Пермь хулинче пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри вилнӗ тусӗн банк карттипе усӑ курса пурӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канашри 67 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ ывӑлӗн банк картти ҫинчен 250 пин тенкӗ ҫухални ҫинче йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Карттӑ ҫинчи укҫапа лавккасенче тӳленӗ, банк картти ҫинчи укҫана та илнӗ. Укҫапа 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен усӑ курса пурӑннӑ. Ҫавӑн пек хӑтлаканни Пермь тӑрӑхӗнче пурӑнакан 57 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл вилнӗ Канаш ҫыннин тусӗ пулнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ районӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Ӑна «Родина» хуҫалӑхра ӗҫлеттерсе янӑ. Мӑйракаллӑ ҫамрӑк выльӑх ӳстермелли тата самӑртмалли витере 250 пуҫ выльӑх вырнаҫать.
Проектӑн пӗр пайне саплаштарма патшалӑх укҫипе усӑ курнӑ. Федераци хыснинчен 8,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен тепӗр 5,5 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
«Родина» хуҫалӑх 2 пин гектар ҫинче ӳсентӑран ӳстерет, унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тӑрӑшать.
Коммуналлӑ пулӑшушӑн тата ҫурт-йӗре тытса тӑнишӗн тӳленӗ чух хӑш-пӗр банксем комисси илеҫҫӗ. Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи пенсионерсене, инвалидсене, сахал тупӑшлисене, ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑннисене комисси тӳлеттерме чарма йышӑннӑ.
Саккуна виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.
«Саккунри ҫӗнӗ йӗрке социаллӑ пулӑшу кирлӗ категорисене ҫеҫ пырса тивет. Тулли перечене РФ Правительстви ҫирӗплетӗ», — тесе ҫырнӑ Телеграмри хӑйӗн каналӗнче РФ Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чувашия: вехи истории и современность» парне пуххи хатӗрленӗ. Комплекта кӗнеке-альбом тата наци эрешӗпе капӑрлатнӑ шӑнкӑрав кӗрет.
Пичет кӑларӑмӗ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать. Кӗнекене Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов ученӑй-историксем пухса хатӗрленӗ.
Кӑларӑм республика хӑнисемшӗн паха парне пулассине шанаҫҫӗ.
Комплект хакӗ – 5460 тенкӗ.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын, слесарьте ӗҫлекенскер, мессерджерта килнӗ хыпара ӗненсе 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл укҫана ултавҫӑсене куҫарса панине виҫӗ кунран тин ӑнланнӑ. Арҫын полицие кайса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 20-ри студент вара пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче мессенджерти хыпара ененсе «пысӑк биржӑна» инвестици хывнӑ. Вӑл ун чухне 300 ытла пин тенкӗ куҫарнӑ. Студент тупӑш килессе кӗтнӗ. Анчах нимӗнле укҫа та пулман. Вӑл халь тин, ҫулталӑк ҫитсен, полицие пырса заявлени ҫырнӑ.
Парне пама паллӑ ҫынсен бюсчӗсене туянӗҫ.
Вӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн илесшӗн. Парне пама парламентарисем Василий Чапаевӑн 15 бюстне тата Андриян Николаевӑн 15 бюстне туянасшӑн.
Пӗр бюстшӑн 3950 тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн ытларах тӳлеме тытӑнӗҫ.
Республикӑн Правительстви ҫав хака 2024 ҫултан ӳстерме йышӑннӑ, малашне 1 тенкӗ те 92 пус ытларах тӳлеме пуҫлӑпӑр. Ку вӑл пӗр тӑваткал метршӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ тӳлев виҫи хваттер виҫинчен килет.
Лифтсемсӗр ҫуртсенче пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 9 тенкӗ 22 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, лифтсемлӗ ҫуртсенчисем пӗр тӑваткал метршӑн — 10 тенкӗ.
Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачи умӗнче 1,5 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. 38 ҫулти амӑшне ҫавӑншӑн ывӑх вӑхӑтрасуд енелӗ ҫине лартӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш стайин 1-мӗ айӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вырӑнти прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма административлӑ майпа унччен темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Анчах вӑл ывӑлне пӗрех пулӑшма васкаман — хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫма шухӑшламан та.
Парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫи 1,5 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ.
Ывӑлне пулӑшма килӗшмен хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Етӗрне районӗнчи суда ярса панӑ.
2025 ҫулччен республикӑри патшалӑх служащийӗсен окладне индексацилемӗҫ. Ку саккун проектне малтан - ЧР Министрсен Кабинечӗн ларавӗнче, унтан ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче ырланӑ.
Ҫакна инфляцие шута илсе тума сӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатас тесе черетре тӑракансене пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн пӗр хутчен уйӑракан субсидие памӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |