчине «Телей» ят пама йышӑннӑ. Вӑл хулара 52-мӗш пулӗ.
Виҫӗ хутлӑ ача пахчине кӑҫал тума пуҫланӑ, унта 10 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Аукционра «СтройГрад» тулли мар яваплӑ общество 117 миллион та 538 пин тенкӗпе выляса илнӗ.
Тӗрӗссипе, ача пахчине чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле пулнӑ, анчах подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн культура пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш 7 метр сарлакӑш, 22 метр ҫӳллӗш. Ӑна 2 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫак хака елкӑна илсе ҫитерни, лартни, ҫутӑсемпе илемлетни кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те чӑрӑш пулнӑ-ха, анчах унӑн усӑ курмалли срокӗ тухнӑ, елка кивелнӗ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ.
17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен.
Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Ксения Егорова ҫемйи икӗ ачапа тӑванӗсен пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче тӗпленнӗ. Ҫемье амӑш укҫипе тата банкран илнӗ кивҫенпе усӑ курса хваттер илме ӗмӗтленнӗ. Пайҫӑ пулса ҫемье 3 миллион тенкӗ хывнӑ. Егоровсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма ӗмӗтленнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тума «Ривьера» компание пурӗ 104 пайҫӑ тупра хывнӑ. Ку вӑл 2018 ҫулта пулнӑ. Анчах кайран строительство ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ.
Ксения Егорова ҫур ҫулта тӗрлӗ инстанцие 20 ытла ҫыру шӑрҫаланӑ. Анчах пӗри те чуна лӑплантармалла хуравламан. Тӳре-шарапа надзор органӗсен хуравне хӗрарӑм ячӗшӗн ҫеҫ шӑрҫалани вырӑнне хурса йышӑнать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри МИХсенчен пӗринче ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Ксения Егорова шӑнкӑравланӑ. Ипотекӑна тӳлес тесе виҫӗ уйӑхри ачана хӑварса ӗҫе тухнине, 30 тӑваткал метрлӑ хваттерте ҫын патӗнче пурӑннин, хӑй ача полклиникинче врачра тӑрӑшнине пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсама федераци хыснинчен укҫа куҫарӗҫ. Ҫӗршывӑн регионӗсене культура объекчӗсене ҫӗнетме Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки калакан хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Ҫитес виҫӗ ҫулта Раҫҫей регионӗсене 3,5 миллиард тенкӗ куҫарса парӗҫ. Укҫа Чӑваш Ене те лекӗ. Кунта Шупашкарти культура учрежденийӗсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ — пур. Унӑн калӑпӑшӗ 8800 пин тӑваткал метра яхӑн. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана кашни объекта юсама уйрӑммӑн палӑртнӑ.
Шупашкарти филармоние 2020 ҫулта хута ямалла. Юсав ӗҫӗ валли федераци хыснинчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче тӑрать.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн автобази кӗҫех ҫӗнелӗ: 5 ҫӗнӗ машина туянма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ҫапла майпа пӗр машина 1,8 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ирттересси пирки Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 8,93 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрӗҫ.
Иномаркӑсенче климат-контроль, ҫумӑр, ҫутӑ тата парковка датчикӗсем, круиз-контроль, харушсӑрлӑх минтерӗ тата карри пулмалла. Ку машинӑсемпе патшалӑх влаҫӗнче вӑй хуракансем ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |