Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи фермер Александр Бикулов патшалӑхран 10 млн грант илсе унпа ферма хуҫалӑхне ҫӗнетнӗ.
2020 ҫулта вӑл проект тӑратнӑ та грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа вӑл ӗне вити валли стройматериал, тырӑ тасатмалли комплекс, тыр-пул пухса кӗртмелли тӗрлӗ оборудовани туяннӑ. Фермер грантсӑр пуҫне хӑйӗн 7 миллион тенкипе усӑ курнӑ.
2023 ҫул вӗҫне унӑн ферминче 296 пуҫ ӗне тата вӑкӑр пулнӑ. Вӗсенчен 133-шӗ - сумалли ӗне. Пӗлтӗр фермер 663 тонна сӗт туса илнӗ. Ун патӗнче халӗ 12 ҫын ӗҫлет. Вӑтам шалу - 22 пин тенкӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар.
Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ.
Чӑваш Енре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 8,5 процент ӳсӗ. Ку вӑл медицинӑра, педагогикӑра, социаллӑ тата ытти ҫавӑн йышши сферӑра ӗҫлекен 70,5 пин ҫынна пырса тивӗ.
Йышӑнӑва республикӑн Правительстви ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.
Индексаци валли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑванӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫывӑх вӑхӑтра ҫавӑн пек ятарлӑ йышӑнусем тумалла.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кредит учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен 54 ҫулти кассир патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ.
Хӑйӗнпе вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм пӳлӗмне ватнӑ, кредит илме хӑтланаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Унтисем ӑна ултавҫӑсем тесе хуравланӑ. Апла пулин те кассир ют ҫынпа ҫыхӑну тытма пӑрахман, 150 пин тенкӗ кредит илсе куҫарса панӑ.
Канаш муниципаллӑ округӗнчи хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине улталанӑшӑн тата суя документсем хатӗрленӗшӗн суд тунӑ.
Ҫакӑ паллӑ: 2017 ҫулта вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствине суя документсем тӑратса 2,9 миллион тенкӗлӗх грант илнӗ. Ҫапла ҫамрӑк фермер республика хыснине уйрӑмах пысӑк тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ фермера тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Арбитраж сучӗ ЧР Ял хуҫалӑхӗ валли фермертан 2,9 миллион тенкӗ шыраса илнӗ.
Шупашкарти 31 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ кусарса панӑ. Йӑлтах раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Ун патне телефон ҫыхӑнӑвӗн операторӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Арҫынран номере упраса хӑварас кӑмӑл пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем - банк, полици, патшалӑх палӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗсем имӗш. Хайхи Шупашкар арҫыннӑн аферистсене тытса чармалла-мӗн. Ҫапла вӑл виҫӗ банкра кредит илсе ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Патӑрьел муниципаллӑ оркугӗнчи Ишлӗ ялӗнче ача пахчинчен пуҫламӑш шкул туса хурасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттернӗ.
Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчинчен тунӑ пуҫламӑш шкулта шкул умӗнхи ушкӑн тата спортзал пулмалла. Контракт – 118,3 миллион тенкӗлӗх. Аукционра Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Булат» фирма ҫӗнтернӗ.
Подрядчикӑн пуҫламӑш шкула кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Хусан хулинчи 20 ҫулти каччӑ тӑватӑ ватӑ ҫыннӑн 4 миллион ытла тенкине вӑрланӑ. Ӑна 3 ҫул ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хӑй шар кӑтартнӑ ватӑсене вӑл укҫана тавӑрса панӑ.
Асӑннӑ каччӑ «Сирӗн тӑван ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ» мелпе улталаканнсен схеминче курьер евӗр пулнӑ.
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм 3,7 миллион тенкӗ таран тыттарса янӑ. Тӑванӗсене пулӑшас, инкекрен ҫӑлса хӑварас текенсем татах тупӑннӑ. Шӑпах ҫавӑн йышшисен укҫине илме пынӑ та Хусан каччи.
Пермьри «Сатурн-Р-Авто» республикӑри тӳре-шарана 12 «Москвич 6» машинӑпа тивӗҫтерӗ. Фирма виҫӗ аукциона пӗччен кӑна хутшӑннӑ.
Кашни автомобиль 2,9 миллион тенке ларнӑ. 12 машинӑшӑн 34 миллион та 876 пин тенкӗ тӳленӗ.
Палӑртмалла: «Москвич 6» машинӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе «Москвич» савутра кӑлараҫҫӗ. Сутлӑхра - 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе.
Арҫынсен пӗр ушкӑнӗ Ҫӗнӗ ҫула саунӑра хӗрарӑмсемпе кӗтсе илме ӗмӗтленнӗ. Унта вӗсем укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшекен хӗрарӑмсене чӗнсе илме палӑртнӑ. Анчах лешсем килмен.
Тепӗр кунне арҫынсенчен пӗрин патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑнса кайнӑ. Хайхисем ҫакскерне вӗсене пула сайт йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе ӳпкеленӗ. Шупашкар ҫыннине тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Арҫынна ҫеҫ мар, унӑн ҫемйине те япӑх тӑвассипе хӑратнӑ. 40 ҫулти арҫын 2,5 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Анчах ун хыҫҫӑн та ӑна хӑратма пӑрахман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |