Шупашкарти полицейскисем Красноярскри хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман халӑх ушкӑнӗнче страница уҫнӑ. Унта вӑл хӗрарӑмсем валли тӗрлӗ тавар сутни ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Пӗлтерӳ тӑрӑх тавар туянас ӗмӗтлисем тупӑннӑ. Вӗсем укҫан пӗр пайне куҫарса панӑ.
Анчах сутуҫӑ тавара ярса паман. Красноярск хӗрарӑмӗ ҫавӑн пек майпа 10 хутчен улталани паллӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ ытлалӑх.
Йӗрке хуралҫисене вӑл ҫынсене улталанӑшӑн ӳкӗнетӗп, урӑх ун пек хӑтланмӑп тесе ӗнентерме хӑтланнӑ.
Чӑваш Енре модульлӗ хӑна ҫурчӗсем (глэмпингсемпе кемпингсем) пулӗҫ. Вӗсене хӑпарса лартма ҫӗршывӗ хыснинчен 178 миллион ытларах тенкӗ укҫа килӗ. Хушӑва РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — пирӗн тӑрӑхри заявкӑсен суммин 38 проценчӗ пулать.
Хыснаран уйӑракан ҫав укҫа модульлӗ гостиницӑсене ҫӗклеме, туянма тата монтаж тума кайӗ.
Пирӗн республика пурӗ 11 заявка тӑратнӑ.
Чӑваш Ене кӗҫех тӑватӑ ҫӗнӗ автобус илсе килмелле. Вӗсем шкул ачисене илсе ҫӳремеллисем пулӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссене ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче илсе ҫитермелле. ПАЗра 24 вырӑн пулӗ: 1 водитель, ачасене илсе ҫӳрекен 1 ҫын тата 22 ача валли.
Автобуссене туянма 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа - республика хыснинчен. Кашни автобусрах ГЛОНАСС, тахографсем пур.
Чӑваш Енре пурӑнакан, пӗчӗк пенси илекен ҫынсене «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗ апат-ҫимӗҫ туянса панӑ.
Шупашкарта ун пек пулӑша хулари халӑха комплекслӑ соцаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пулӑшӑвӗпе усӑ куракан 65 ҫын ватӑ тивӗҫнӗ. Вӗсен пенсийӗ пӗчӗк, вӑл уйӑхран уйӑха саплашкаласа пыма ҫеҫ ҫитет. Ватӑ ҫынсене «кӗмӗл» эмел туянма та нумай кирлӗ. Чирлӗ пулсан та, эмелсӗр пурӑнаймасан та пурте инвалид шутланмаҫҫӗ-ҫке. Апат-ҫимӗҫ те йӳнӗ мар, хваттер хакӗ те.
Ыркӑмӑллӑх фончӗ апат-ҫимӗҫ уйӑрса пани ватӑсемшӗн вӑхӑтлӑха та пулин кӑштах тӗкӗ пулса тӑрӗ.
Вӑрмар районӗнчи 45 ҫулти арҫын кӑҫал пуш уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче брокер платформи ҫинче укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер кредитсем илнӗ те инвестицисемпе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Арҫын счет ҫине пӗтӗмпе 2 миллион та 220 пин тенкӗ хунӑ. Анчах кайран пӗр пусне те каялла тавӑрайман. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.
Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Хӗрле Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсен хушшинчи 1600 метрлӑ ҫула юсӗҫ. Ҫавӑнпа аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ку ҫула 115 миллион та 131 пин те 509 тенкӗпе юсама палӑртнӑ. 1 ҫухрӑм ҫул 72 пин тенке ларӗ.
Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Подрядчик ӗҫсене 3 ҫулта пурнӑҫлӗ.
Ҫакна палӑртмалла: ҫак ҫул ҫинче асфальт юлманпа пӗрех.
СССР Халӑх вӗрентекенне Петр Чернова мӗн виличчен пособи пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илсе тӑрӗ.
Петр Никифорович – 94 ҫулта. Вӑл Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн педагогикӑри пӗтӗмӗшле стажӗ 47 ҫулпа танлашать.
Петр Чернов – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ шкул учителӗ, СССР Халӑх вӗрентекенӗ, халӑх ҫутӗҫ отличникӗ.
Вӑрнарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын вырӑнти пасарта 5 пин тенкӗлӗх шӳтлӗ укҫа тупнӑ та ҫав вӑхӑтрах унпа лавккана кайма шатланӑ.
Арҫын лавккара 8 килограмм какай туяннӑ. 58 ҫулти сутуҫӑ укҫа суя шӳтлӗ пулнине асӑрхаман та - каялла 2700 тенкӗ панӑ. Укҫа суя пулнине вӑл каярахпа кӑна асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ.
Арҫынна кӗҫех тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне районӗнчи 40 ҫулти арҫын патне харӑсах темиҫе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн счечӗ ҫинчи укҫа Украинӑна пулӑшма кайни пирки пӗлтернӗ. Хӑйсемпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхи палламан ҫынсем укҫана кам куҫарнине палӑрма шантарнӑ. Анчах кун валли кредит илмелле те хайхискерсем кӑтартнӑ счет ҫине куҫармалла-мӗн.
Арҫын Етӗрнере кредит илнӗ. Анчах ку ҫитмен. Вара вӑл Шупашкара кайса кредит илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 1 миллион та 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кун хыҫҫӑн тин вӑл арӑмне каласа кӑтартнӑ. Мӑшӑрӗ ултавҫӑсем пулнине ӑнланса ӑна полицие кайса заявлени ҫырма хушнӑ.
Арҫын полицире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, палламан ҫынсем ӑна вӑйлах хӑратнӑ:кун пирки ҫынна каласан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ, тытса чарма спецназсем килӗҫ-мӗн.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 67 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ укҫи пӗтсен, пӗлӗшӗсем кивҫен пама пӑрахсан, банксем кредит пама хирӗҫлесен тин хӑй ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл пач ют ҫынна 9 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Йӑлтах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнинчен пуҫланнӑ. Унта газ кӑларакан пысӑк предприятине укҫа хывса нухрат ӗҫлесе илме май пурри пирки пӗлтернӗ. Вӑл ячӗпе номерне хӑварнӑ. Ҫапла ун патне шӑнкӑравлама тытӑннӑ.
Хӗрарӑм палламан ҫын хушнипе малтан счечӗ ҫинчи укҫине илнӗ, унтан - кредит, кивҫен. Анчах, шел те, ултавҫӑсем пулнине кайран тин ӑнланнӑ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |