Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май вӑрҫӑ ачисене укҫан хавхалантарассине ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗччӗ. Халӗ мӗн чухлӗ укҫа парасси паллӑ.
Ҫитес ҫул республикӑри 42 пине яхӑн вӑрҫӑ ачи 2-шер пин тенке тивӗҫӗ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 83,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, ҫак категорие кӗрекен ҫынсем валли уйрӑм тӳлев ҫук. Республикӑри 818 вӑрҫӑ ачин комманаллӑ тӑкакӗсен 25 процентне саплаштараҫҫӗ.
Ҫитес ҫултан республикӑра тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫа виҫи ӳсӗ. Хальлӗхе мӗн чухлӗ ӳсессине пӗлтермен. Строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов тӗплӗ юсав тума тивӗҫ ҫуртсен инвентаризацине пурнӑҫлӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли виҫе 25 процент ӳснӗ. Ҫулталӑк каялла влаҫ инфляцие шута илсен ҫак тӳлевӗн чи пӗчӗк виҫи 13,83 тенкӗпе танлашмаллине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Дмитрий Лукьянов патшалӑх пулӑшнипе ритуаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Арҫын социаллӑ контрактпа усӑ курнӑ. Ку вӑл уншӑн питӗ лайӑх тӗкӗ пулнине усламҫӑ хавхаланса пӗлтернӗ. Вӑл малашне те ҫав енӗпе тимлесшӗн.
Ритуаллӑ пулӑшу кӳрессипе Дмитрий ҫулталӑка яхӑн ӗҫлет.
Программа пирки вӑл ӗҫлӗх центрӗнче ыйтса пӗлнӗ. Унӑн ҫемйи социаллӑ контрактпа усӑ курма пултарнӑ. Хыснаран илнӗ 350 пин тенке кирлӗ ҫӗре ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл онлайн-мелпе вӗренсе тухнӑ.
Республикӑри амӑшӗн капиталне 200 пин тенкӗ таран ӳстерме палӑртнӑ. Саккун проектне ЧР Ӗҫлев министерстви хатӗрленӗ.
Халӗ амӑшӗн каиталӗ 150 пин тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗ ҫултан вара ӑна 50 пин тенкӗ хӑпартма палӑртнӑ. Капитала тивӗҫнӗ, анчах хальлӗхе унпа усӑ курман ҫемьесене те 50 пин тенкӗ хушса парӗҫ.
Ҫитес ҫул амӑшӗн капиталне пама республика хыснинчен 197,6 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Ку укҫа 1317 ҫемье валли ҫитмелле.
Шупашкар округӗнче пурӑнакансем Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере хӑйсемех туса хунӑ. Кивви ҫулла йывӑр тиевлӗ машинӑна пула йӑтӑнса аннӑ. Вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ кӗпере 2025 ҫулта туса пама шантарнӑ. Анчах халӑх кӗтсе ларман – хӑйсем тытса тунӑ. Ӑна бетонран хатӗрленӗ.
Кӗпер мӗнле пулассине Павел Кириллов шухӑшласа кӑларнӑ. Халӑх 400 пин тенкӗ пухнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑйсен стройматериалӗсемпе те, техникӑпа та усӑ курнӑ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» организаци ҫул укҫине хаклатассине пӗлтернӗ.
Билет хакӗ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗ.
Плацкарт пуйӑспа тата пӗтӗмӗшле вакунпа инҫе ҫула тухакансен хальхинчен 11,6 процент ытларах тӑкакланма тивӗ.
Чукун ҫулпа груз турттаракансен те ытларах тӳлеме лекӗ. Пурӗ 13,8 процент.
Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнчи шкула аванӑн 1-мӗшӗнче уҫмалла пулнӑ. Икӗ уйӑх кая юлнӑ. Шкул алӑкӗсене ӗнер кӑна, чӳкӗн 7-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ.
Шкула 2023 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ун валли уйӑрнӑ 339,5 млн тенкӗ ҫумне тепӗр 93 млн тенкӗ хушма тивнӗ.
Ҫӗнӗ шкула уҫиччен ачасем авариллӗ тесе йышӑннӑ кивӗ шкулта вӗреннӗ. Ҫӗнӗ шкул – 350 ача валли. Хальхи вӑхӑтра унта 283 ача вӗренет.
Муркаш районӗнчи Шуркасси ялӗнче пурӑнакан Анастасия Троицкая патшалӑх укҫипе усӑ курса чечек лавкки уҫнӑ.
Хайпӑр ӗҫне хутшӑнакансене патшалӑх укҫа парса пулӑшассине илтсен вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫул тытнӑ. Унта ӑна мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ.
Хӗрарӑм бизнес-план хатӗрленӗ. Патшалӑх тата ҫемйи пулӑшнипе чечек лавкки уҫнӑ.
Шупашкар транспорт управленийӗнче водительсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май предприяти унта ӗҫлеме килекенсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
Тӗслӗхрен, ача ҫуралсан 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ача 18 ҫул тултарман, вӑл вӗренет пулсан авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 5 пин тенкӗ илме пулать. Ҫавӑн пекех «Тусна илсе кил» акци пуҫарнӑ. Юлташне ӗҫлеме илсе килнӗ ӗҫчене 10 пин тенкӗ премипе хавхалантараҫҫӗ.
Предприяти ӗҫченӗсен ипотекӑн пӗр пайнӗ саплаштарас мая, пӑхса тухать. Ку мерӑна ҫитес ҫултан йышӑнма палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2025 ҫулта «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен укҫан хавхалантарассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Республикӑра 42 пине яхӑн «вӑрҫӑ ачи» пурӑнать. Олег Алексеевич вӗсенчен кашниех тимлӗхе тивӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |