Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрӗн ултавҫӑсене пула 2 миллиона яхӑн тенкӗ кредит тӳлеме тивӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ӑна пӑрахӑҫлама хайхискер темиҫе операци тума ыйтнӑ. Вӗсене пурнӑҫласан вӑл ултавҫӑсен счечӗ ҫине 1 миллион та 991 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа - банкран машина туянма илнӗ кредит.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пенсие тухсан ватӑ тата сусӑр ҫынсене пӑхса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ.
Ун патне ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ. Хайхи палламан хӗрарӑм ватӑ амӑшне пӑхма ыйтнӑ. Хӑй командировкӑра-мӗн. Амӑшӗ патне эрнере темиҫе хут апат килсе памалла, килте тирпейлемелле имӗш. Хайхискер список ярса панӑ, кун валли укҫа куҫарнӑ пекки те тунӑ. Анчах Ишлей хӗрарӑмӗ патне укҫа ҫитмен те ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Унта вӑл палламан хӗрарӑм каласа пынипе смс-кода та пӗлтернӗ. Ҫапла ун картти ҫинчен 47 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Шупашкарта юр ирӗлтерекен хатӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапах хулари пӗтӗм юра унта турттарма пуҫламӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк пайне пур-пӗрех полигона илсе тухӗҫ.
Юр ирӗлтерекен хатӗр Трактор тӑвакансен проспектӗнчи индустри паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗр сехетре 45-60 кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Юр шывӗ канализацие юхать, кайран - тасатакан сооруженисене.
Килӗшӗве "Дорэкспа" алӑ пуснӑ. Вӑл 7 миллион тенкӗпе 18,8 пин кубла метр юра утилизацилӗ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд.
Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинчи Шевченко урамӗнчи общежитире кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушар тухнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ. Инкекре 19-ти хӗр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗтернӗччӗ-ха.
Шар курнисене бюджетран 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ӑна илме пурӗ 120 ҫын заявлени ҫырса панӑ, анчах вӗсенчен 79-шӗ ҫеҫ хальлӗхе укҫана илнӗ. Ыттисем кирлӗ документсене тӑратса ҫитермен-мӗн.
Инкек общежитири пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑннӑ ӳсӗр арҫын пирус туртнине пула тухнӑ иккен.
Халӗ ҫынсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн шыраҫҫӗ. Хула ертӳҫисем сӗннӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнма условисем начар иккен.
Чӑваш Ен ертӳҫисем Сӑр чиккипе ҫыхӑннӑ хыпарсемпе паллаштаракан сайт йӗркелеме 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 740 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Асӑннӑ информаци ресурсне 2021 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Сайта йӗркелеме тата тытса тӑма укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ.
Пӗрремӗш контракта виҫӗ ҫуллӑха (2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен) алӑ пуснӑ. Ҫав вӑхӑт иртсен тепӗр хутчен конкурс ирттернӗ, хальхинче 740 пин тенкӗпе Хабаровскри «Веб Нова» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Сайта, сӑмах май, Хабаровскри тепӗр компани йӗркеленӗ.
Сайта уйӑхра 10 хыпартан кая мар, ҫулталӑкра 12 лонгридран кая мар вырнаҫтармалла.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвне Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Асӑннӑ учреждени 2023 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ.
Конкурса пӗтӗмлетме пухӑннӑ координаци комитечӗн ларӑвне РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ирттернӗ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне 4 миллиард та 291 миллион тенкӗ ӑсанӗ. Унпа коммерципе аппаланман 1845 организаци усӑ курӗ.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн 8-мӗш филиалӗ — М. Шумилов ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ «Ырӑ хӗлхемӗ: ыттисенчен расна ачасем валли БиблиоНяня» проектпа конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерӗҫ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ документра окладсен чи пӗчӗк виҫине тата ӗҫ укҫин ставкине 6 процент ӳстересси ҫинчен каланӑ.
Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе яваплисен нормативлӑ документсене пӗр уйӑхра йӗркене кӗртсе пӗтермелле. Муниципалитет учрежденийӗсене те шалӑва 6 процент ӳстерсе пама сӗннӗ.
Банкра ӗҫлекен бухгалтер газ компанине инвестици хывас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ултавҫӑсене 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
48 ҫулти хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче курнӑ. Раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен тӗрлӗ счет ҫине 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарнӑ. Ҫыннисен ячӗсем кунти пек пулманни те ӑна чарман.
Хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан полицие пынӑ.
Кӑҫалтан республикӑри ача ҫурчӗсенче воспитани илекен ачасен хӑйсен тӗллӗн тӑкакламалли укҫа-тенкӗ пулӗ. Ку пуҫарӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ ырланӑ.
Хальхи вӑхӑтра ача ҫурчеӗсенче 72 шӑпӑрлан пурӑнать. Ку уйӑхран пуҫласа унти ачасем финанс пӗлӗвӗ енӗпе ӑсталӑхне туптама пуҫлӗҫ. Ку вӗсене алӑра укҫа-тенкӗ тытма вӗрентӗ.
Кӑҫалтан ача ҫурчӗсенчи шӑпӑрлансене алла мӗн чухлӗ укҫа парассине пӗлтермен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |