Пульницӑра ӗҫлекен тирпейлӳҫӗ патне палламан ҫын шӑнкӑравласа сим-карттӑн килӗшӗвне тӑсмалли пирки пӗлтернӗ. 59 ҫулти хӗрарӑм ӗненнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Палламан ҫын ӑна килӗшӗве дистанци мелӗпех тӑсма сӗннӗ. Ҫапла вӑл смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Вӑл вара Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли пароль пулнӑ.
Унтан хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫисем», «банк ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ, кредитсем илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ӗнер ҫутҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов Тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Егоровпа брифинг ирттернӗ. Унта ҫӳп-ҫапа илсе тухмалли тариф ҫинчен калаҫнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫӗнӗ нормативсем йышӑнать, ҫавна май ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн хак улшӑнать. Унччен ял ҫыннисем 57,23 тенкӗ тӳленӗ, хула ҫыннисем – 71,81 тенкӗ. Малашне, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем /ялтисем те, хуларисем те/ 52,02 тенкӗ тӳлӗҫ. Хулара харпӑр ҫуртра пурӑнакансен – 60,67 тенкӗ, ялта харпӑр ҫуртра пурӑнакансен 57,23 тенкӗ тӳлемелле.
Шупашкар хулинче транспортпа йӳнӗрех хакпа ҫӳреме май килӗ.
Хула тӑрӑх ҫула тухакансене ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, перекетлеме сӗнеҫҫӗ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт карттине хӑвӑрт тӳлевсен системи урлӑ укҫа хурсан пассажира 5 проценчӗ таврӑнать.
«Карттӑна ЕТК хушӑм урлӑ миҫе тенкӗ хурас тенине палӑртса, «СБП» текен тӳлев меслетне усӑ курса «тултармалла». Ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫемье хыснине перекетлеме май парать. Хушӑм урлӑ, е сайтра хурсан та тӳлев хӑварт ҫитет, проценчӗ укҫан таврӑнать. Ку меслет авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлет.», — хыпарланӑ асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Улатӑр хулин историллӗ пайне хӑтлӑлатасшӑн. Унта Хаяр Иван патша вӑхӑтӗнчи крепоҫе, тӗрӗсрех каласан унӑн копине, туса лартасшӑн.
Крепоҫ ҫичӗ башньӑпа пулӗ. Шалта «Викинг» ятлӑ ача-пӑча лапамне вырнаҫтарӗҫ. Унта 3-12 ҫулсенчи шӑпӑрлансем выляма пултарӗҫ.
Крепоҫе ахальтен ун пеккине суйламан. Улатӑр хули 1552 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Хаяр Иван патшан ҫарӗсем Хусана кайнӑ чухне йӗркеленнӗ. Халапа ӗненс тӗк, патшана Сӑр юханшывӗ хӗрринчи ҫӳллӗ вырӑн килӗшнӗ те вӑл унта крепоҫ туса лартма хушнӑ.
Крепоҫе тӑвакан подрядчике аукцион ирттерсе ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче палӑртӗҫ. Малтанхи хак - 25,6 млн тенкӗ.
Шупашкарти банкра ӗҫлекен 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Малтан палалман ҫын шӑнкӑравласа сим-картта килӗшӗвне тӑсма тесе код калама ыйтнӑ. Унтан унӑн Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета такам кӗнӗ иккен. Ултавҫӑсем ӑна пӗтӗм укҫине «резерв счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, кайран тавӑрса пама шантарнӑ.
Арҫын хӑйӗн пӗтӗм укҫине счет ҫинчен хывнӑ, кредит илнӗ, унсӑр пуҫне икӗ машинине йӳнӗ хакпа сутса янӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта 3-мӗш класра вӗренекен хӗрача патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӗсем каланине пурнӑҫламасан амӑшӗ тӗрмене 10 ҫуллӑха ларассипе хӑратнӑ. Ҫапла хӑраса ӳкнӗ ача лешсем хушнипе ашшӗпе-амӑшӗн банк карттисене ӳкерсе янӑ. Кун хыҫҫӑн карттӑсем ҫинчен 80 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Тепӗр икӗ операцие блокировка тунӑ.
Ачан амӑшӗ, 42 ҫулти хӗрарӑм, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 29 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 7 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун патне 1 уйӑх каялла Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗ шӑнкӑравлана имӗш, арҫыннӑн харпӑр кабинетне такамсем кӗни пирки пӗлтернӗ.
Унтан арҫын «банк ӗҫченӗпе», «ФСБ ӗҫченӗпе» калаҫнӑ, лешсем ӑна укҫине счет ҫинчен хывма, кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кун пирки никама та калама хушман. Унтан ӑна ҫӗнӗ телефон туянтарса сарӑм лартма хушнӑ. Арҫын виртуаллӑ карттӑ уҫса пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ.
Хӑйне улталанине вӑл юлашкинчен кӑна ӑнланнӑ. Ултавҫӑсем ӑна хӗрхеннӗ пекки те тунӑ, вӗсен колл-центрӗ Украинӑри Днепрта пулнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм Тӗп пасара кайса банкоматра укҫа илнӗ, ӑна «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, ҫакна туса ӗлкӗреймен – ӑна вӑхӑтра чарнӑ.
Палламан ҫынсем ӑна анлӑ сарӑлнӑ схемӑпа улталанӑ. Укҫине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтсан хӗрарӑм банкомат умне пынӑ. Вӑл 45 пин тенкине куҫарса ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтра ун патне пасар ӗҫченӗ пырса банкомата ҫурӑмӗпе хупласа укҫана куҫарма чарнӑ, ултавҫӑсем пирки каланӑ, часрах полицие кайма сӗннӗ.
Халӗ ҫав хӗрарӑм пасар ӗҫченне тав туса пӗтереймест. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ пӗр тӑван пӗр кунта 1,5 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав укҫан ытларах пайне вӗсем кивҫен илнӗ. Ултавҫӑсемпе ватӑсем пӗр хваттерте, юнашар пӳлӗмсенче, калаҫса ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисенчен 68 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен текен арҫын шӑнкӑравланӑ. Кинемее вӑл ун ячӗпе такам кредит илесшӗн тесе хӑратса ӳкернӗ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑм хӑйӗн 72 ҫулти аппӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫынна шанакан хӗрарӑм хӑйӗн телефонӗ ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ. Ултавҫӑсем кӗҫех аппӑшӗ патне те шӑнкӑравланӑ. Вӑл тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Вӑл та ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Ултавҫӑсене иккӗшӗ пӗтӗмпе 1,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫан пысӑк пайне кредит илнӗ.
Шупашкарти хӗрарӑм, бухгалтерта ӗҫлекенскер, ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл палламан ҫынсем каласа тӑнипе темиҫе кредит илнӗ. Пӗтӗмпе - 905 пин тенкӗ. Ҫак укҫана вӑл йӑлтах темӗнле счетсем ҫине куҫарнӑ.
Ун патне малтае пуҫлӑхӗнчен смс-ҫыру килнӗ, лешӗ палламан ҫынсем шӑнкӑравласан итлеме хушнӑ. Чӑннипе вара вӑл ултавҫӑ пулнӑ. Банксенчен кредит илнӗ чухне хӗрарӑм укҫа машина тата гараж илме кирлӗ тесе каланӑ. Унтан ултавҫӑсем амӑшӗн счечӗ те хӑрушлӑхра пулнине пӗлтернӗ. Хӗрӗ амӑшӗ патне кайнӑ. Амӑшӗ вара ӑна ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ, полицие кайма хушнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |