Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Кредит организацийӗн ӗҫ тӑвакан органӗсен прависене чарса лартнӑ.
Раҫҫейӗн Банкӗ кун пек татӑклӑ утӑм патне ахальтен пырса тухман. Етӗрнери коммерци банкӗ банк ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗсене тата Раҫҫейӗн Банкӗ ыйтнине пӑхӑнса пыман. Тупӑша айккине ярассипе кӗрешекен федераци саккунӗ ыйтнине те вӑл ӑша хывсах кайман-мӗн. Унсӑр пуҫне тата «кредиторсемпе вкладчиксемшӗн хӑрушлӑх пуррине кура» лицензие илни пирки Bankir.ru информаци агентстви пӗлтерет.
Активсен виҫине «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ҫӗршывра 630-мӗш йӗркере пулнӑ. Банк вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май унта укҫа упракансен пӑшӑрханма кирлӗ мар: «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ пулӑшу илнӗ. Вӑл «Лукойл» ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Проектсене Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мӑкшӑ, Чӑваш республикисенчен 276 заявка тӑратнӑ. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе палӑртнӑ. 114 программӑран эксперт канашӗ 19 проекта суйласа илнӗ. Ҫав шута Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗпе лекнӗ.
Асӑннӑ проект спектакльсемпе пульницӑсене, ача ҫурчӗсене, социаллӑ реабилитаци центрӗсене, ваттисен ҫурчӗсене тухса ҫӳреме май парать. Ҫав учрежденисене артистсем уйӑхра икӗ хутчен ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ.
Проекта театр 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра 150 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 8 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ патӗнчи Атӑл хӗррине федераци тӗллевӗллӗ «М-7» ҫул ҫинчен ҫитме малашне ҫывӑхланӗ. Унта анма маларах асӑннӑ районти Катькас ялӗ патӗнчен тӳрӗ ҫул сарӗҫ. Асфальт ҫул 4 ҫухрӑм кӑна пулӗ. Ҫула «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май сарма палӑртнӑ. Асӑннӑ инвестици проектне пӗлтӗр федерацин 2011–2018-мӗш ҫулсенче Раҫҫейре туризма аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна кӗртнӗ. Ҫула сарнин тӗллевне туризм инфраструктурин объекчӗсене тума илӗртес тенипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Паянхи куна ҫула хӑҫан ярассине палӑртнӑ. Халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пӑхса хунӑ лаптӑк ҫинче ҫул сарасси пирки ҫавсен хуҫисемпе тата тара илекенсемпе килӗшсе татӑлмалла.
ПТРК тата «Русфонд» чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Вӑрнарта пурӑнакан Ваня Латухина та пулӑшу кирлӗ. Ача сахӑр диабечӗпе аптӑрать. «Русфонд» помпа лартмашкӑн укҫа уйӑрнӑ. Анчах укҫа татах кирлӗ, малалла сипленме.
Ваня сахӑр шайне 4 ҫул тӗрӗслесех тӑрать. Вӑл 13-ре чухне чирлеме тытӑннӑ. Ача пӗр самантрах начарланнӑ, ӳчӗ шуралнӑ. Малтанах сахӑр шайне тытса пынӑ-ха, анчах ача ӳснӗҫемӗн чир те вӑйлӑрах аталаннӑ. Ваня хӑйне укол тума хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Кунне 10 укол таранах тума лекнӗ.
Латухинсем «Русфондран» пӗлтӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем туяннӑ аппаратпа ача юнри сахӑр шайне тытса пырать. Халӗ Ваня хастартарах, спортпа та туслашнӑ.
Помпа терапине малалла тӑсмалла. Ун валли материалсем темиҫе уйӑхлӑха ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем 136 пин тенкӗ ытла тӑраҫҫӗ. Ҫемьешӗн ку укҫа пысӑк. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 101 157 тенкӗ пухӗҫ. 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ваньӑна пулӑшма май пур: 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе СМС-ҫыру ямалла.
Кӑҫалхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне илсен, хуласемпе районсен пӗтӗмӗшле хыснине пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен тупӑш сахалтарах кӗнине Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Пӗтӗмпе 10,8 миллиард тенкӗ кӗнӗ, ку вӑл 600 миллион тенкӗ сахалрах е 5,3 процент.
Тупӑш шайне ӳстернисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта унӑн хисепӗ 38 процент нумайланнӑ, Шупашкар районӗнче — 8,5 процент, Канаш хулипе Йӗпреҫ районӗнче — 5,1 процент, Пӑрачкав районӗнче — 5 процент, Улатӑр районӗнче — 1,7 процент, Комсомольски районӗнче — 1,4 процент.
Хӑйсен тупӑшӗ 18 муниципалитетра чакнӑ. Чи нумай чакни — Ҫӗмӗрле районӗнче (пӗлтӗрхипе танлаштарсан унта тупӑш 80,6 процент кӑна кӗнӗ), Тӑвай районӗ (83,7 процент), Шупашкарта (82,5 процент).
Шупашкарти Агрегат савучӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна 600 пин тенкӗпе юсанӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администарцийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе тимлекен управленийӗ пӗлтернӗ.
Хула администрацийӗнчи тӳре-шара ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти картлашкасем ҫинчи 26 тимӗр плитана паллӑ мар ҫынсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫав ҫынсем плитана вӑрах вӑхӑт пӗҫертнӗ пулать. Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли ҫав вырӑна ҫак уйӑхра тинех юсаса пӗтернӗ.
Ӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртес тесе «Тендер ӗҫӗ-хӗлӗн агентстви» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ пулса юсанӑ. Вӑл тимӗр картлашкасене ҫӗнӗрен хурса тухнӑ, стенасене юсанӑ, хитре урай сарнӑ тата ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Мӗнпур ӗҫе укҫа ҫине куҫарсан хула хыснишӗн тӑкак 600 пин тенке кайса ларнӑ.
Раҫҫей ҫыннисене 10 СИМ-карттӑран ытларах илме чарасшӑн. Ҫакна Раҫҫей банкӗсен ассоциацийӗ пуҫарасшӑн. Банкирсен шухӑшӗпе, ку ултавҫӑсене карас телефон операторӗсен шутӗнчен укҫа вӑрлама чӑрмантарӗ.
Проект пайташӗ Денис Калугин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кашни ҫынна 10 СИМ-карттӑран ытлашши туянма чарасшӑн. Ун чухне картӑсене тӗрӗслекен пӗрлӗхлӗ тытӑм тӑвасшӑн.
Банкирсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ултавҫӑсем телефон шучӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Кӑҫал акӑ ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Операторсем ҫынсене номерсем чылай параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗр номер те илет. Ултавҫӑсем укҫана банкри шутран карас телефон шучӗ ҫине куҫарсан, унтан электронлӑ енчӗкрен ӑна илсен вара ултава чарма та ҫук.
Анчах Ҫыхӑну тата Экономика министерствисем ку пуҫарӑва хирӗҫ. Мӗншӗн тесен ку тӳрӗ кӑмӑллӑ абонентсен прависене пӑсать. Ведомство каланӑ тӑрӑх, ку пур-пӗрех ултавҫӑсене тытса чарас ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн мӗн чухлӗ СИМ-карттӑ илес килет, вӑл ҫавӑн чухлӗ туянма пултарать.
Республикӑра апат-ҫимӗҫ кӑна мар, ҫурт-йӗр хӑпартмалли материалсем хакланса пыраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра кӑна стройматериалпа строительство конструкцийӗ 1,3 процент хакланнӑ. Ку вӑл — ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахипе танлаштарса пӑхсан стройматериал туянма 4,6 процент хаклӑрах ларать.
Строительствӑра кирлӗ хатӗр-хӗтӗре уйрӑммӑн тишкерсен, битум туянма уйрӑмах хакла ларать. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнченинчен 12,8 процент хӑпарса кайнӑ. Плита тавраш, кирпӗч кирлисен кӗсьене 1,3–2,4 процент ҫӳхетме тивнӗ. Хӑйӑр та хакланнӑ — 1 процент.
Ҫав вӑхӑтрах тимӗртен тунӑ шыв тата газ пӑрӑхӗ 4,1 процент йӳнелнӗ, арматура, строительство хутӑшӗ, хатӗр бетон 2,3–1,2 процент, силикат кирпӗч — 0,01 процент.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев тата асӑннӑ министерствӑра пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Геннадий Мусабиров вӑрман саккуна пӑсса кастарса 279 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ тӗпчевҫӗсем.
Вӗсем пирки халӗ Шупашкарти Ленин район сучӗ йышӑну кӑларнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑскерсене иккӗшне те тӗрмене хупмасӑр явап тытармалла тунӑ. Иван Исаева 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса вӑрман хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре патшалӑх должноҫре 3 ҫул ӗҫлеттермелле мар йышӑну кӑлранӑ. Айӑплава суд условлӑ тесе палӑртнӑ. Анчах Иван Исаева амнистиленӗ. Ҫапла вара ӑна айӑплавран хӑтармалла тунӑ, айӑплава та пӑрахӑҫланӑ.
Иван Исаева пӑхӑнса ӗҫленӗ Геннадий Мусабирова та — вырӑссем калашле, «кӗпепе ҫуралнӑ ҫын». Ӑна та амнистиленӗ.
Шупашкарти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хӑш-пӗр тытӑм компанийӗсем ҫурт-йӗре тӗплӗн юсама тесе пухакан тӳлевшӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн пӗр квитанци ярса пама тытӑнӗҫ. Иккӗшӗ расна килни нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансемшӗн меллӗ марччӗ. Пӗрлехи квитанци ҫакна ансатланасса шанмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи квитанципе тӳлеттерес тытӑм ҫине чи малтан «Кӑмӑл» управляющи компани куҫнӑ.
Квитанци тӑрӑх компанире, Перекет банкӗн уйрӑмӗсенче, пуштӑра тӳлеме май килӗ. Уншӑн комисси илмӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енре пурӑнакансем Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗнче Потребителӗн уйрӑм пӳлӗмне кӗрсе счетпа тӳлев пирки хыпарланипе паллашайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |