Чӑваш Енри 5 муниципаллӑ округа автоклубсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ӑна илес тесен округсен ятарлӑ конкурс али витӗр тухмалла пулнӑ.
Республикӑн Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак уницпаллӑ округсене йышӑннӑ: Етӗрне (конкурсра 20 балл пухнӑ), Муркаш (19 балл), Тӑвай (17 балл), Вӑрмар (17 балл), Йӗпреҫ (16 балл).
Асӑннӑ кашни округа автоклуб туянма 9-шар миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун, Куславкка муниципаллӑ округӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» асӑну комплексӗнче музей уҫӗҫ.
Музейра мультимедийлӑ экспозици пулмалла. Ӑна туянмашкӑн Чӑваш наци музейне субсиди уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: ку асӑну комплексне 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Олег Николаев Элтепер каланӑ тӑрӑх, ӑна тума 300 миллион тенкӗ кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫынтан суд приставӗсем ҫын хваттерне чӗртсе ярса шар кӑтартнин тӑкакне шыраса илнӗ.
66 ҫулти арҫын аппӑшӗн (тен, йӑмӑкӗн пулӗ. Суд приставӗсен сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «сестра» тесе ҫырнӑ та) хваттерне чӗртсе янӑ. Унччен пӗртӑвансем хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын тӑванне шар кӑтартас тесе алла шӑрпӑк тытнӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерти мӗнпур пурлӑхӗ ҫунса кайнӑ.
Тӑванӗ тӗлӗшпе хӗрарӑм суда тухнӑ. Унта арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумалла тата пурлӑха сиен кӳнине саплаштармалла тунӑ.
Арҫынран суд приставӗсем 1,15 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Чӑваг патшалӑх университечӗн виҫӗ студенчӗ «Студентсен стартапӗ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсенчен кашниех пӗрер миллион тенке тивӗҫӗ. Унпа вӗсем хӑйсен бизнес-проектне пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистикин факультетӗнче вӗренекен Юлия Данилова «МЧСӑн интерактивлӑ музейӗ» интерактивлӑ проектшӑн гранта тивӗҫнӗ.
Медицина факультетӗнче пӗлӳ илекен Владислав Малыгин кариес профилактикипе ҫӗнӗлле ӗҫлеме ӗмӗтленет. Вӑл усӑллӑ канихвет шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав ҫимӗҫ шӑла сиен кӳмест, кариес пуҫланасран вара хӳтӗлет.
Химипе фармакологи факультечӗн студентки Александра Трофимова вара пӑрҫа йышши пӗр курӑкран герпесран хӳтӗлемелли мазь хатӗрлесшӗн.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн 9 ҫулти ывӑлӗ компьютерпа вӑйӑ вылянӑ та амӑшӗн карточки ҫинчи 65 пин тенке куҫарса панӑ. Куншӑн ӑна счет ҫине хушма «фишка» куҫарса парасса шантарнӑ. Анчах ача кӑлӑхах кӗтнӗ.
11 ҫулти арҫын ачан амӑшӗ те ҫапла шар курнӑ. Шӑпӑрлан вӑйӑра промокод илесшӗн пулнӑ, палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла счет ҫинчен 30 ытла пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмӑн харпӑр пурнӑҫӗ ӑнман. Вӑл хӑйне пӑснӑ, тухатланӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа тӗнче тетелӗнче астролог номерне тупса унпа канашланӑ.
Лешӗ ӑна чӑнах та пӑснине ҫирӗплетнӗ, пулӑшма шантарнӑ.
Хайхи астролог икӗ эрне темӗнле йӑла-йӗрке ирттернӗ, куншӑн укҫа ыйтсах тӑнӑ. Ҫапла хӗрарӑм ӑна 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи пӗтсен тин вӑл кун пирки юлташне каланӑ. Лешӗ ӑна полицие кайса каласа кӑтартма сӗннӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан хӗрарӑм ҫуртсӑр, укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах – ултавҫӑсене пула.
Ку пӑтӑрмах пирки полицие ҫак хӗрарӑмӑн риелторӗ каласа панӑ. 66-ри хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫине юттисем хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер 130 пин тенкӗ кредит илсе темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Кун пирки никама та калама хушман – патшалӑх вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн яваплӑх тыттарассипе хӑратнӑ.
Тепрехинче ун патне ҫулла вӗҫӗнче шӑнкӑравланӑ. Хальхинче ӑна такам унӑн ҫуртне сутма хӑтланни пирки каланӑ. Ҫапла ан пултӑр тесен ҫурта часрах сутмалла та укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн. Ку ӗҫе хӑвӑрт тума пулӑшакан риелторсене те сӗннӗ.
Хӗрарӑм ҫуртне сутса укҫине темӗнле счет ҫине куҫарсан палламан ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫапла вӑл ҫуртсӑр, 1 миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ватӑ ҫынсем Финанс чемпионатне пухӑннӑ. Ун пек ӑмӑртӑва кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Финанс пӗлӗвне пӗлнине тест ыйтӑвӗсене хуравласа кӑтартса пама тивнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекенсенчен унта тӑватӑ ватӑ хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри, Надежда Быченкова, финанс ӑмӑртӑвӗнче пӗлтӗр те пулнӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кӑҫал пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл Финанс чемпионачӗн федераци тапхӑрне хутшӑнӗ.
Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ 24 тонна маринадланӑ хӑяр туяннӑ. Ҫавна май ятарласа аукцион иртнӗ.
Чи малтанах ведомство 1 млн та 528 пин те 80 тенкӗ сӗннӗ. Мускаври «Платон» организаци 24 тонна хӑяра 1 млн та 107 пин те 438,4 тенкӗпе кӳрсе пама килӗшнӗ.
Хӑяр - 3 литрлӑ банкӑсенче, вӗсене тимӗр виткӗчпе питӗрнӗ, упрамалли срокӗ 15 уйӑхран кая мар. Организацин тавара Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи 17-мӗш ҫурта илсе килмелле.
Ҫитес эрнере, Вӗрентекен кунӗ пулнине шута илсе, Чӑваш Енре пӗрремӗш «Халӑх вӗрентекенӗсене» палӑртӗҫ. Аса илтерер: ку хисеплӗ ята пама Олег Николаев Элтепер кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Тӳре-шара «Халӑх вӗрентекенӗ» ята тивӗҫнисене ӗҫ укҫи ҫумне окладӑн 40 процентне хушса тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Унӑн виҫине тата мӗнле тӳлемеллине вӗренӳ заведенийӗ хӑй палӑртӗ.
Палӑртмалла: ҫак ята тивӗҫес тесен «Чӑваш Республикин хисепле учителӗ» е «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ят пулмалла, вӗсене илнӗренпе сахалтан та 5 ҫул иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |