Улатӑрти 15-мӗш номерлӗ «Шӑпӑрлан» ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнӑ. Кун пирки вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ те шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗнче вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӳлевсӗр йӗркелесси пирки калакан саккуна пӑснине асӑрханӑ. Ача пахчин администрацийӗ ҫурта тата пӳлӗмсене тытса тӑма, юсама ашшӗ-амӑшӗнчен тӑтӑшах укҫа пухнӑ. Ача пахчине вырнаҫтарнӑ чух ашшӗ-амӑшне ушкӑн валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Аслисенчен пухнӑ «кӗмӗлпе», сӑмахран, жалюзи туяннӑ, кавир, тетте, санитарипе гигиена хатӗрӗ. Укҫана ашшӗ-амӑшӗнчен ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ евӗр пухнӑ.
Ача пахчин ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 5.57 статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май ертӳҫӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ.
Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ.
Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать.
Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен.
Ку йышӑну Чӑваш Еншӗн Республика кунӗнче хӑйне евӗр парне пек пулнӑ. РФ Правительствин ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикине ҫамрӑк ҫемьесене социаллӑ тӳлев памашкӑн укҫа уйӑрнӑ.
«Ҫамрӑк ҫемьесене ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн хальхинче Чӑваш Ен валли 158 557,16 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. «Ҫурт-йӗр» федераци программипе килӗшӳллӗн 2011–2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли 227 1140,58 пин тенкӗ уйӑрмалла. Ҫав шутра республика хыснинчен те — 166 929,1 пин тенкӗ. Вырӑнти хыснаран — 60 181,48 пин тенкӗ.
Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ ҫав укҫа-тенкӗпе 550 ҫамрӑк ҫемье ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарӗ.
Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ.
Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ.
Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ.
Чӑваш Енре кивӗ тата авариллӗ ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ малалла пырать. Федераци программи пурнӑҫланма тытӑннӑранпа пин-пин ҫын ҫӗнӗ ҫуртсене куҫнӑ. Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра 2017 ҫулччен авариллӗ ҫуртсенчен хӑтӑлмалла.
Элӗксем ку енӗпе аптӑрамаҫҫӗ. Ку ыйтӑва вӗсем татса панӑпа пӗрех. Халӗ унта нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта ҫеҫ хута ямалли юлнӑ.
Элӗкри Октябрьски урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт хӑварт ӳсет. Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫеҫ фундамент янӑ. Халӗ ав тӑррине те витнӗ. Хваттерсене ҫынсене пама хатӗрленеҫҫӗ ӗнтӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен картише те илемлетсе пӗтерӗҫ. Ҫурт 2000 тӑваткал метрлӑ. Вӗсенчен 460-шӗ авариллӗ ҫуртсенчен куҫаканнисем валли. Кӑҫал района 53 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫапла 57 хваттерти 133 ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫармалла.
Республикӑра ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарас ӗҫе 2017 ҫул тӗлне вӗҫлемеллине каларӑм ӗнтӗ. Кун валли 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку 5 пин ҫемьене ҫӗнӗ ҫурта куҫарма ҫителӗклӗ.
Шупашкарта ӗнер «Ibis» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери AccorHotels сетӗн шутланать-мӗн.
Отеле (хӑна ҫуртне ҫак ют ҫӗршыв сӑмахӗпе усӑ курса палӑртнӑ) уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республикӑн тӗп хулин харӑсах икӗ пуҫлӑхӗ — хулан тата хула администрацийӗн — Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, хутшӑннӑ.
AccorHotels сетӗн пуҫлӑхӗн Раҫҫейре, Грузире тата Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексис Фея пирӗн патра вӗсем хӑйсен хӑна ҫуртне пуҫласа уҫнине пӗлтернӗ. Раҫҫейре вара вӗсен гостиницисем 27 иккен, тӗнчере — 1800. Алексис Фея хӑна ҫуртне хӑвӑрт (икӗ ҫултан та сахалтарах) туса пӗтернине палӑртнӑ. Компани историйӗнче ун пек хӑвӑрт хӑпартса лартни пулман-мӗн.
Михаил Игнатьев ку объекта укҫа хывнӑшӑн тав тунӑ май таса чунлӑ усламҫӑсем пирӗн патра пысӑк инвестици проекчӗсене аталантарма шикленмеҫҫӗ тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Тата Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлакан 110 вырӑнлӑ ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ пушӑ тӑмасса шанать.
Сӑнсем (16)
Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Юрий Исаева тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв кафедрин ертӳҫине Юрий Артемьева парас тенӗ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ.
Хисепе Юрий Исаев виҫӗ монографирен тӑракан ӗҫшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем пурте — ӳсентӑран терминологине халалланӑскерсем: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза», «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Юрий Артемьева вара «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем» ярӑмпа «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнеке кӑларнишӗн лауреат ятне парас тенӗ.
Естествӑлла тата техника ӑслӑлӑхӗ енӗпе патшалӑх премине тивӗҫлӗ кандидастем тупӑнман.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев Шупашкарти элеваторта ӗҫ тупнӑ.
Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен уҫӑ обществин филиалӗ шутланать. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев ҫӗнӗ вырӑнта та пуҫлӑх пуканне йышӑнать. Унта коммерци пайӗн пуҫлӑхӗнче тар тӑкать иккен.
Экс-министра ку должноҫе шанса пани пирки элеваторӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Иван Исаев министрта ӗҫленӗ чухне вӑрмана саккунлӑ мар кастарнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Вӑрманти йывӑҫа саккунлӑ мар кастарнине пула вӑл 300 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ пулать.
Халӗ ку ӗҫпе суд ларӑвӗсем пыраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри ӗнер те иртнӗ. Суд ларӑвне хупӑ меслетпе ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрӗслев ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ _http://www.chuvash.org/news/8871.html_. Прокурорсем мӗн патне пырса тухни халӗ паллӑ иккен.
«Правда ПФО» интернет ҫӑлкуҫ пӗлтерни ҫине таянса «Аргументы и Факты» хаҫат ҫырнине ӗненсен, федераци тата республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чух уҫҫӑнах махинаци тунӑ сисӗннӗ имӗш. Прокуратура тупса палӑртнӑ фактсене халӗ правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министерстви Шупашкарти ликерпа водка савутне патшалӑх хысни шутӗнчен 67 миллион тенкӗ субсиди уйӑрни те йӗркеллӗ япала мар-мӗн. Субсиди пирки каласан, хысна укҫи-тенки республика парламенчӗн ертӳҫисем витӗм кӳрекен предприятисене сахал мар уйӑрнӑ пулать.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур ҫыннине илсен, номиналлӑ укҫа тупӑшӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 106,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ иккен. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан Чӑвашстат 15,8 процент пысӑкланнине пӗлтернӗ.
Ҫынсен чӑн-чӑн тупӑшӗ пирки каласан, вӑл 2,9 процент хушӑннӑ. Ҫапах та ҫу уйӑхӗнче ака уйӑхӗнчинчен 4,6 процент чакнӑ.
Тупӑшӑн тӗп пайне ҫынсем тавар туянма тата тӗрлӗ пулӑшушӑн татӑлма тӑкаклаҫҫӗ. Кирек епле пулсан та тӳлемеллех шутланакан тӳлевсемпе взноссем тӑкакӑн 9,7 процентне йышӑнаҫҫӗ-мӗн. Ӗҫлесе илнӗ укҫаран 1,4 процентне ҫынсем ют ҫӗршыв валютине туянма яраҫҫӗ. 19,4 процентне ҫынсем пуҫтарса пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӑкак тупӑшран 4,9 процент иртет. Кӑҫалхи пилӗк уйӑхра республикӑри кашни ҫын пуҫне тупӑш вӑтамран 17 пин те 169 тенкӗ те 70 пуса ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |