Республикӑра коррупци пур е ҫук? Регион влаҫӗ ҫак тӗллевпе кашни ҫулах социаллӑ ыйтӑм ирттерет.
Кӑҫал та ӑна кам ирттерессине палӑртма уҫӑ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Ку тӗллевпе Чӑваш Ен 956,5 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Кӑҫал ыйтӑм ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен иртӗ. Унта 870 ахаль ҫынна тата 200 усламҫа хутшӑнтарӗҫ.
Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе республикӑн Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 24 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Укҫа-тенке Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑх кӗртмелли чи лайӑх проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем валли уйӑраҫҫӗ. 24,9 миллион тенке Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр пайлӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкара – 4972600 тенкӗ лекӗ, Улатӑра – 20 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енри хӗрарӑмӑн Мусаври метрона 260 пин ытла тенкӗ тӳлемелле. Йӑлтах - аваришӗн. Вӑл машина рулӗ умӗнче пынӑ чухне трамвайпа ҫапӑннӑ. Айӑпе вара унра. Ҫавна пула 8 рейс тытӑнса тӑнӑ.
"Мускаври метрополитен" ҫав вӑхӑтра тӳснӗ тӑкака хӗрарӑмран шыраса илме шутланӑ. Суд вара тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла пирӗн ентешӗн Мускаври метрона 260 пин те 847 тенкӗ тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне унӑн 5808 тенкӗ пошлина тӳлесе татмалла.
Ӗнер кӑна Шупашкарта "Каскад" суту-илӳ ҫывӑхӗнчи стена ҫинчи Нарспи ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Ксения Кокель грант укҫипе ӳкернӗ, ҫитменнине хӑйӗнне хушнӑ.
Ҫак стена иртен-ҫӳрене 4 ҫул савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть стенана сӑрласа лартнӑ. Мӗншӗнни паллӑ мар.
Ксения Кокель унпа Шупашкар хула администрацийӗ ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Нарспие ҫӗнӗрен ӳкереҫҫӗ иккен. Ксения халь ҫӗнӗ эскиз ӳкерет.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чувашия» теплоход пӗр сехетлӗх рейссем ирттерме тытӑннӑ.
Икӗ палубӑллӑ ҫав теплоход кашни кунах 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗ. Унпа ярӑнма кайиччен ҫапах та расписани пирки Шупашкарти юханшыв портне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма сӗнеҫҫӗ.
Аслисен билет хакӗ 300 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 150 тенкӗ, 5 ҫулчченх ачасемшӗн тӳлемелле мар.
Ыйтса пӗлмелеи телефон номерӗ 49-44-00.
Кӑҫал санавиаци вертолечӗн ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫме пуҫламалла пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗнче тин пациентсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ.
Кӑҫал респулика санавиаци вертолечӗ валли 36 пин тенке яхӑн илнӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа пӗтсен, ҫурла уйӑхӗнче, вӗҫме пӑрахнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ачисемшӗн куҫарса паман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма суд тунӑ, ӑна колони-поселение 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан асфальт ҫула тӑвас ӗҫ пырать. Вӑл 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пулӗ.
Ҫула «Воддорострой» тӑвать. Ӑна кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Хальлӗхе унта строительство лапамне хатӗрлеҫҫӗ. Ку асфальт ҫула тума 189 миллион та 619 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра икӗ района ҫыхӑнтаракан хытӑ сийлӗ кӗске ҫул ҫук.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм, шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенскер, палламан ҫынна шанса укҫасӑр юлнӑ.
Ун патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Унӑн ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Хайхи арҫын хӗрарӑма дистанци мелӗпе пӑхса тӑма май пур приложени лартма сӗннӗ. Вӗрентекен мӗн каланине пурнӑҫланӑ та телефонпа пӗр хушӑ усӑ курман.
Каҫхине хӗрарӑм кун пирки упӑшкине каласа панӑ. Лешӗ тӳрех ултавҫӑсем пирки шутласа илнӗ. Вӗсем счечӗсене тӗрӗсленӗ. Унтан 230 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫитменнине, ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе 1700 тенкӗ кредит илнӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра агромаркет уҫма палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Унта фермерсен продукцине сутӗҫ. Кунашкал лавкка пирӗн патра хальччен пулман. Раҫҫейре те ҫук.
Агромаркетра фермерсем валли вырӑнсем пулӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра лавккан дизайн тата суту-илӳ технологийӗн концепцине хатӗрлӗҫ.
Агромаркета хута яма республика хыснинчен 41 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |