Чӑваш Енре пурӑнакан 1600 ҫемье ял ипотекипе усӑ курса пӳрт лартнӑ (хӑшӗсем, тен, ахӗррине туяннӑ пулӗ).
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем ял ипотекин программипе усӑ курса 3 миллиард тенкӗ ыла укҫа илнӗ.
Программа пирӗн патра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Россельхозбанкӑн специалисчӗсем сӑнанӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче пурӑнакансем округӗсенче пурӑнакансем ял ипотекипе ыталах усӑ курнӑ.
Хула ҫумӗнче ҫурт туянакансенчен ытларахӑшӗ — ҫамрӑксем. Вӗсем хулара хваттер туяниччен ялта ҫут-йӗр ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ кредит панипе ҫеҫ мар, ялта инфраструктура вӑйлӑ аталаннипе те ҫыхӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Енри ял территорийӗсене аталантарма хыснаран 10 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку цифрӑна республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов асӑнса хӑварнӑ.
Тӑвай округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пурӑнакансем ялти клуб тӑррине витес тесе пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ. Ҫынсем 99 пин тенкӗ ытла пухнӑ, ытти, 1 миллион та 599 пин те 540 тенки – республика хыснинчен.
Клуб тӑррине витме пӗтӗмпе 1 миллион та 990 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Паянхи кун клуб тӑррине сӳтнӗ, унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Палӑртмалла: клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗпрен юсаман. Тӑрри кивелнӗ, хӑмисем ҫӗрнӗ.
Клуба ҫӗнетни 110 ытла ҫын пурӑнакан ялшӑн питӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулӗ.
Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫын пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче АПШра «Киа Соренто» машинӑна сутас тӗлӗшпе аукцион иртесси пирки вуласа пӗлнӗ. Унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл Тольяттири организаци ӗҫченӗ имӗш.
Канаш арҫынни машинӑна кӳрсе килме тесе «посреднике» 1 миллион та 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑтра машина килмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын полицие кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Красноармейски округӗнче "Шупашкар - Сӑрҫи" автоҫулӑн 41-44-мӗш ҫухрӑмӗсене кӑҫал йӗркене кӗртме пуҫлӗҫ. Ку ӗҫе наци проекчӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗ.
Подрядчикӗн ҫул сийне йӑлтах илсе ҫӗннине тумалла, ҫӗнӗ асфальт сармалла, шыв юхмалли 5 пӑрӑха юсамалла. Ҫавӑн пекех ҫав участокра тӑршшӗпех ҫул хӗррине щебень сармалла. Ҫуран ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе тротуар тӑвӗҫ, общество транспортне чарӑнма 5 павильон вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫсене подрядчикӗн 2025 ҫулхи ҫулла варриччен вӗҫлемелле.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак ҫул ҫинчи икӗ участока ҫӗнетнӗ. Пӗтӗмпе - 9 ҫухрӑма.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи прокуратура ачасене йытӑ ҫыртнӑшӑн администрацине явап тыттарасшӑн.
Хуҫасӑр йытӑсем ачасене Красноармейскинчи Ленин тата Слукин урамӗсенчи ҫуртсем тӗлӗнче тапӑннӑ. Вӗсем икӗ ачана шар кӑтартнӑ. Вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ачасен правине хӳтӗлесе вырӑнти надзор органӗ суда тухнӑ. Тавӑҫра Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен 20 пин тенкӗ укҫа шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Ку вӑл — ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма.
Тӳре-шара М-7 федераци ҫулне кӑҫалах анлӑлатма тытӑнасшӑн. Ку Шупашкар ҫывӑхӗнчи 12 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула пырса тивет.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чылай ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫул ҫинче пӗрмай «пӑкӑ» пухӑнать.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫулла ведомство Явӑшпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫула реконструкци тума сахалтан та 18 млрд тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Унти ҫул ҫинче 4 полоса, 4 развязка, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли 8 каҫӑ пулмалла.
Патӑрьелте Хусантан килнӗ ултавҫӑна тытса чарнӑ. Вӑл 62 ҫулти хӗрарӑма хӑратса унран 400 пин тенкӗ илсе тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Улталаннӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн тӑванӗн хӗрӗ ҫул ҫинчи инкек лекнӗ тесе хӑратнӑ. Яваплӑха кӑштах «ҫемҫетме» курьер урлӑ 400 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ял хӗрарӑмӗ ҫапла тунӑ та. Укҫана темле каччӑна тыттарса янӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм тӑванӗ патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитернӗ.
Укҫа илсе кайнӑ каччӑна кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Хусантан килнӗ 19 ҫулти каччӑ пулнӑ.
Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ.
29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкара 47 ҫӗнӗ автобус илсе килнӗ. Хальлӗхе вӗсене Чӑваш транспорт управленийӗн балансӗ ҫине куҫарас ӗҫ пырать.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫула тухӗҫ.
Палӑртмалла: ҫӗнӗ автобуссем пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Хальхинче 27 ПАЗ тата 20 НефАЗ килнӗ. Транспорт пӗтӗмпе 499,2 миллион тенке кайса ларнӑ.
Шупашкарта 55 ҫулти хӗрарӑм банкомат урлӑ карточки ҫине укҫа хума тӑнӑ та операцие вӗҫлемесӗрех пӑрӑнса утнӑ. Кӗҫех ун патне счечӗ ҫинчен 14 пин тенкӗ илни пирки смс килнӗ.
Хӗрарӑмӑн полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Йӗрке хуралҫисем укҫана кам илнине часах палӑртнӑ. Хӗрарӑм хыҫҫӑнах банкомат патне 42 ҫулти арҫын пынӑ иккен. Вӑл хӗрарӑм пуҫланӑ операцие вӗҫлесе укҫана, 14 пин тенке, илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |